Афиша
![]() Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра тӳлевсӗр юридици кӳмелли кун пулать. Ӑна Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗ йӗркелет. Ун пек мероприяти йӗркелессине Чӑваш Енре ырӑ йӑлана кӗртнӗ ӗнтӗ. Ӑна маларах асӑннӑ ассоциацин регионти уйрӑмӗ тата ҫӗршыв Элтеперӗн Йышӑну пӳлӗмӗ РФ Юстици министерствин республикӑри Управленийӗ, Суд приставӗсен федераци службин республикӑри УправленийӗЧӑваш Енӗн Юстици министерстви, Чӑваш енӗн Нотариус палати, Чӑваш Енӗн Ваккат палати пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ илес тесен РФ Элтеперӗн Чӑваш Енри Йышӑну пӳлӗмне ҫӗртмен 27-мӗшӗнче 12 сехетрен тытӑнса 15 сехетчен каймалла. Йышӑну пӳлӗмӗ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Малтанласа ҫырӑнмалли телефон номерӗ — 62-22-33. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӑваш наци музейӗ Чӑваш наци музейӗ сӑнӳкерчӗксен «Ҫемье музейӗ» конкурс ирттерет. Ӑна ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ. Конкурс ҫӗртмен 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӑна утӑн 8-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, пӗтӗмлетӗҫ. Конкурса ҫак темӑсемпе сӑнӳкерчӗксене йышӑнӗҫ: • «Ҫемье йӑли-йӗрки»; • «Ҫемье историйӗ»; • «Ҫемье реликвийӗ»; • «Ҫемье коллекцийӗ»; • «Ҫемье йӑви»; -•«Куракансем кӑмӑлланӑ парне». Ӗҫсене chnm6@cap.ru электронлӑ почтӑна ямалла. 62-35-10 телефонпа шӑнкӑравалса ыйтса пӗлме те пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() «Чӑваш Республикинчи лаша спорчӗн пӗр центрӗ Патӑрьел районӗнче вӑйлӑ аталаннӑ. 1968 ҫултанпа ҫав районти юртӑ лашасем нумай конкурс, чупу ҫӗнтерỹҫисем пулнӑ. Совет Союзӗн, Раҫҫейӗн ипподромӗсенче малти вырӑнсене сахал мар ҫӗнсе илнӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Комсомольски район администрацийӗнче. Анчах Каҫал енче те ҫитӗнӳсем пур. Сӑмахран, 1981 ҫулта «Затейник» юртӑ лаша Патӑрьелӗнчи ипподромра 21 лаша хушшинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫав лаша Г.Ф. Волков ертсе пынӑ хуҫалӑхран пулнӑ. Ҫавӑн пекех З.Ш. Заргиров хуҫалӑхӗнчи «Гораций» юртӑ лаша 2006 ҫулта ҫӗршывӑн тӗрлӗ ипподромӗнче палӑрнӑ. Районти ытти хуҫалӑх лашисем те сахал мар конкурсра ҫӗнтернӗ, кашни ҫулах Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи лаша спорчӗн республикӑри «Камай уйӗ» уявне хутшӑннӑ. Унта пӗрре кӑна мар «Урожай», «Красный маяк» хуҫалӑхсен лашисем палӑрнӑ, парнесене тивӗҫнӗ. Кӑҫал та Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, районти ипподромра пысӑк уяв, юртӑ лашасен чупӑвӗ, куравӗ пулать. Ҫак спорта кӑмӑллакансене программӑпа паллашма сӗнеҫҫӗ: 12:30–13:30 сехетре джигитсене курса киленме пулӗ; 13:30–14:30 сехетре пирвайхи чупусем, юртӑ лашасем ӑмӑртӗҫ; 14:30–14:40 сехетре вырӑнти ӑратлӑ лашасем «Ял джигичӗсем» чупура вӑй виҫӗҫ; 15:00–15:10 сехетре мала тухайман, 6, 7, 8, 9, 10 вырӑнсем йышӑннӑ юртӑ лашасен чупӑвӗ пулӗ; 15:20–15:30 сехетре малтанхи чупура 1–5-мӗш вырӑнсене тухнӑ лашасен финал ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Кӑҫал ака уйӑхӗнче Шупашкар халӑхсем хушшинчи «Сывӑ хуласем» юхӑма кӗнӗренпе 10 ҫул ҫитнӗ. Ҫак ҫавра пулӑма тата тӗп хула 545 ҫулхине уявланине халалласа Шупашкар хула администрацийӗ дизайнерсем, архитекторсем, ӳнерҫӗсем, пултарулӑх шкулӗсенче вӗренекен студентсем тата ыттисем хушшинче конкурс ирттерме палӑртнӑ. Конкурса хутшӑнакансен «Шупашкар — сывӑ хула» эмблема хатӗрлемелле. Конкурса хутшӑнакансен заявка ҫырмалла, А4 калӑпӑшлӑ хут ҫине эмблема эскизне ӳкермелле (хура-шурӑ тата тӗслӗ пултӑр). Эмблемӑра Шупашкар тематикин элеменчӗсем, «Шупашкар — сывӑ хула» тесе ҫырни пулччӑр. Конкурса ӗҫсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 107-мӗш пӳлӗм. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(8352) 23-51-22. Конкурс ҫӗнтерӳҫине компьютер-моноблокпа чыслӗҫ. Хутшӑнакансене вара пурне те Шупашкар хула администрацийӗн тав ҫырӑвӗсем парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Шупашкарти музыка училищи валли туяннӑ «Steinway» рояль Ыран Шупашкарти музыка училищин концерт пӳлӗмӗнче рояль концерчӗ пулать. Вӑл каҫхи 6 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Роялӗ ахаль мар — «Steinway» маркӑпа кӑларнӑскер. Ҫӗнӗ рояле Чӑваш Республикин хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа уйӑрнӑ. Музыка инструменчӗ 7 миллион тенкӗ тӑрать. Ун пек рояльсене тӗнчери чи лайӑх концерт залӗсем валли туянаҫҫӗ иккен. Рояле Чӑваш илсе киличчен музыка училищи ыйтнипе ӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ Денис Мацуев пианист-виртуоз тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Концерт афиши Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне чаплӑ концерт курма йыхравлаҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ, яланхи пекех, 18 сехет ҫурӑра. Концертра ҫӗнӗ «Янташ» ушкӑнпа пӗрле ташӑпа кулӑш ӑстисем хутшӑнаҫҫӗ. Курма килекенсене ҫӗнӗ программа кӗтет. Анатолийпе Надежда Никитинсем ҫавӑн пекех ҫӗнӗ юрӑсемпе савӑнтарма шантараҫҫӗ. «Янташ» ушкӑнне йӗркеленӗ композитор пӗлтернӗ тӑрӑх билет хакӗ 300 тенкӗ. Ушкӑнпа килекенсем валли йӳнӗрех те пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ. Акӑ Акатуй ирттермелли график.
Акӑ график: 1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет. 2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ. 3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет 4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ. 5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче. 6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать. 7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет. 8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет. 9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ. 10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать. 11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӑваш наци телевиденийӗн «Яш чух, ҫамрӑк чух!» программи Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа чӑваш ҫамрӑкӗсен флешмобӗ ирттерет. Мероприятие ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йӗркелеме шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна вӗсем Чӑваш наци вулавӑшӗ умӗнче 13 сехетре пуҫласшӑн. Ташӑ флешмобне пурне те йыхравлани пирки Чӑваш Республикн Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: 64-10-55. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Кӗҫех Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлмелли кун ҫитӗ. Республикӑра ӑна халалласа чылай мероприяти иртӗ. «Шупашкар — сывӑ хула» хула проекчӗпе килӗшӳллӗн тата «Сывӑ хуласем, районсем, поселоксем» Раҫҫей ассоциацийӗ 10 ҫул тултарнине халалласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре 11:00 сехетре ачасен флэшмобӗ иртӗ. Унта Шупашкарти шкул умӗнхи учрежденисене ҫӳрекенсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑнӗҫ. Флэшмоба Чӑваш Енри Фитнеспа аэробика федерацийӗн президенчӗ Оксана Вербина ертсе пырӗ. Мероприятие халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма чӗнсе ирттереҫҫӗ. Ачана спортпа мӗн пӗчӗкренпех туслаштармалла. Флэшмоб «Сывӑ ачасем — сывӑ ашшӑ-амӑшӗ!» девизпа килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ. Ҫак кун ачасене пултарулӑх лапамӗсем, аттракционсем савӑнтарӗҫ. Сцена ҫинче пӗчӗккисен юррисем янӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӑваш академи драма театрӗн коллективӗ Паян Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнать. Ҫапла вара ӳнерӗн ҫак енне юратакансен кӑмӑллакан театрӗсенчен пӗри чаршава 96-мӗш хут карӗ. Ытти чухне вӑл сезона «Ялта» драмӑпа уҫатчӗ те, хупатчӗ те. Пьесӑн авторне те, хайлавне хӑйне те темле хисеплесен те куракансенчен пӗр пайне вӑл йӑлӑхтарса ҫитерни вӑрттӑнлӑх марччӗ. «Урӑх спекталкь ҫук-им?» — тетчӗҫ хайхисем. Театрӑн кун пирки хӑйӗн ӑнлантарӑвӗччӗ. Пӗр енчен, «Ялта» — вилӗмсӗр хайлав. Классика тепӗр май каласан. Тата унта театрти пӗтӗм артист вылянишӗн те сезона хупса уҫма ӑна халӑх умне кӑларатчӗҫ. Ыран тетарта тинех урӑхла пулӗ. Хальхинче «Икӗ туй» ятпа уяв концерчӗ хатӗрленӗ. Унта «Ялта» спектакльти сыпӑк та пулӗ. Кунсӑр пуҫне Михаил Зощенко пьесипе лартнӑ «Туй» спектакль сыпӑкне курма май килӗ. Республикӑн Культура министерстви пӗлтерни тӑрӑх хакласан, программӑра тата ытти юрӑ-ташӑ та пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |