Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
mixyfotos.ru сайтри сӑн
mixyfotos.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ каллех хӑйне евӗр ятсем регистрациленӗ - Мирра тата Леонард.

Мӗне пӗлтерет-ха Мирра ят? Темиҫе верси пур. Тӗслӗхрен, грексем арҫын ачасене Мюрон ят хураҫҫӗ. Вӑл «мирра», «миро» тенине пӗлтерет. Ҫакнашкал мирра тумалли ӳсен-тӑран пур.

Леонард «хӑюллӑ» тенине пӗлтерет. Хӑш чухне ята «хӑюллӑ арӑслан» тесе куҫараҫҫӗ.

 

Хулара
Павловсен архивӗнчи сӑн
Павловсен архивӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Лариса Павлова «Амӑшӗ героиня» ята тивӗҫнӗ. Лариса Леонидовнӑпа Герман Германович 10 ача ӳстереҫҫӗ: 4 ывӑл та 6 хӗр. Чи асли 23 ҫулта, кӗҫӗнни 6 ҫул тултарнӑ.

Павловсем питӗ хастар: пултарулӑх конкурсӗсене хутшӑнса лауреат ятне пӗрре мар тивӗҫнӗ.

Аса илтерер: «Амӑшӗ героиня» ята 10 ача амӑшне кӗҫӗнни 1 ҫул тултарсан параҫҫӗ, ытти ачин чӗрӗ пулмалла. Ҫак сумлӑ ята тивӗҫсен 1 миллион тенкӗ тата «Амӑшӗ героиня» орден параҫҫӗ.

 

Хулара
krasniykut.ru сайтри сӑн
krasniykut.ru сайтри сӑн

Шупашкарта 36 тӑлӑх хваттерлӗ пулнӑ. Вӗсене «Соляное» микрорайонта пурӑнмалли кӗтес панӑ.

Тӑлӑхсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтнӗ. Хваттерсенче хӑтлӑ: юсав ҫӗнӗ, электорплита пур, ҫӳлти хутсенчи чӳречерен вара Атӑл курӑнать.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӑлӑхсене ҫурт-йӗр парас ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ. Кӑҫал 414 тӑлӑха хваттер памалла. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне черетре тӑнӑ мӗнпур тӑлӑха ҫитес 5 ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ.

 

Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Шупашкарти «Университет» микрорайонта 21 ҫулти хӗр машина кустӑрми айне ӑнсӑртран лекнӗ. 20 сехет те 50 минутра вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртӑн 4-мӗш корпусӗ еннелле утнӑ.

Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӗрӗн ури шуса кайнӑ. Ҫапла вӑл машина кустӑрми айне лекнӗ.

«Благовещенский» микрорайонта вара Волков бульварӗнчи 6-мӗш ҫурт патӗнче «Киа Рио» водителӗ каялла чакнӑ чухне 49-ти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/4253
 

Хулара
all-migration.com сайтри сӑн
all-migration.com сайтри сӑн

Шупашкарти хӗрарӑм ӗҫ шыранӑ вӑхӑтра тупӑш тумалли мел шыранӑ та самаях пысӑк парӑма кӗрсе кайнӑ.

29 ҫулти хӗрарӑма палламан ҫынсем видеохостингра роликсем пӑхса укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Малтанах вӑл куншӑн укҫа илсе тӑнӑ-ха. Кайран ӑна укҫана криптовалютӑна хума ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ, пысӑкрах тупӑш илес тесе вӑл тӗрлӗ банкран кредитсем илнӗ. Укҫана йӑлтах палламан счет ҫине куҫарнӑ. Тупӑшне илме тӑна та паман. Хӗрарам тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти аэропортӑн ҫӗнетнӗ терминалне ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗнетесшӗн. Вӑл вӑхӑта аэровокзалӑн 85 процентне юсаса пӗтересшӗн.

Калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула яхӑн пырать. Реконструкции вӗҫлеме палӑртнӑ вӑхӑта темиҫе хутчен те куҫарнӑ. Вӗҫсе каймалли зонӑна кӑҫалхи ҫулла уҫасшӑн. Пассажирсене регистрацилемелли, багажа автоматика мелӗпе йышӑнмалли, паспорт тӗрӗслевӗн, тӗрӗслев, стерильлӗ зонӑсене ӗҫлеттерсе ярасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/5170
 

Хулара
ru.freepik.com сайтри сӑн
ru.freepik.com сайтри сӑн

Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли хитре ят суйлама тӑрӑшать. Нумах пулмасть Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем Мирабелла ята регистрациленӗ.

Хӗрача пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ята Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи «Ача ҫурални» суперсервис пулӑшнипе регистрациленӗ. Мирабелла ят латин чӗлхинчен куҫарсан «илемлӗ тӗкӗр» е «илем тӗкӗрӗ» тенине пӗлтерет.

 

Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти экспресс-кинемейсем ҫын ачисене пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем — Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центра ҫӳрекен хастар ватӑсем.

Татьяна Саверкина, акӑ, икӗ ҫул ӗнтӗ пӗр ҫемьене пулӑшать. Ачасен ашшӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать, амӑшӗ ӗҫе ҫӳрет. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачисене вӑл шкултан пур чухне те кӗтсе илеймест.

«Ҫак икӗ ҫул хушшинче Татьяна Прокофьевна ҫемьешӗн ҫывӑх ҫын пекех пулса тӑчӗ. Ачасене вӑл шкултан кӗтсе илет», — каласа кӑтартнӑ маларах асӑннӑ центрӑн заведующийӗ Марина Васильева.

Ирина Александрова тата Любовь Гуслева та экспресс-кнемейсен ретне тахҫанах тӑнӑ.

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн центрта экспресс-кнемейсем валли «Чунпа ҫамрӑк пулсан ҫул кайни ним те мар» уяв иртнӗ.

 

Хулара
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Шупашкарта 33 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл килтен пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман.

Парамонова Алиса Михайловнӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл 150 сантиметр ҫӳллӗш, ырханкка, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ кун сӑрӑ тӗслӗ куртка, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак хӗрарӑма куракансене е ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52.

 

Хулара
fotobus.msk.ru сайтри сӑн
fotobus.msk.ru сайтри сӑн

Шупашкара 47 ҫӗнӗ автобус илсе килнӗ. Хальлӗхе вӗсене Чӑваш транспорт управленийӗн балансӗ ҫине куҫарас ӗҫ пырать.

ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти маршрутсем ҫинче ӗҫлӗҫ. Вӗсем ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫула тухӗҫ.

Палӑртмалла: ҫӗнӗ автобуссем пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче килме тытӑннӑ. Хальхинче 27 ПАЗ тата 20 НефАЗ килнӗ. Транспорт пӗтӗмпе 499,2 миллион тенке кайса ларнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, [45], 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, ...339
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй