|
Хулара
![]() mk.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫынсене харпӑр ӳсӗм тӑвассипе консультаци паракан хӗрарӑм ултавҫӑсене 16 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. 3,5 миллион тенки - кредит илнӗскер. Ултавҫӑсем анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах улталанӑ: такамсем Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн паролӗсене пӗлнӗ имӗш, вӗсем кредит илме пултараҫҫӗ-мӗн. Хӗрарӑмпа мессенджерта ҫырӑннӑ, патшалӑх структуринчен пулнине ӗнентерме лешсем электронлӑ документсем те янӑ. Хӗрарӑм укҫана каялла тавӑрса параҫҫӗ тесе ӗненнӗ. Укҫине вӑл банкомат урлӑ куҫарнӑ. Инҫех мар ултавҫӑсем пирки асӑрхаттаракан полицейски кӳлепи тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() don24.ru сайтри сӑн Шупашкарти сусӑр хӗрарӑм прокуратура пулӑшнипе кӑна хваттерлӗ пулнӑ. Вӑл чире пула ытти ҫынпа пӗр хваттерте пурӑнаймассине тухтӑрсен комиссийӗ ҫирӗплетнӗ. Анчах Шупашкар хула администрацийӗ уйрӑм кӗтеспе тивӗҫтерме васкаман. Прокуратура сусӑр хӗрарӑма уйрӑм хваттер пама ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ. Кун хыҫҫӑн сусӑра хваттер панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() kras.mk.ru сайтри сӑн Шупашкарти 28 ҫулти тухтӑр патне хӑйӗнпе ФСБ ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ та банкри ултавҫӑ-ӗҫченсене тытмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Ҫамрӑк тухтӑр вӑл мӗн каланине туса пынӑ: кредитсем илсе укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Пӗтӗмпе - 1,5 миллион тенкӗ. Хайхискер тепӗр эрнерен кӑна укҫана никам та каялла тавӑрса памассине ӑнланнӑ. Тухтӑр полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Протопопиха ялӗнче пурӑнакансем Шупашкар юханшывне темӗнле шӑршлӑ япала юхтарнӑшӑн кӑмӑлсӑр. Сиенлӗ шӗвек юхнине ҫынсем виҫӗ эрне каялла асӑрханӑ. Ҫав шӗвек ӑҫтан килнине те палӑртнӑ: «Контур» савут тата троллейбус паркӗнчен тахҫанах усӑ курман ливневкӑпа юхать. Шӑршлӑ шӗвек «Колос» сад юлташлӑхӗнче ҫӗр айӗнчен тухать-мӗн. Ҫынсем кун пирки «Водоканала», хула администрацине 112 номер урлӑ пӗлтернӗ, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине, Роспотребнадзора хыпарланӑ - усси пулман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта ҫӗнӗ арт-объект тупӑннине асӑрханӑ-и? Вӑл экологипе ҫыхӑннӑ. «Тӗлӗнтермӗш пулӑ» арт-объект Шупашкарти кӳлмекре вырнаҫнӑ. Ӑна пластик савӑтсене пухма лартнӑ. Кайран вӗсене сортировка тӑвӗҫ те тепӗр хутчен ҫаврӑнӑша кӑларма ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() «Уҫӑ хула» порталта Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине суйлас тӗлӗшпе сасӑлав вӗҫленнӗ. Кӑҫал унта 4887 ҫын сасӑланӑ. Ята илессишӗн 9 кандидат кӗрешнӗ. Кам ытларах сасӑ пухнӑ-ха? Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн 2466 ҫын сасӑланӑ. Ҫапла вӑл кӑҫал Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑма пултарӗ. Ку ыйтӑва хула пухӑвӗн депутачӗсем пӑхса тухӗҫ. Сӑмах май, Анатолий Аксаков унччен Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Геннадий Михайлов тивӗҫлӗ канура пулин те ӗҫсӗр лармасть, вӑл гипсран тӗрлӗ япала ӑсталать. Мучие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Эльвира Авдеева пулӑшса пырать. Ватӑ ҫын гипсран илемлӗ тӗрлӗ япала ӑсталассинче чун киленӗҫне тупнӑ. «Кӳлепесене тӑвасси пуҫа ӗҫлеттерме хистет. Вӗсене епле формӑллӑ тата мӗнле тӗспе сӑрласси таранах пуҫа вататӑп», — тет иккен мучи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Шупашкар ҫемйи» фествиаль иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре 14 сехетре пуҫланӗ те 22 сехетре вӗҫленӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче тӗп сцена ӗҫленисӗр пуҫне спорт зони пулӗ, тӗрлӗ вӑйӑ вырӑнӗсем, батут парк, ӗҫлӗ вӑйӑсен лапамӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, интерактивлӑ фотозонӑсем, крафт-маркетсем пулӗҫ. Фестиваль пултарулӑх, спорт, ӑс-тӑн вӑййисем иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() chv.aif.ru сайтри сӑн Шупашкар 555 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Шупашкар пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов тата Чапаев ячӗллӗ ЧПО директорӗ Михаил Резниковпа тӗл пулса калаҫнӑ. Вӗсем хула кунӗнче фейерверксен шоуне ирттерессине сӳтсе явнӑ. Икӗ тӳре-шара темиҫе варианта пӑхса тухнӑ. Владимир Доброхотов палӑртнӑ тӑрӑх, шоу пулӗ. Вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисемшӗн парне пулӗ. Ӑна хулана юбилей ячӗпе Чапаев савучӗ парнелӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() mospravda.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын 2 миллион тенкӗ парӑма мӗнле кӗрсе кайнине ӑнланман та. Вӑл полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Йӗрке хуралҫисем мӗн пулса иртнине палӑртнӑ. Арҫын нумаях пулмасть телефон номерне улӑштарнӑ иккен, анчах мобильлӗ банкран ҫав номере илмен. Номерӗн ҫӗнӗ хуҫи вара кунпа усӑ курнӑ, онлайн майпа кредит илсе укҫине илнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫав ҫынна шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
