Ӗнер Чӑваш Енре «Победа 80» (чӑв. Ҫӗнтерӳ 80) авточупу иртнӗ. Унта хутшӑннисене салтак пӑттипе сӑйланӑ.
Авточупӑва республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Республикӑри ветерансен канашӗпе (ертӳҫи — Генрих Васильев) йӗркеленӗ. Авточупӑва республикӑн тӗрлӗ районӗнчи 80 автомобиль тата 160 ытла ветеран хутшӑнна.
Мероприятие республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Лариса Арсентьева, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов, Чӑваш Енӗн Общество палатин председателӗ Ванифатий Шайкин, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ директорӗ Светлана Милкина саламланӑ.