Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса курнӑ Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ватӑлсан та ҫавӑн пекех тӑрса юлаҫҫӗ. Вӗсем шӳтлесе кулма, хавасланса савӑнма пӗлеҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ маршӑн тарӑхса ҫӳремеҫҫӗ. Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн «кӗмӗл» волонтёрӗсем пирки те ҫавнах калама пулать. Хастар ватӑсем паян хулари 127-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансемпе тӗл пулнӑ. Центр ӗҫченӗсем ку тӗлпулу тӗллевне ачасене спортпа, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе паллаштарасси тесе палӑртнӑ-ха. Ватӑсем ҫак ӗҫе хӑйне май йӗркеленӗ. Вӗсем шӑпӑрлансемпе Сывлӑх сукмакӗ тӑрӑх утнӑ, тренажёрсем ҫинче тӗрлӗ хускану тунӑ. Унтан ачасемпе пӗрле асфальт ҫинче тӗрлӗ тӗслӗ пурӑпа ӳкернӗ. «Тӗлпулу калама ҫук хаваслӑ иртрӗ», – тесе палӑртнӑ ушкӑнри чи аслӑ кинемей, 85 ҫулти Зинаида Васенёва. Вӑл, сӑмах май каласан, ӗмӗрӗпех учитель пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта 15 ҫулти хӗрача килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна "Лиза Алерт" хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Хӗрача сывах мар, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне кӑвак кӗпе, хура футболка, сӑрӑ тӗслӗ джинс шӑлавар, ҫутӑ пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе хура сумка илнӗ. Хӗрачана курнӑ е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: : 8(800)700-54-52, 112 е 89520203557 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 12 сехет те 15 минутра Шупашкарти Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи 2-мӗш ҫурт патӗнче ача «зебра» патӗнче ҫур урлӑ каҫма тӑнӑ та машина айне лекнӗ. Ку инкек 10 ҫулти хӗрачапа пулнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫине кроссовер, «Киа» машина, пырса кӗнӗ. Ведомство аслисене ачасемпе ку ыйтупа калаҫма ҫине тӑрсах ыйтать. «Хӑвӑр та тимлӗ пулӑр!» - асӑрхаттарнӑ ШӖМ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yur-gazeta.ru сайтри сӑн Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ виҫӗ ҫыншӑн ӗҫленӗ пек укҫа илсе тӑнӑ. Ҫапла ҫулталӑк ҫурӑ пулнӑ. 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗччен вӑл делопроизводитель тата хуралҫӑ вырӑнне ача пахчинче унччен ӗҫленӗ ҫынсене вырнаҫтарнӑ. Лешсем вара ӗҫлемен. Заведующи табеле ӗҫ кунӗсене ҫырса пынӑ. Ҫав икӗ ҫыннӑн пенси стажӗ пынӑ, вӗсемшӗн паракан укҫапа вара заведующи хӑй усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Атӑлта ҫамрӑк ГЭС ҫывӑхӗнче карапсем ҫӳремелли вырӑна ишсе ҫитнӗ. Анчах хайхискер каяла ишеймен – унӑн вӑйӗ пӗтнӗ. Кун пирки ҫынсем ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем ун патне часах ҫитнӗ, кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланнӑ ҫамрӑкпа тӗплӗ калаҫу ирттернӗ, хӑрушлӑх пирки ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() big-rostov.ru сайтри сӑн Шупашкар хӗрарӑмӗ пухнӑ укҫине ултавҫӑсене тыттарса янӑ. Вӑл полицие пырса кун пирки пӗлтернӗ. Ун патне ирхине палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл йӗрке хуралҫи-мӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм экстремистла организацие укҫа куҫарнӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна ултавҫӑсем хӑтланнӑ-имӗш. Вӗсен хура ӗҫне чарса лартма хайхи «йӗрке хуралҫи» укҫа-тенке хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Хӗрарӑм 1 миллион та 667 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи 176-мӗш ача пахчи умӗнчи тротуар ҫине ҫынсем хӑйсен машинисене лартма тытӑнса кайнӑ. «Шупашкарти 176-мӗш ача пахчи умӗнчи тротуар ҫинче парковка туса хучӗҫ. Кӳмепе унтан иртсе кайма май ҫук, айккинчен пӑрӑнса ҫӳреме тивет, питӗ мелсӗр. Машинӑсене лартма юрамасть текен паллӑ вырнаҫтарма май ҫук-шим унта?» — тесе ҫырнӑ Телеграми каналсенчен пӗринче. Ку хыпара вуланисенчен хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун пек хыпара Телеграмра ҫырса лармалла мар, Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцине систермелле, ун пек тусан транспорт хуҫисене явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пурӑнакансем пусма картлашкине такам вӑрлать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки вӗсем Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта хыпарланӑ. Хулан Восточнӑй поселокӗнче ҫул айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна тимӗр картлашкасенчен йӗркеленӗ. Хитре, пысӑк картлашкасенчен. Анчах пусма картлашкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалма тытӑннӑ. Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, пусма картлашкине малтан такамсем хускатаҫҫӗ, унтан пӗр виҫӗ кун иртсен ҫав тимӗр таҫта кайса ҫухалать. «Те тимӗр-тӑмӑра ӑсатаҫҫӗ, те такам хӑйӗн дачине йӑтса каять», — пуҫ ватаҫҫӗ хула ҫыннисем. Тимӗр картлашка ҫук вырӑнпа анса ҫӳреме йывӑр, йӗпе-сапара ҫав вырӑн нӳрелсе каять те урана шуҫтарать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Чонгар Михайлович Шлепнев ячӗллӗ сквер тӑвасшӑн. «Энергозапчасть» чарӑну патӗнче сквер пур. Шӑпах ӑна унӑн ятне парасшӑн. Шлепнев «Энергозапчасть» савут пуҫлӑхӗ пулнӑ. Чонгар Михайлович 2019 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул чирленӗ. Ҫӗре кӗнӗ чухне 86 ҫулта пулнӑ. Палӑртмалла: Чонгар Михайлович Мускавра 1932 ҫулта суралнӑ. «Энергозапчасть» савута 1987 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ. 2014 ҫулта тӗп директор тивӗҫне ывӑлӗ Юрий йышӑннӑ. Чонгар Михайлович директор пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ирхине Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 34-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта пӗрремӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫав вӑхӑтра 19-ти каччӑ 8 ҫулти тата 13-ри йӑмӑкӗсемпе килте пулнӑ. Ирхи 7 сехет ҫурӑра асли тӗтӗм шӑршипе вӑраннӑ. Вӑл йӑмӑкӗсене вӑратса урама тухнӑ. Иртен-ҫӳрен ҫулӑм тухнине курса пушарнӑйсене чӗннӗ. Хваттерте тӗпел ҫуннӑ. Кӳршӗре пурӑнакан хӗрарӑмпа ачана ҫӑлавҫӑсем урама тухма пулӑшнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электропралука пула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |