Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах ку. 4 ҫулти арҫын ача пысӑк чупа-чупс ҫӑтса ярсан амӑшӗ хӑраса ӳкнипе ҫывӑхри пульницӑна чупса кӗнӗ.

Ку Шупашкарти Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин поликлиникинчен инҫех мар пулса иртнӗ. Арҫын ача пысӑк чупа-чупс ӗмсе пынӑ. Ӑнсӑртаран вӑл ӑна ҫӑтса янӑ, патакки аллинчех юлнӑ. Амӑшӗн хӑранипе сехри хӑпнӑ.

Поликлиникӑри тухтӑрсем амӑшне те, ывӑлне те лӑплантарнӑ, кайран хирургпа канашланӑ хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унти тухтӑрсем ачан сывлӑхне тӗрӗсленӗ, йӗркеллех тесе киле янӑ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан Оксана Кузнецова — нумай ачаллӑ амӑшӗ, унӑн виҫӗ ача. Вӑл нумай вӑхӑт «Тӗлӗнтермӗшсен уйӗ» кӑларӑма лекме ӗмӗтленнӗ. Ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ! Кӗҫех ӑна Леонид Якубович студие чӗннӗ. Оксана каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫакӑ чӑн пулнине юлашки самантчен ӗненмен.

Вӑйӑра ӑна ӑннӑ: Оксана виҫҫӗмӗш турта вылянӑ. Вӗсене ҫапларах ыйту лекнӗ: малтан сунарҫӑсем кашкӑр амине ҫурисемпе мӗнле чӗннӗ? Пирӗн ентеш тупсӑмне пӗлнӗ, «гнездарка» сӑмаха каланӑ.

Леонид Якубович патне вӑл пушӑ алӑпа килмен — чӑваш дизайнерӗн футболкине парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл студирен хӑйӗн ачисене салам янӑ.

Финалта тепӗр ҫынна ӑннӑ. Анчах Оксана ҫавах кӑмӑллӑ юлнӑ: вӑл килне ҫутӑ кӑмӑлпа таврӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31594
 

Хулара
mskgrp.ru сайтри сӑн
mskgrp.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӑшӑ пама палӑртнӑ. Кун пирки хула пуҫлӑхӗ Александр Андреев пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, малтан ача пахчисене, шкулсене, пульницӑсене ӑшӑ парӗҫ. Унтан вара ҫуртсене тата предприятисене ӑшӑ ҫитӗ.

Аса илтерер: нумай хваттерлӗ ҫуртсене пилӗк кунра вӑтам сывлӑш температури 8 градус ӑшӑран сахалрах пулсан ӑшӑ параҫҫӗ. Ытти ҫурта харпӑрҫӑсен ирӗкӗпе е хула администрацийӗ палӑртнӑ срокра ӑшӑ ҫитӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче хутса ӑшӑтмалли сезон авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫакна та каласа хӑварар: ҫитес кунсенче республикӑра ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтернӗччӗ.

 

Хулара
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче 77 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

Елена Сергеевна Петрова авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та каялла таврӑнман. Вӑл ӑҫталла ҫул тытнине тӑванӗсем пӗлмеҫҫӗ. Хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ тӗслӗ, куҫӗсем хӑмӑр. Ҫав кун вӑл хӑмӑр плащ, хура пушмак, ҫутӑ кӑвак тӗслӗ беретка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак хӗрарӑма курнӑ е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89530166192 – Екатерина (Астра) е 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре шӑнкӑрав тӳлевсӗр).

 

Хулара

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлакан службине хыпар ҫитнӗ: Шупашкар хулинчи Богдан Хмельницкий урамӗнчи 119-мӗш «а» ҫурт патӗнче арҫын ача трансформатор будки ҫине хӑпарса кайнӑ та анаймасть.

Служба пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ача будка ҫине мечӗк илме хӑпарнӑ, анчах каялла хӑй тӗллӗн анма пултарайман. Лару-тӑру питӗ хӑрушӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен юнашар ҫӳллӗ напряжениллӗ объектсем вырнаҫнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем тӳрех вырӑна ҫитнӗ те ачана ҫӳллӗшрен асӑрханса антарнӑ. Телее, арҫын ача суранланман.

 

Хулара
profile.ru сайтри сӑн
profile.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ каллех ултавҫӑсен аллине лекнӗ.

Вӑл пӗр сайтра театра каймалли икӗ билет туянма тӑнӑ. Кашнийӗ 5-шер пин тенкӗ тӑнӑ. Вӑл укҫа куҫарнӑ, анчах билетсӑрах юлнӑ. Пулӑшу службине шӑнкӑравласан ӑна саккаса тӗрӗс мар тунине пӗлтернӗ. Укҫана тавӑрма ӑна каллех укҫа куҫарма хушнӑ – хальхинче икӗ хут ытларах.

Каччӑ куҫарнӑ. Анчах чат-ботра каллех йӑнӑш пирки пӗлтернӗ, тепре укҫа куҫарма ыйтнӑ. Счечӗ ҫинчен 80 пин тенке яхӑн ҫухалсан тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн полицие кайма тивнӗ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Куртка вырӑнне 2 пачка спагетти илнӗ. Кун пекки те пулать пурнӑҫра – ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вӗренекен 20 ҫулти студента шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ.

Вӑл тӗнче тетелӗнче, тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче, 6,5 пин тенкӗпе сутӑнакан куртка тупнӑ та ӑна илес тесе сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна тавара сервис тулашӗнчи мелпе ярса пама шантарнӑ. Студент ӑна куншӑн укҫа куҫраса панӑ. Анчах тавар килсен уҫса пӑхнӑ та – унта 2 пачка спагетти выртнӑ.

Полицейскисем ултавҫа тупса палӑртнӑ: вӑл – Краснодар крайӗнчи 17 ҫулти каччӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл унччен те кун пек преступленисем тунӑ. Хальхинче те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара

Кӑҫал та йӑлана кӗнӗ тӑрӑх вун-вун байкер астӑвӑм чупӑвне ирттерме пухӑннӑ. Ҫакна вӗсем мотоциклпа ҫула тухса киле таврӑнайман байкерсене халалласа ирттереҫҫӗ.

Вӗсем Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗ умӗнче старт илнӗ. Унта мотоциклпа ҫапӑнса вилнӗ байкерсен сӑнӳкерчӗкӗсенчен стенд хатӗрленӗ. Стент ҫинче – 18 сӑнӳкерчӗк. Вӗсем ун умне чечексем хунӑ, леш тӗнчене кайнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ.

Ҫак ҫынсем мотоциклпа ярӑнма питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах, шел те, ҫул ҫинче инкек пулни те – сайра мар. Байкерсем ҫак чупӑва йӗркелесе ыттисене ҫын пурнӑҫӗ кирек хӑш вӑхӑтра та татӑлма пултарнине аса илтереҫҫӗ.

 

Хулара

55 ҫулти хӗрарӑм полици ӗҫченӗсем патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн кӳрши пысӑк укҫана тавӑрмасть иккен.

Ӑна хайхи 45 ҫулти кӳрши 1,3 млн тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Вӑл ултавҫӑсен витӗмӗнче пулнӑ-мӗн. Вӑл вӗсен серепине утӑ уйӑхӗнчех лекнӗ. Мессенджерта вӑл пысӑк тупӑш сӗнекен пӗлтерӳ курнӑ. Ӑна-кӑна пӗлмесӗр хӗрарӑм телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ, хӑйӗн укҫине хывнӑ тата кредитсем илнӗ. Вӑл 55 ҫулти кӳршин телефонӗ урлӑ заёмсем те илнӗ.

Счет ҫинчен пысӑк суммӑна кӑларма тӑрсан аферистсем тепӗр счет уҫма ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле хӗрарӑм вӗсене 3 млн ытла тенкӗ куҫарса панӑ.

Полици ӗҫченӗсемпе темиҫе сехет калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл ултавӑҫен серепине лекнине ӑнланнӑ.

 

Хулара

Каччӑпа хӗр ӑҫта романтика апатланӑвӗ йӗркеленине тем тусан та ӑнкараймастӑр пулӗ. Машина фургонӗнче!

Вӗсем аптланнӑ вӑхӑтра машина Шупашкар хули тӑрӑх пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Ҫак видео халӑх тетелӗнче питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ, йӗрке хуралҫисем патне те часах ҫитнӗ.

Полицейскисем тӳрех ролик авторне тата тӗп роле вылякансене шырама тытӑннӑ. Вӗсене хӑвӑртах тупнӑ та вӗсем тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

ҪҪХПИ инспекторӗсем блогера полици уйрӑмне чӗнсе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. Блогер кун хыҫҫӑн айӑпне йышӑнса каҫару ыйтнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...353
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 21

1960
66
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть