Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче Ленин комсомолӗн урамӗнче хӗрарӑмпа хӗрача ҫине кранпа пырса кӗнӗ водителе суд тунӑ. Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫынна ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн суд тунӑ.
Аса илтерер: инкек кӑҫал авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 10:12 сехетре «ВТИ Сервис» чарӑну патӗнче пулнӑ. Кран рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын «зебра» патӗнче хӑвӑртлӑха чакарман – ҫул урлӑ каҫакан 40-ри хӗрарӑма тата 10 султи хӗрачана таптаса кайнӑ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Хӗрача тӗлӗнмелле майпа суранланман.
Водитель айӑпне йышӑннӑ, вилнӗ хӗрарӑмӑн тӑванӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа тӳленӗ. Суд ӑна тӗрмене хупамсӑр 2 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн машина рулӗ умне 3 ҫул ларма юрамасть.
Судра патшалӑх айӑплавҫи водителе тӗрмене хупма ыйтнӑ. Халӗ прокуратурӑра приговора ҫӗнӗрен пӑхса тухма ыйтасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Приговор ытла ҫемҫе-мӗн.
