Пӑтӑрмахсем
![]() tvernews.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Муркаш районӗнче арҫынна ҫапса кайнӑ. Лешӗ васкавлӑ медпулӑшу машини ҫинче вилнӗ. Хӗрарӑм ӗнер 17 сехет те 20 минутра "Автанкасси - Муркаш - Козьмодемьянск" ҫулпа пынӑ чухне Патаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче 47 ҫулти арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫул ҫинче выртнӑ. Палӑртмалла: хӗрарӑм правана пӗлтӗр кӑна илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн административлӑ майпа 27 хутчен явап тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ГИБДД сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Ромашка» лавкка патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗнче троллейбуспа маршрутка ҫапӑннӑ. Инкек 14 сехет иртсен пулса иртнӗ. 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус дистанцие пӑхӑнман пирки малта пыракан 44-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ. Троллейбуса 34 ҫулти арҫын тытса пынӑ. Инкек вӑхӑтӗнче троллейбус салонӗнче 15 пассажир пулнӑ, маршруткӑра — ҫиччӗн. Маршруткӑра ларса пынӑ 38 ҫулти хӗрарӑма тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Анчах пульницӑра выртмаллах аманман вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси ялӗнче агрофирмӑра гараж боксӗ ҫунма тытӑннӑ. Унта МТЗ-1025 трактор, ял хуҫалӑх техникин саппасӗсем ларнӑ. Пушарта вӗсем сиенленнӗ. Ҫулӑма часах, 1 сехетрен, сӳнтернӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ӑна кӳршӗ склад ҫине куҫма паман. Унта вара 300 тонна тырӑ упранать. Патӑрьел районӗнче Сител ялӗнче экскаватор-пугрузчик ҫуннӑ. Ҫулӑм мотор отсекне, машина кабинине сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ukhtagrad.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче пӗр хӗрарӑм суд ларӑвӗ вӑхӑтӗнче усал сӑмахпа перкелешме тапранса кайнӑ. 42 ҫулти хӗрарӑма кӗҫӗн суд приставӗ асӑрхаттарнӑ-ха, анчах кӑмӑлсӑр хӗрарӑм хӑйӗн тарӑхӑвне шӑнӑҫтарайман, ҫавна вӑл усал сӑмахпа палӑртнӑ. Каланине итлемен ҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Хӗрарӑма е штрафлама, е 15 талӑк таран хупса хума пултараҫҫӗ. Сӑмах май каласан, влаҫ ҫыннине кӳрентерсен е ӑна хирӗҫ тӑрсан пуҫиле майпа та явап тыттарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ҫӗрле Шупашкарта Кривов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра икӗ ача газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсем – 8 ҫулта тата 14-ра. Горгаз малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонкин сӗрӗме туртмалли хатӗрӗ йӗркеллӗ ӗҫлемен. Шел те, арҫын ачана ҫӑлма май килмен. Унӑн аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта ҫынсем газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ виҫҫӗмӗш тӗслӗх ку. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчи пӗр каҫхине Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын автостоянкӑра ларакан фура водителӗпе эрех ӗҫнӗ. Икӗ арҫын пӗрне-пӗри ҫывӑх пӗлмен-палламан пулин те сӑра сакки вӗсене ҫывӑхлатнӑ. «Скания» фура водителӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫывӑрса кайнӑ. Унӑн ҫӗнӗ тусӗ вара салонти «ТТ-Т» пистолета вӑрланӑ. Пистолетра 10х28 калибрлӑ пилӗк патрон пулнӑ. Вӑрра часах тупса палӑртнӑ. Тӑкака 8 пин те 550 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Куславкка районӗнчи суд вӑрра РФ Пуҫиле кодексӗн 226-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 50 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ирхине Ҫӗрпӳ районӗнчи Пайтуш ялӗнче пушар пулнӑ. Хуҫасӑр кирпӗч ҫуртра ҫулӑм алхаснӑ. Ҫакна ирхи 6 сехетре асӑрханӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен икӗ ҫын виллине тупнӑ. 1965 тата 1964 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 15 сехет ҫурӑра А-151 автоҫулӑн 76-мӗш ҫухрӑмӗнче 2 машина ҫапӑннӑ. Аварире 1 ҫын вилнӗ, иккӗн аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Форд Транзит" водителӗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та УАЗпа ҫапӑннӑ. Шел те, УАЗ водителӗ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Микравтобус водителӗ тата пассажирӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 12 сехет те 10 минутра Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи 73-мӗш ҫурт патӗнче машина ачана таптаса кайнӑ. 7 ҫулти хӗрача светофор ҫук вырӑнта, «зебра» патӗнче, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. «Тойотӑпа» пынӑ 62 ҫулти водитель ун ҫине пырса кӗнӗ. Юрать-ха, ача суранланнӑ кӑна. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачана асӑрхаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем аманнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 48 ҫулти «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «универсалпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» водителӗ, унӑн пассажирӗ тата «универсал» пассажирӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.09.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |