Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 15 сехет те 25 минутра Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Ыхракасси ялӗ ҫывӑхӗнче «Ниссан Альмера» тата «Киа Оптима» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ, 23-ри арҫын, руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта тепӗр иномаркӑпа ҫапӑннӑ.
«Киа» машинӑра пулнӑ 17 ҫулти хӗр аманнӑ. Ӑна медпулӑшу парсан киле янӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.