Шупашкарти крематори валли Шупашкар районӗ ҫӗр уйӑрма килӗшнӗ. Ун валли 4,34 гектар уйӑрма йышӑннӑ.
Шупашкарта хальхи вӑхӑтри крематори тума палӑртаҫҫӗ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ. Маларах ку ыйту уҫӑмлӑ татӑлнине каламанччӗ пулсан, крематори тӑвас ыйту ҫуркунне татӑлнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурт кирлине хула влаҫӗсем леш тӗнчене кайнисене пытарма Шупашкарта вырӑн сахалланса пынипе тата ҫӗр лаптӑкӗсем хаклипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Крематори тӑвассине ҫынсем епле йышӑннипе те кӑсӑкланнӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 80 проценчӗ ку шухӑша ырлать иккен. Халӗ вара хула влаҫӗсен крематори тума "кӗмӗл" хывма килӗшекен укҫаллӑ ҫын тупасси пирки пуҫ ватма тивӗ.
Ҫынсене сӑнатӑн та, этем тени мӗн чухлӗ пуянрах, ҫавӑн чухлӗ перекетлӗрех. Ара, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухмасӑр мул пухӑнмасть пуль ҫав.
Акӑ, республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви те кашни пуса шутлама пӗлет. Вӑл шутран кӑларнӑ пурлӑха та сутса «кӗмӗл» тӑвать.
Республика харпӑрлӑхӗнчи кивелнӗ пурлӑха шутран кӑларас тата сутас йӗркене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн 2011 ҫулхи ятарлӑ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетсе хӑварнӑ.
Шутран кӑларнӑ пурлӑха сутнипе ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне республика хыснине 810 пин тенкӗ ытларах укҫа кӗнӗ.
Республикӑн харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха тара панипе Чӑваш Ен хыснине 110 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ. Ку вӑл — ҫурлан 12-мӗшӗ тӗлне илсен.
Пурлӑх министерстви ку цифрӑна пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртипе те танлаштарса пӑхнӑ. Сӑмах май, ытларах кӗнӗ иккен. Ӳсӗм — 18,3 процент. Маларах асӑннӑ 111 миллион тенкӗрен 43,4 миллионӗ патшалӑх пурлӑхне тара панипе килнӗ тупра, 67,6 миллионӗ — республика харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрсене тара панипе.
Раҫҫей Федерацийӗн Бюджет кодексӗн 57-мӗш статйинче патшалӑх харпӑрлӑхне палӑртман ҫӗрсене тара панинчен 20 проценчӗ регионсен хыснине юлма ирӗк парать-мӗн. Ҫавӑн йышшисене пула республика хыснине тепӗр 50 миллион тенкӗ кӗнӗ. Асӑннӑ категорие кӗрекен ҫӗрсенчен 78,7 проценчӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ.
Ҫапла палӑртнӑ Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Валерий Котеев. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл Шупашкарти «Салют» культура ҫурчӗ умӗнчи ҫӗре ултӑ усламҫӑна тара панине асӑнса хӑварнӑ. Хайхисенчен пиллӗкӗшӗ лавкка уҫма палӑртнӑ иккен, тепри — карас ҫыхӑнӑвӗн салонне.
Ҫӗре тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве вӑхӑтра е пурте курма пултаракан хаҫатра пичетлеменнине кура ытти усламҫӑ асӑрхамасӑрах юлнӑ-мӗн. Конкуренци пирки калакан саккуна пӑснӑ тесе монополипе кӗрешекенсем судах ҫитнӗ. Кунпа тӳре килӗшнӗ иккен. Монополипе кӗрешекенсем тара пани пирки калакан хутсене пӑрахӑҫлаттарма та суда тавӑҫ ҫырса панӑ.
Ҫӗрпе епле усӑ курнине тӗрӗсленине эсир пӗлетӗр пуль-ха. Инспекторсем ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлисене кӑна мар, уйрӑм ҫынсен харпӑрлӑхӗнчисене те хаклаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта тата пӗлтӗр тӗрӗсленине шута илсен мухтанмаллиех ҫук. Уйрӑм хушма хуҫалӑха аталантарма, уйрӑм ҫурт-йӗр тума тесе илнӗ ҫӗрсене хакланӑ та вӗсене тӗллевлӗ усӑ курманни сисӗннӗ. Пӳрт лартма тесе илнисенчен хӑшӗсем ҫинче пӗр хуралтӑ та хӑпартман иккен. Унтан та ытларах — ӗҫе пуҫӑнас тӗлли-палли те ҫук иккен: никӗсне те яман, стройматериал та кӳрсе килмен. Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе илнӗ ҫӗрсем те хӑшӗсем хыт хура айне пулнӑ-мӗн. Чи кӑсӑкли кунта — пӗрне хурласа теприне мухтаймасси. Кӑлтӑксем кашни районтах тупӑнаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗре тӗллевлӗ усӑ курманни саккуна пӑсни пулнине кура вӗсен хуҫисене явап тыттарма — штрафлама — йышӑннӑ. Тӗрӗслеве малашне те ирттересси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене пӳрт лартма, хушма хуҫалӑха аталантарма е дача валли усӑ курма ҫӗр панине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Чӑваш Енре паян ҫак ӗҫ малалла пырать.
Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне ҫӗр лаптӑкӗ илес текен 3 370 ҫемье черете тӑнӑ. Ун пеккисем пысӑк хуласенче уйрӑмах йышлӑ. Сӑмахран, Шупашкарта 1 209 ҫын черете тӑнӑ. Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне илсен, ҫӗрлӗ пулас текенсенчен 1 284-шӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсенче ҫӗр илме ирӗк тата кӑмӑл пур ҫемьесене кашнинех валеҫсе тухнӑ. Ыйтӑва Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне район территорийӗсенче те татса пыраҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар тата Канаш хулисенче ку енпе йывӑртарах. Кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗп йывӑрлӑх — ҫӗр ҫитменнинче.
Камӑн мӗн шухӑш теҫҫӗ те, ҫаплах ӗнтӗ — кашни ҫыннӑн хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗ. Чун ыратнипе тепӗр чух ҫынсем таҫта та ҫитеҫҫӗ. Ҫапла тунӑ та республикӑн тӗп хулинчи Ислюков скверӗ ҫумӗнчи ҫуртсенче пурӑнакансем. Ҫак эрнере вӗсем федерацин Чӑваш Республикинчи инспекторӗ Геннадий Федоров патне йышӑнӑва кайнӑ. Унта вӗсем маларах асӑннӑ скверпа юнашар теннис корчӗ тума пуҫлас хыпара пӑшӑрханса йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен шучӗпе унти ҫӗре урӑх тӗллевпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Унта та кунта суту-илӳ тата кану ҫурчӗсем уҫнӑран шикленнипе те иккӗленсе кайнӑ-тӑр-ха вӗсем. Ҫитменнине тата унта хӑпартма палӑртакан ҫурта офис валли арендӑна парасси пирки сӑмах-юмах тухнӑ имӗш. Кунсӑр пуҫне тата асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ май ҫӗр ишӗлсе пырсан корт шыва каймӗ-и тесе те шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Геннадий Федоров вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, ҫынсем калакан лаптӑк ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ-мӗн. Влаҫӑн ҫынсен шухӑшне тӗпе хумаллине палӑртӑн май федерацин Чӑваш Енти тӗп инспекторӗ ҫӗрпе епле усӑ курсан аванраххине хаклама яваплӑ структурӑсене хушнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Анисимов вара асӑннӑ лаптӑкра тӑватӑ теннис корчӗ тата сахал хутлӑ администраци ҫурчӗ тума палӑртни, анчах унти пӳлӗмсене никама та тара памасси пирки каланӑ.
Элӗк район администрацийӗ халӑх тӳре-шара, тепӗр майлӑ каласан, хӑйсем патне, епле ыйтупа ытларах пынине тишкернӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта унти администрацине уйрӑм ҫынсенчен 181 ҫыру ҫитнӗ. Вӗсен шутне сӑмахпа пулӑшу ыйтнӑ 17 тӗслӗхе те кӗртнӗ. Йышпа пухӑнса шӑрҫалакансем те пулнӑ. Ун пекки — 1 тӗслӗх. Цифрӑсене пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчипе танлаштарнӑ та вӗсен шучӗ 1,16 хут ӳснине асӑрханӑ.
Теприсем республика шайӗнчи пуҫлӑхсенчен пулӑшу ыйтнӑ иккен. Асӑннӑ 181 тӗслӗхрен 9-шне Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнчен ярса панӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ патне ҫул такӑрлатакан та пулнӑ: Руслан Тихоновӑн йышӑну пӳлӗмӗнчен района 1 ыйту ярса панӑ. Пӗр ҫын «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин общество йышӑнӑвӗн пӳлӗмне ӳркенмесӗрех ҫитсе килнӗ. Ыйтӑва вырӑнта татмаллине кура ҫыру район администрацине ҫитсе выртнӑ. Тата хастартараххисем, пурӗ 3 ҫын, РФ Президенчӗн Администрацийӗн ҫынсен тата организацисен ҫырӑвӗсемпе ӗҫлекен Управленинех ҫыру ҫитернӗ.
Ҫырусен тӗп пайӗ — 151 тӗслӗх — ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Тӳре-шараран пулӑшу ыйтас хастарлӑхпа вара Элӗк, Крымсарайкӑ, Ехремкасси ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем палӑрнӑ.
Ҫурҫӗр ҫурчӑмӑрӗнче (эпир пурӑннӑ ҫӗрте) ҫуллахи хӗвел тӑнни паянхи куна, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче лекет. Ҫуллахи хӗвел тӑни вӑл — чи вӑрӑм кунпа чи кӗске каҫа сӑнӑма пултарнӑ вӑхӑт. 2013 ҫулта астрономи ҫуллахи кунӗ 9:04 сехетре килнӗ. Паян хӗвел ҫӗр хӗрри ҫийӗн 16-18 сехет тӑма пултарӗ. Кун тӑршшӗ — 17 сехет те 37 минут пырӗ, каҫ вара — 6 сехет 23 минут.
Чӑваш Ен Гидрометеоцентрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ лару-тӑру хӗвел хӑйӗн хӑвӑртлӑхне чакарнипе ҫыхӑннӑ. Ҫуллахи хӗвел тӑнӑ хыҫҫӑн малала кунсем кӗскелме пуҫлаҫҫӗ, каҫ вара вӑрӑмланать. Ытларах ҫакӑн хыҫҫӑн шӑрӑх вӑхӑт пуҫланать.
Саккун пуриншӗн те пӗр иккенне ҫӗре ултавлӑ меслетпе туянакансенчен пӗри ӑнланса илни пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтерет.
Ӗҫӗ еплерех ҫаврӑнса пынине ведомство кӗскен хыпарланинчен ӑнланса илме йывӑр. Ҫапах та хӑш-пӗр фактсене уҫӑмлатнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар район администрацийӗ Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗре усӑ курмалли тӗсе урӑх майлӑ ылмаштарнӑ-мӗн. Ҫӗре урӑх йышши категорие куҫармасӑрах ҫапла туни тӗрӗс марри пирки тавлашу ЧР Арбитраж суднех ҫитернӗ. Унти тӳресем ҫӗре малтан урӑх категорие ылмаштармалли пирки палӑртнӑ май, ҫӳлерех каланӑ пек ирӗк пани саккуна пӑсни пулать тесе йышӑннӑ. Капла йышӑнупа килӗшмесӗр ҫӗр хуҫи (вӑл хӑй туяннӑ ҫӗрсене урӑх йышши категорие тавӑрасшӑн ҫунни пирки тавҫӑрасси ҫеҫ юлать). Арбитражӑн пӗрремӗш аппеляци суднех ҫитнӗ. Анчах Мускав сучӗ Шупашкара район сучӗ хӑй маларах кӑларнӑ йышӑнӑва пӑрахӑҫламалли тӗрӗс тесе шухӑшланине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |