Малашне пирӗн сайтра пӗлтерӳсем вырнаҫтарма май пур. Ҫӗнӗлӗхе сайта кӗртнӗ май эпир «Паллашу» уйрӑмне те ылмаштартӑмӑр — ку пай малашне пӗлтерӳсен пер пайӗ пулӗ.
Пӗлтерӳсене хуть те кам вырнаҫтарма пултарӗ. Тӳлевсӗр вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳ 30 кун ҫакӑнса тӑрӗ. Ҫавӑн пекех укҫа тӳлесе пӗлтерӳсене ыттисенчен уйӑрма май пур: хӑпартма, шрифтне пысӑклатма, тӗспе уйӑрма, сӑн вырнаҫтарма. Унсӑрӑн пуҫне эпир «Домашняя газета» хаҫатпа та килӗшӳ туса, сӑмахран 100 тенкӗ тӳленӗ хыҫҫӑн сирӗн пӗлтерӳ унта та пӗр кӑларӑм тухӗ. Пур реклама сӗневӗсемпе тӗплӗн кунта пуллашма пулать
Пӗлтерӳсене 8 пая пайланӑ: Сутатӑп, Туянатӑп, Ылмаштаратӑп, Тара паратӑп, Тара илетӗп, Пулӑшу, Паллашу, Ӗҫ. Ҫавӑн пекех пӗлтерӳ панӑ чухне района та палӑртма май пур. Телефон номерӗсене курма карас телефонӗ сӑнӗ ҫине пусмалла, ахальлӗн вӗсем курӑнмаҫҫӗ. Пӗлтерӳпе миҫе хут кӑсӑкланнине ҫак ӳкерчӗк ҫине пусни тӑрӑх шутлатпӑр (ыйтсан пӗлтеретпӗр).
Пӗлтерӳсен пайӗ сире самай пулӑшу кӳрессе шанса тӑратпӑр. Ун урлӑ эсир хӑвӑр тавара сутма, кирлине туянма, пулӑшу тупма пултарасса шанатпӑр.
Банксем, кредит организацийӗсем, страхлакан компанисем, нотариуссем малашне ҫынсене сахалтарах чуптарма тытӑнӗҫ. Унччен пӗр-пӗр сделка тӑвас пулсан ҫавсем Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрӗнчен тата Куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрӗнчен сведени илме ҫынсене хӑйсене янӑ. Ун пек хута Росреестр управленийӗсем виҫӗ кунта хатӗрленӗ. Малашне ҫынсен асӑннӑ хут патне хӑйсен кайма тивмӗ.
Росреестрӑн кадастр палатин республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнчен ҫӗршыври хӑш-пӗр саккунсене улшӑнусем кӗртнӗ. Унта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ хутсене банксем, кредит организацийӗсем, страхлакан компанисем, нотариуссем хӑйсем ыйтса илме тивӗҫ. «Ипотекӑпа хваттер туянма шӑхӑшлакан ҫыннӑн, тӗслӗхрен, кадастр паспортне илме хӑтланса ҫӳремелле мар», — ӑнлантараҫҫӗ Росреестр управленийӗнче.
Чӑваш халӑх сайтӗнчи шырав тинех кирлӗ пек ӗҫлеме пуҫларӗ. Пирӗн портала уҫнӑранпа 10 ҫул иртрӗ пулин те ҫак функционал хальхи вӑхӑтччен чипер ӗҫлеместчӗ. Хыпарсенче пушшех те шырама май ҫукччӗ, энциклопеди пайӗнче вара шырасан тупса панӑ материалпа усӑ курма йывӑрччӗ.
Халь шырав пайӗпе усӑ курассине ҫӑмӑллатрӑмӑр. Хыпарсен пайӗнче шыранӑ чухне — вӑл анлӑшра тупӗ, энциклопедиллинче пулсан — информациллӗ пайра. Шыранӑ чухне те тӗрлӗ пайсем тӑрӑх куҫассине ҫӑмӑллатрӑмӑр. Мӗнле шырамаллине вара шырав страницинче уҫӑмлатса панӑ: эсир кирлӗ сӑмахсене палӑртма, кирлӗ маррисене сирме, уйрӑмах кирлисене ушкӑнлама пултаратӑр.
Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ дизайна эпир кӑҫал тума тытӑнса. Ун концепцийӗ тӑрӑх шырав йӗрки сайтӑн чи ҫӳллӗ пайӗнче вырнаҫнӑ, страницӑна антарсан та вӑл ҫухалмасть. Унсӑрӑн пуҫне шырав пайне йӗркене туса ҫитересси пирки эпир сайтӑн 10 ҫулне халалланӑ статьясенче те палӑртнӑччӗ.
Ҫуллахи каникул вӗҫленсе пырать. Ачасем шкула кайма хатӗрленеҫҫӗ, сумкӑсене кӗнеке-тетрадь, ручка чикеҫҫӗ. Кӑҫал ачасене шкулта мӗнле улшӑнусем кӗтеҫҫӗ?
Ҫак кунсенче РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин Хушӑвӗ вӑя кӗнӗ. Вӑл шкул ачисене, киле панӑ ӗҫсене пырса тивет. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ачасене килти ӗҫ калӑпӑшне хӑш класра вӗреннине кура памалла.
Хушу акӑ мӗн пирки пӗлтерет: кӗҫӗн класра вӗренекен ачасене килте кунне 1,5 сехетрен ытла мар вӗренме сӗннӗ. Выпускниксен вара киле панӑ ӗҫе 3,5 сехет тумалла. Пӗрремӗш класра ӑс пухакансен тӗлӗшпе уйрӑммӑн палӑртнӑ. Вӗсене пачах киле ӗҫ памӗҫ. Уроксенче вара паллӑсем лартмӗҫ.
Тӗплӗнрен имлсе кӑтартсан, 2–3-мӗш классен килте 1,5 сехет вӗренмелле. 4–5-мӗш классен вара — 2 сехет. 6–8-мӗш класра ӑс пухакансен киле панӑ ӗҫе 2,5 сехет тумалла. 9–11-мӗш классен вара — 3,5 сехет таран.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен cap.ru порталӗн тӗп страницине ҫӗнетнӗ. Хальлӗхе унӑн бета-версийӗ ӗҫлет. Бета-версин хӑш-пӗр каҫҫи унчченхи сайта ӑсатать пулин те ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур уйрӑма ҫӗнетме шантараҫҫӗ. Малтанласа икӗ версийӗ те ӗҫлӗ.
Тӗп страницӑна ҫӗнетекенсем сайта илемлӗ тӑвассипе пӗрлех унпа усӑ куракансене меллӗ пултӑр тесе тӑрӑшнине пӗлтереҫҫӗ. Улшӑну порталӑн тулашне кӑна пырса тивмен, унӑн тытӑмне те расналатнӑ. Тӗп ҫӗнӗлӗх шутне, сӑмахран, хыпарсене уйрӑм темӑпа палӑртнине каламалла. Журналистсем валли ятарлӑ пресс-центр пӑхса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне порталта «Пулӑшу» уйрӑм вырнаҫтарнӑ. Вӑл патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне тӗнче тетелӗ урлӑ илме меллӗ. Унчченхи версинче чӑваш чӗлхелли те пурччӗ пулсан ҫӗннинче вара вӑл хальлӗхе курӑнмасть.
Портал влаҫ органӗсен, муниципалитетсен, федераци влаҫӗн территорири органӗсен 850 ытла сайтне пӗрлештерсе тӑрать.
Ӗнертен пирӗн ҫӗршывра Страховани исторйиӗсен бюровӗ ӗҫлесе кайнӑ. Унта ОСАГО тата каско килӗшӳ тунӑ урапа хуҫисем пирки хыпар пырса тӑрӗ.
Унти кӑтартнипе страхлакан компанисем те, водительсем те паллашайӗҫ. Компанисем ҫӗнӗлӗх пулӑшнипе машина хуҫисем вӑл е ку водительтен страхлакан тӗслӗх час-час пулассипе пулмассине тӗшмӗртейӗҫ. Ӑна кура вӗсем клиентсене раснарах хакпа страхлассине палӑртайӗҫ.
Килӗшӗве ӗнерччен тунисем пирки бюрова информаци ҫитеймӗ. Тулли хыпар тепӗр 2–3 ҫултан кӑна пухӑнайӗ.
Страхлакан компанисем ҫӗнӗлӗхе ырласа йышӑннӑ. Ҫулта-йӗрте йӗркеллӗ тытман водительсен страхлакан урӑх компани шыранин усси пулас ҫук, мӗншӗн тесен мӗнпур хыпар пӗр ҫӗрте упранӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлаҫҫӗ страхлакансем.
Microsoft компани Windows 10 операци тытӑмне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна компьютера кӑна мар, планшетсемпе смартфонсене те вырнаҫтарма пулассине хыпаралҫҫӗ.
Маларах Windows 7 тата Windows 8.1 тытӑмсене вырнаҫтарнисем ҫӗнӗ версие тӳлевсӗрех уҫласа илме пултарасси пирки компанин официаллӑ блогӗнче пӗлтернӗ. Ку майпа унчченхи версисен лицензилле варианчӗсемпе усӑ куракансем кӑна мар, пиратлисен те май пуррине ӗнентереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ операци тытӑмӗнче Windows 8 тытӑмра пулман «Пуҫла» (Пуск) менюна кӗртнӗ. Cortana сасӑ пулӑшуҫи те пур. Хӑнӑхнӑ Internet Explorer браузера Microsoft Edge ятлипе ылмаштарнӑ.
Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене кӑмӑллакансем Microsoft компани сӗнекен операци тытӑмне хаваспах тӗрӗслесе пӑхасса шанаҫҫӗ.
Эпир ӑсталанӑ электронлӑ сӑмахсарта паян ҫӗнӗлӗх хатӗрлерӗмӗр — малашне вӑл сӑмаха шыранӑ чухне ӑна ҫырнӑ май сайт пуххинче тӗл пулаканнисене сӗнӗ. Акӑлчанла ӑна suggest теҫҫӗ, вырӑсла — автодополнение. Ҫапла май эсир сӑмаха туллин ҫырмасӑр та пултаратӑр — кӑтартакан вариантсенчен суйласа илмелли кӑна юлать.
Тӗнче тетелӗнчи шыравҫӑсемпе усӑ курнӑ май эсир вӑл функционалпа паллашнӑ та пуль: эсир мӗн те пулин шырас тенӗ чухне «ӑслӑ» шыравҫӑсем сире ыттисем шыракан вариантсене сӗнеҫҫӗ. Эсир вара вӗсенчен хӑвӑра кирлине суйласа илме пултаратӑр. Пирӗн сайтри те ҫавнашкалах ӗҫлет. Енчен те эсир 3 саспалли таран ҫыртӑр пулсан малалли мӗнле пулма пултарассине электронлӑ сӑмахсар сайчӗ хӑйех сӗнет.
Унсӑр пуҫне ятарлӑ палӑртмасан шырав малашне статья ятӗнче те шалашӗнче те иртӗ. Унччен опцире ятра кӑна шырасси тӑратчӗ.
Паянтан пуҫласа сайтра комментари-шухӑш таврашне ҫырмалли пая хупрӑмӑр. Сӑлтавӗ: комментари ҫыракансем сайт йӗркине пӑхӑнма юратманнинче. Юлашки вӑхӑтра эпир ҫыракансен шухӑшӗсене тимлӗрех тӗрӗслеме пуҫларӑмӑр та вӗсенчен ҫурри патнелле хуратма тиврӗ.
Ҫавах та хӑвсамӑр шухӑшсене пӗлтерме урӑх вырӑн та йӗркелерӗмӗр — «Хурал кӗтесне» (хальлӗхе вӑл ҫавнашкал ятлӑ-ха, каярах, тен, улшӑнӗ те). Унта эсир ирӗклӗн мӗн калас килет — ҫавна пӗлтерме пултаратӑр.
Маларах ҫырнӑ комментри-шухӑшсем вара сайтра ҫухалман, вӗсем унчченхи пекех истори валли юлӗҫ.
Мускавра диагональпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем хута кайнӑ. Сӑнав тӑвас тӗллевпе юпан 1-мӗшӗнче ҫул хӗресленнӗ 10 вырӑна ҫакнашкал тӑвӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӗҫ: кунашкал ҫул урлӑ каҫмаллисене ытти хулара малалла пурнӑҫа кӗртмелле-и?
Диагональлӗ «зебрӑна» термопластикпа ӳкереҫҫӗ. Ҫак вырӑнсене 250 вариантран суйланӑ. Вӗсен ҫак ыйтусене тивӗҫтермелле пулнӑ:
- Транспорт нумай ҫӳремен вырӑн пулмалла.
- Ҫав вырӑнта ҫутӑ лайӑх пулмалла.
- Транспортсене пур еннелле ҫӳреме чаракан светофор ӗҫлемелле.
- Ҫул ҫинче транспорт 4-ран ытларах еннелле каймалла мар.
Ҫакнашкал диагональлӗ «зебрӑсене» пула ҫуран ҫӳрекенсен симӗс ҫутӑ ҫутӑласа икӗ хут кӗтмелле мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |