Вокзалсенче тӳлевлӗ туалетсем пулнине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ ӗнтӗ. Чукун ҫул вокзалӗсенче те ҫавнашкалах. Унти туалета тӳлевсӗр кӗрес тесен ҫула кайма туяннӑ билета кӑтартмалла. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫак йӗрке манӑҫа тухӗ. Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗсен дирекцийӗ чукун ҫул вокзалӗсенчи туалетсене 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Санитари пӳлӗмӗсене укҫа тӳлемесӗр кӗрсе тухма пур пассажирӑн та ирӗк пулӗ. Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗсен дирекцийӗ санузелсене урӑх хуҫасене тара панӑ пулсан ҫеҫ тӳлеме тивӗ.
Паян Раҫҫейре инҫе ҫула каймалли 344 чукун ҫул вокзалӗ ӗҫлет.
Вӗсенчи тӳлевсӗр туалетсемпе ҫӑмӑллӑхлӑ категорири граждансем тата ҫитес виҫ сехетре пуйӑспа каймаллисем е пӗр сехетрен кая мар пуйӑсран аннисем усӑ курма пултараҫҫӗ.