Пирӗн республикӑри патшалӑх служащийӗсем валли ҫӗнӗ вӗренӳ порталӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта тӳре-шара хӑйӗн професси шайне ӳстерме пултарӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнчи тунтикунхи канашлура палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫ вырӑнӗсене хамӑр ҫӗршыври программӑсем ҫине куҫараҫҫӗ. Ку вӑл патшалӑх тата муниципалитет шайӗнче ӗҫлекен 4700 ытла ҫынна пырса тивӗ.
Кӑрлач уйӑхӗ тӗлне республикӑри 1271 ӗҫ вырӑнӗнчен 641-шне «Windows» операци тытӑмӗнчен хамӑр ҫӗршыври программистсем шухӑшласа кӑларнӑ «Astra Linux» программа ҫине куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ порталӗ «Astra Linux» тата «P7-Офис» программӑсемпе ӗҫлеме вӗрентет.
«Электронлӑ сӑмахсар» сайт паян ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Сӑмах 1982 ҫулта Мефодий Чернов хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑвашла-вырӑсла фразеологи словарӗ» пирки пырать. Ку сӑмахсарта эсир глаголпа ят сӑмах фразеологизмӗсене тупма пултаратӑр. Словарьти чылай статьяна тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ.
Ку ӗҫе Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫывхарса пынӑ май пурнӑҫланӑ. Электронлӑ варианта вырнаҫтарас ӗҫе пурнӑҫлакансем: Николай Плотников (словаре сканерлани, саспаллани, сайта вырнаҫтарни), Алина Иванова (текста саспалланӑ хыҫҫӑн тӳрлетсе тухни).
Аса илтеретпӗр, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» тӑрӑшнипе тытса тӑракан «Электронлӑ сӑмахсар» сайтра паянхи куна илес пулсан тӗрлӗ словарьсемпе паллашма пулать: чӑвашла-вырӑсла словарьсем, вырӑсла-чӑвашлисем, ҫавӑн пекех кунта чӑвашла-эсперанто, чӑвашла-нимӗҫле, чӑвашла-тутарла тата ытти куҫару словарӗсем пур. Унсӑр пуҫне сайтра этимологи тата ытти йышши сӑмахсарсене вырнаҫтарнӑ. Паян, тӗслӗхрен, сайт фразеологи словарӗпе пуянланчӗ.
Чӑваш Енре Лару-тӑру центрӗ (вырӑсла ӑна Ситуационный центр тенӗ) уҫӑлнӑ. Хушӑва регион ертӳҫи Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Центр ертсе пырассипе, лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрассипе, ыйтуллӑ самантсене палӑртассипе тата тишкерессипе паха йышӑнусем хатӗрлеме кирлӗ-мӗн. Унсӑр пуҫне центр инкеклӗ лару-тӑруран асӑрханассипе тата ӑна сирессипе ӗҫлӗ.
Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенчи лару-тӑрӑва пӗр ҫӗре пухса хатӗрлеме пӗрлехи платформа ӗҫлесе кайӗ.
Центр ӗҫӗшӗн Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ тата Цифра аталанӑвӗн министерстви яваплӑ пулӗҫ.
Элӗк районӗнче роботлӑ ферма уҫӑлнӑ. Вӑл — «Новый путь» хуҫалӑхра. 200 пуҫ ӗне тытмалли фермӑна пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Проект 60 миллион тенке кайса ларнӑ, ҫав шутран ҫурри оборудовани туянма тухса кайнӑ. Хуҫалӑх федераци тата республика хыснинчен 18,2 млн тенкӗ илнӗ.
Ҫӗнӗ фермӑра йӑлтах автомат. Ӑслӑ аппарат шӑварать те, тислӗк те кӑларать. Сӗт сумалли тытӑм та ӑслӑскер. Сунӑ чухнех сӗт пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрать, япӑх пулсан оператора систерет.
Ҫӗршывӑн Кабминӗ специалистсене тӗллевлӗ вӗрентсе кӑлармалли списока ҫулсерен ҫирӗплетет. Ӑна регионсен сӗнӗвне тӗпе хурса хатӗрлет.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршыва ҫӗнӗ территорисем кӗчӗҫ. Списока хатӗрленӗ чухне вӗсене те шута илнӗ.
Тӗллевлӗ вӗрентсе кӑлармаллисен списокӗнче — статистиксем, географсем, метеорологсем, архитекторсем, строительсем тата ыттисем.
«Авиастроени» направленипе специалистсене хысна шучӗпе хатӗрлесси хальхи вӑхӑтри 30 процентран 40 процент таран ӳсӗ, «Карап тӑвасси, океанотехника и тинӗс инфраструктурин объекчӗсен системотехники» направленипе 30 процент вырӑнне 40 процент пулӗ, «Информаци хӑрушсӑрлӑхӗ» енӗпе — 20 процент вырӑнне 30 процент.
Самолётсемпе вертолётсем тӑвакансене, чукун ҫулсене тытса тӑракансене тӗллевлӗ вӗрентсе кӑларассине 70 процент таран ӳстерме йышӑннӑ.
«Пӗтӗм тӗнчери хутшӑнусем» тата «Журналистика» енӗпе чакарма йышӑннӑ. Пӗрремӗшӗпе — хальхи 35 процентран 30 процента ҫити, иккӗмӗшпе хальхи 15 процент вырӑнне 10 процент хӑварнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институтӗнче «шкул ачисене хӑйсем пухнӑ пӗлӗвӗпе пурнӑҫра усӑ курма вӗрентес ӗҫре креативлӑ шухӑшлава аталантарасси пысӑк вырӑн йышӑнать» тесе шухӑшлаҫҫӗ. Креативлӑ шухӑшлава мӗнле тата мӗн тӗллевпе аталантармалла? Креативлӑ шухӑшлав чӑваш чӗлхине упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшма пултарать-и? Ҫак ыйтусем тавра калаҫма чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен меслетлӗх пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе хастар пайташӗсем чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Вӗренӳ институтне митап сессие пуҫтарӑннӑ.
Митап сессире вӗрентекенсем креативлӑ шухӑшлакансемпе тӗл пулнӑ. Сӑмахран. паллӑ чӑваш блогерӗ, «Контактра» тетелте «Чӑваш ТВ» блога ертсе пыракан Константин Доброхотов тухса калаҫнӑ, чӑвашлӑха Интернет уҫлӑхне кӑларас, ҫамрӑксен креативлӑхне аталантарас вӑрттӑнлӑхсене уҫса панӑ.
Чӑваш Енре ҫемье ҫавӑрас кӑмӑллӑ арҫынсем юлашки кунсенче йышланнӑ. Ку хыпара республикӑн Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службинче пӗлтернӗ.
Алла ҫӗрӗ тӑхӑнас ӗмӗтлисен йышӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн йышланнӑ. Мобилизацие лекекен арҫынсем ҫемье ҫавӑрни ҫинчен ӗнентерекен штампа паспорт ҫине васкавлӑн ларттарма талпӑнаҫҫӗ-мӗн. Ҫавна кура вӗсен кӑмӑлне заявлени панӑ кунах тивӗҫтерме йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн 52 арҫын мӑшӑрланнӑ. Ытти категорие кӗрекенсен заявлени панӑ хыҫҫӑн пӗр уйӑхран кая мар кӗтмелле.
Канаш хулинче IT-теплица уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Капла пуҫарӑва Канашри IT-куб сӗннӗ.
Вӗренӳ центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе Дмитрий Краснов вице-премьер тата цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина паллашнӑ.
Цифра вӗрентӗвӗн центрӗ Канашра 2019 ҫулта уҫӑлнӑ.
Унта Python программӑпа программӑлама, VR тата AR-приложенисем йӗркелеме, системӑна администрацилеме, цифра гигиенине вӗренеҫҫӗ.
IT-кубӑн партнерӗсем — Яндекс, Samsung корпорацисем, Касперский лабораторийӗ, 1С, Шупашкарти «Экра».
Чӑваш Енри шкулсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисене урокра телефонпа усӑ курма чарӗҫ. Тӑхтав вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама вӗсене ирӗк парӗҫ.
Ҫӗнӗ санитари правилисенче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, уроксенче карас телефонӗсемпе усӑ курма юраманни пирки ҫӗршывӑн ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енри хуҫалӑхсенчен пӗринче хӑяра «самолётпа» татаҫҫӗ. Кун пирки «ОТР» телеканал пӗлтернӗ.
Ятарлӑ платформӑна тракторпа ҫыхӑнтарнӑ. Пахчаҫимӗҫе татакансем ҫав платформа ҫине выртса тухаҫҫӗ, трактор малалла кайнӑҫемӗн хӑяр тытса пыраҫҫӗ.
Асӑннӑ ятарлӑ хатӗр ҫӗртен 40-50 сантиметр ҫӳллӗрех. 12 хӗрарӑм выртса ӗҫлет, пахчаҫимӗҫ аври те хуҫӑлмасть.
Хӑяра васкаса татма тивет. Ӗҫ укҫи сменӑра 1000 тенке яхӑн ларать. Сезон вӗҫленсен Иван Семёнов фермер преми пама шантарать. Ятарлӑ техникӑпа хӑяр татни хӑйне те пайталлӑ. Унччен вӑл гектартан 15-20 тонна пахчаҫимӗҫ туса илнӗ пулсан халӗ, хӑяр авӑрӗ хуҫӑлса пӗтменрен, тухӑҫ гектартан 60-70 тонна тухать.
Фермерӑн хуҫалӑхӗнче – хӑяр татмалли виҫӗ трактор.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |