Шупашкар округӗнче ҫӑлкуҫ нумай. Нумаях пулмасть Явӑш ялӗнчи ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатнӑ.
Унта утма меллӗ пултӑр тесе ҫул йӗркеленӗ, ҫанталӑк пӑсӑлсан пытанмалли вырӑн хатӗрленӗ, йывӑҫ-тӗм лартнӑ. Ҫапла вырӑн хитре те хӑтла пулса тӑнӑ.
Ку ӗҫе ялти ҫынсем тата Вырӑс географи обществи хутшӑннӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Мӑштавӑш ялӗнче пурӑнакансем тахҫан тунӑ ҫӑлкуҫа ҫӗнетнӗ. Ку ӗҫе ялти хастар ҫынсем хутшӑннӑ.
«Пирӗн ҫӑлкуҫсем, Ҫӗр айӗнчен тухса тӑраканскерсем, нихӑҫан та тапма чарӑнман. Ҫак ҫӑмӑлах мар ӗҫе хутшӑннӑ хастар ҫынсене пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Эпир пӗрле – вӑй!» - савӑнӑҫлӑн пӗлтернӗ мӑштавӑшсем.
Республикӑра регион пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗн ятне «Куснарти ҫӑлкуҫ» тивӗҫнӗ. Хӑйне майлӑ ята Куславкка районӗнче вырнаҫнӑ ҫӑлкуҫ республика правительствин килешӗвӗпе паян, утӑн 10-мӗшӗнче, илнӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствин пуҫлӑхӗ Иван Исаев палӑртнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ ҫутҫанталӑк палӑкне ҫӗнетсе илем кӳнӗ, ҫӑлкуҫри шыв дебичӗ — 0,5 л/с. 0,18 га лаптӑклӑ палӑка хута ярас тӗллевӗ — культура-истори, ӑслӑлӑх, ҫутлӑх пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк объектне упраса хӑварассинче.
«Куснарти ҫӑлкуҫ» проекта Куславкка районӗнӗн администраци пуҫлӑхӗн тата Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫа кӗртнӗ.
Ҫутҫанталӑкминӗ утӑн 1-мӗшри кӑтартӑвӗсемпе килешӳллӗн республика тӗрлӗ лаптӑкӗнче регион пӗлтерӗшлӗ 9 ҫутҫанталӑк ӗскерне тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ 12 объекта (Канаш, Комсомольски, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче) хута янӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Ярӑслав ялӗн хӗвелтухӑҫ енче, Анаткасра, укӑлча хапхипе юнашарах, тӑрӑ та сивӗ шывлӑ ҫӑлкуҫ тапса тӑрать. Ҫак ҫӑлкуҫа чи пирваях, ваттисем каланӑ тӑрӑх, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех, ку ялта пурӑннӑ Макар ятлӑ ҫын тарӑнрах алтса, пура ярса тунӑ пулнӑ, хӑй виличченех тасатса-тирпейлесе тӑнӑ. Ял ҫыннисем ҫак ҫӑлкуҫа иртнӗ ҫулсенче тепӗр хут ҫӗнӗ пура ярса, ҫавӑрса ӑсмалли ӑсталаса, тӑррине йывӑҫран тӗрӗлесе-илемлетсе тунӑччӗ.
Нумаях пулмасть вара, Ярӑславра ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарти пӗр савутра тӗп инженер пулса ӗҫлекен Петр Николаевич Морозов тата ялтах пурӑнакан Петр Краснов пуҫарӑвӗпе, ҫӑлкуҫ ҫумӗнче ял ҫыннисем валли пӑр пек сивӗ сиплӗ шыва чӑмса ҫан-ҫурӑма тӗреклетмелли, чир-чӗртен тасалмалли Пантелеймон ҫвятуйӑн турӑшӗ ячӗллӗ часавай евӗр вырӑн туса хута янӑ.
Шыва кӗмелли ҫурт валли хыр пӗренисене Валерий Егоровпа Георгий Розов вӑрман ӗҫченӗсем тӳлевсӗрех уйӑрса панӑ. Василий Исметов, Сергей Урмаев, пӗр тӑван Сергейпе Руслан Локтинсем, Петр Мердеев, Олег Лукьянов, Николай Малов, Анатолий Краснов, Алексей Кузнецов, Александр Розов, Сергей Ефимов, Александр Фомин платниксем вара кӗске вӑхӑтрах пура пураса ҫурт тӑррине витсе хунӑ, ҫӳле пӗчӗк куполпа хӗрес те вырнаҫтарса лартнӑ.
Ӗнер, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ялӗнче ӗҫ хӗрсе тӑчӗ — Петр Матросов, Ольга Титова, Галина Егорова тата Мария Петрова «Аслыр» ҫӑлкуҫ патне каякан ҫула юсарӗҫ. Пӗрисем ванчӑк кирпӗче йӑтрӗҫ, теприсем ӑна сарса лакӑмсене хупларӗҫ. Чӑн та, ҫурхи шывпа тата нумай пуламасть ҫанталӑк йӗпе тӑнӑран ҫул самай пӑсӑлнӑччӗ.
Ҫула юсама ванчӑк кирпӗче «Агат» ТМЯО уйӑрнӑ. Пӳрт-ҫурт купалама юрӑхсӑрскер ҫӑлкуҫ патне каякан ҫула юсама питӗ лайӑх пулчӗ.
Атӑл тӑрӑхӗнче шӑрӑх ҫанталӑк хуҫаланать. Ҫумӑрӗ те пулин ҫумасть-ҫке. Ҫакнашкал лару-тӑру хӑш-пӗр ыйтӑва уҫӑмлӑн ҫӗклет, уйрӑмах халӑха шывпа тивӗҫтерессине. Шыв пулмасан кӑҫалхи ҫу кунӗнче ытла та йывӑр-ҫке — ҫӑлкуҫсем типе-типе лараҫҫӗ, юханшывсемпе пӗвесенче шыв хухать. Пӗлтӗр кӑна сиксе каҫмалла мар шыв урлӑ кӑҫал ним мар утса каҫан. Ялти шыв башни ӗҫлемесен вара — чӗр нуша.
Ял халӑхӗ вара кӑҫал тинех манӑҫа тухнӑ ҫӑлсемпе ҫӑлкуҫсем пирки асаиле пуҫларӗ. Трак тӑрӑхӗнчи Пӑрӑнтӑк ҫыннисем те хӑйсен ҫӑлкуҫне тирпей кӗртме шутларӗҫ. Гагарин урамӗнче пурӑнакансем утӑн 21-мӗшӗнче пухӑнчӗҫ те кӗреҫесем йӑтса ҫав ҫӑлкуҫа тасатрӗҫ. Романов Вячеслав, Митрофанов Вениамин, Герасимов Геннадий, Иванов Валерий, Максимов Владимир кунӗпе ӗҫлерӗҫ те ҫӑлкуҫа тирпей кӗртрӗҫех.
Халӗ ӗнтӗ кунти сиплӗ шыва пурте килсе ӗҫейреҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |