Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Йӑршшу

Йӑршшу юханшывӗ пирки кунта пӑхӑр.

Йӑршшу (выр. Малые Карачуры) — Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял. Атайкасси ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине — Шупашкара — ҫитме 16 километр. Район центрне, Кӳкеҫ посёлокне, ҫитме — 17 километр. Чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ таран — 7 километр. Ял Йӑршшу юханшывӗ хӗрринче ларать.

Истори

XVIII ӗмӗрте Йӑршшу хальхи вӑхӑтра Мӑн Карачура ятпа паллӑ Карачурина ялӗнчен уйрӑлса тухнӑ ял пулнӑ. Документсенче ӑна пӗрремӗш хут 1795 ҫулта асӑннӑ. Ун чухне ялта 11 кил шутланнӑ.

Ялӑн историлле ячӗсем — Иршу, Малая Карачурина. XIX ӗмӗрте кунта пурӑнакансем патшалӑх хресченӗсен шутне кӗнӗ. Вырӑнти халӑх тӗпрен илсен ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, килти ал ӗҫӗсемпе тата чӑпта ҫапассипе пурӑннӑ.

Административлӑ майпа илсен, XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа 1927 ҫулччен ял Шупашкар уесне (Шупашкар вулӑсӗ) кӗнӗ. 1927 ҫултанпа 1952 ҫул таран — Шупашкар районӗнче. 1952—1959 ҫулсенче Ишлей районӗн шутӗнче пулнӑ. 1959 ҫултанпа ял каллех Шупашкар районне кӗрет.

1916 ҫулта Степан Хрисанов килӗнче шкул уҫӑлнӑ. 1930 ҫулта Йӑршшура «Пчела» колхоз йӗркеленӗ, ҫав вӑхӑтрах библиотека ӗҫлеме пуҫланӑ. 1935 ҫулта колхоз вӑйӗпе клуб тунӑ. 1950 ҫулта ял тӗп усадьби Качакасси ялӗнче вырнаҫнӑ «Дружба» колхоза кӗнӗ. Каярахпа, 1960 ҫулта, хуҫалӑха тӗпӗ Атайкассинче вырнаҫнӑ «За мир» колхозпа пӗрлештернӗ. 1965 ҫулта ҫӗрсем Шупашкарти улма-ҫырла совхозӗн шутне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

Халӑх ҫыравӗсен даннӑйӗсем тӑрӑх, ялти халӑх йышӗ ҫапла улшӑнса пынӑ. 1858 ҫулта 99 арҫынпа 104 хӗрарӑм шутланнӑ. 1897 ҫулта — 145 арҫынпа 171 хӗрарӑм. 1926 ҫулта 82 кил, 173 арҫынпа 183 хӗрарӑм пулнӑ. 1939 ҫулта — 162 арҫынпа 200 хӗрарӑм. 1979 ҫулта — 182 арҫынпа 227 хӗрарӑм.

2002 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 109 кил пулнӑ, 268 ҫын (144 арҫынпа 124 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2010 ҫулхи ҫырав тӑрӑх — 99 уйрӑм кил хуҫалӑхӗ, 328 ҫын (178 арҫынпа 150 хӗрарӑм). Тӗп халӑх — чӑвашсем, ҫавӑн пекех вырӑссем тата ытти наци ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ.

Инфраструктура

Ялта социаллӑ пурнӑҫпа йӑла объекчӗсем пур. Лавкка ӗҫлет. 2010 ҫулта ял хуҫалӑх предприятийӗ — «Сад» СХПК — ӗҫленӗ.

1936 ҫулта хӑпартнӑ ял клубӗн ҫуртне (унта библиотека та вырнаҫнӑ пулнӑ) 2023 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче пушар тӗп тунӑ. Вут-ҫулӑм пӗрене ҫуртӑн тӑррине, шалти пӳлӗмӗсене тата библиотека ӑшчиккине сиенлетнӗ. 2025 ҫулта ҫӗнӗ ял клубӗн модульлӗ конструкцине илсе килсе вырнаҫтарма аукцион пӗлтернӗ.

Паллӑ ҫынсем

  • Антонов Михаил Константинович (1923—2003) — режиссёр, актёр, театр тӗпчевҫи, драматург, куҫаруҫӑ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн директорӗ тата тӗп режиссёрӗ, Шупашкарти телевидени студийӗн тата Хусанти кинохроника студийӗн режиссёрӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫтенькки Мишши псевдонимпа паллӑ.
  • Новиков Александр Сергеевич (1995 ҫ.ҫ.) — спортсмен, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ (2016). Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи тата призёрӗ.


 
Категорисем: Йӑршшу
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-19 19:51:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 33 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем