Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ярӑслав ҫӑлкуҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
smaeva 27.01.2012 17:54 | 1440 хут пӑхнӑ
Часавня умӗнче
Часавня умӗнче

Шӑмӑршӑ районӗнчи Ярӑслав ялӗн хӗвелтухӑҫ енче, Анаткасра, укӑлча хапхипе юнашарах, тӑрӑ та сивӗ шывлӑ ҫӑлкуҫ тапса тӑрать. Ҫак ҫӑлкуҫа чи пирваях, ваттисем каланӑ тӑрӑх, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех, ку ялта пурӑннӑ Макар ятлӑ ҫын тарӑнрах алтса, пура ярса тунӑ пулнӑ, хӑй виличченех тасатса-тирпейлесе тӑнӑ. Ял ҫыннисем ҫак ҫӑлкуҫа иртнӗ ҫулсенче тепӗр хут ҫӗнӗ пура ярса, ҫавӑрса ӑсмалли ӑсталаса, тӑррине йывӑҫран тӗрӗлесе-илемлетсе тунӑччӗ.

Нумаях пулмасть вара, Ярӑславра ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарти пӗр савутра тӗп инженер пулса ӗҫлекен Петр Николаевич Морозов тата ялтах пурӑнакан Петр Краснов пуҫарӑвӗпе, ҫӑлкуҫ ҫумӗнче ял ҫыннисем валли пӑр пек сивӗ сиплӗ шыва чӑмса ҫан-ҫурӑма тӗреклетмелли, чир-чӗртен тасалмалли Пантелеймон ҫвятуйӑн турӑшӗ ячӗллӗ часавай евӗр вырӑн туса хута янӑ.

Шыва кӗмелли ҫурт валли хыр пӗренисене Валерий Егоровпа Георгий Розов вӑрман ӗҫченӗсем тӳлевсӗрех уйӑрса панӑ. Василий Исметов, Сергей Урмаев, пӗр тӑван Сергейпе Руслан Локтинсем, Петр Мердеев, Олег Лукьянов, Николай Малов, Анатолий Краснов, Алексей Кузнецов, Александр Розов, Сергей Ефимов, Александр Фомин платниксем вара кӗске вӑхӑтрах пура пураса ҫурт тӑррине витсе хунӑ, ҫӳле пӗчӗк куполпа хӗрес те вырнаҫтарса лартнӑ. Шыва кӗмелли пӳрт (купель) икӗ пӳлӗмлӗ: пӗринче — хӗрарӑмсем, тепринче арҫынсем шыва кӗме пултараҫҫӗ. Шыва кӗмелли вырӑнсенче чиркӳрен илсе килнӗ турӑшсем тата ҫурта ҫутса лартмаллисем вырнаҫтарнӑ.

Шыва кӗмелли ҫак ҫурта тума ял ҫыннисем укҫа пуҫтарса пулӑшнӑ. Уйрӑмах Тверь облаҫӗнчи Калязин районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлекен К.Г. Ильин, Шупашкарта пурӑнакан А.Н. Петров строитель, О.А. Парфенов предприниматель, С.Локтин, С.Урмаев, А.Антипов тата ытти ял ҫыннисем пысӑк пулӑшу панӑ. Йывӑр ӗҫсене пурнӑҫлама, стройматериалсене турттарма Петр Краснов хӑйӗн тракторӗпе пулӑшса пынӑ, Борис Кузнецов та хӑма парса пулӑшнӑ.

Тӑкаксен ытларах пайне тата мӗнпур ӗҫе ертсе пырассине вара П.Н.Морозов хӑй ҫине илнӗ.

#Ярӑслав, #Шӑмӑршӑ районӗ, #ҫӑлкуҫсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем