Паян Шупашкарта ҫӑлавҫӑсем Атӑлта пӑр айне анса кайнӑ арҫынна пулӑшнӑ. Ку пӑтӑрмах юханшывӑн сылтӑм енче 10 сехетре насос станцийӗнчен инҫех мар пулса иртнӗ.
Арҫын ҫыран хӗрринчен 300 метр аякра пӑр айне анса кайнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем тӳрех ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Вырӑна чи малтан Сергей Орлов тата Павел Самочков ҫитнӗ. Вӗсем Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ГИМС центрӗн инспекторӗсем.
Пӑрлӑ шывран туртса кӑлариччен арҫын шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ӑна ҫӑлсан тухтӑрсен аллине панӑ.
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Пӗтӗм Раҫҫейри музыка конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн «Служу Отечеству» вокалпа инструментсен ансамблӗ «Музыка миксӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ансамбле пушар хуралӗн ветеранӗ Андрей Барабанов ертсе пырать. Солисчӗсем — Андриян Павлов, Максим Моторкин тата Евгений Назаров.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ арҫын Мари Эл вӑрманне, Звенигово районне, шур ҫырли пуҫтарма кайнӑ. Анчах ҫырла пуҫтарнӑ чухне пӗри ҫухалса кайнӑ. Тепри ӑна шыранӑ, анчах кӑлӑхах.
Ку хыпар Мари Элти ҫӑлавҫӑсем патне ҫитнӗ. Кӑнтӑрла вӗсем арҫынна шырама тухнӑ. Ку ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ.
Арҫынна тепӗр кун, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 15 минутра тупнӑ. Палӑртмалла: вӑл 1952 ҫулта ҫуралнӑскер.
Паян ирхи 9 сехетре Атӑлта, «Виҫӗ юман» дача поселокӗ ҫывӑхӗнче, катер ҫаврӑнса ӳкнӗ. Юрать, ку ӑнӑҫлах вӗҫленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, катер ҫинче 3 арҫын пулнӑ. Вӗсем ҫаврӑнса ӳксен катертан тытӑнса тӑнӑ. Ҫапла пулӑшу ҫитиччен тӑнӑ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, транспорт полицийӗн тата республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вӗсене пурне те пулӑшнӑ, ҫыран хӗррине илсе ҫитернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫил-тӑвӑл алхаснӑ вӑхӑтра, Атӑлта катер ҫаврӑнса ӳкни пирки, унта 10 пассажир пулни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫӑлав жилечӗсем пиллӗкӗшӗн кӑна пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 7 чӗрӗ пассажира тата вилнӗ ҫур ҫулти ачана тупнӑ. 8 ҫулти арҫын ачана тата 34 ҫулти катер хуҫине халӗ те шыраҫҫӗ.
Мӗн пулса иртнӗ-ха ҫав кун? Виҫӗ арҫын катерпа Амоксар утравӗ ҫине канма кайнӑ. Вӗсем патне икӗ хӗрарӑм 6 ачапа пынӑ та ҫыран хӗррине леҫсе яма ыйтнӑ. Катер ҫине 10 ҫын ларнӑ. Анчах ҫул ҫинче мотор ӗҫлеме пӑрахнӑ, катера пысӑк хум ҫавӑрса ҫапнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, каҫхине Атӑлта, Виҫӗ юман тӑрӑхӗнче, тимӗр кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ку ҫил-тӑвӑл алхаснӑ вӑхӑтра пулнӑ.
Кимӗ утрав енчен ҫыран хӗррине таврӑннӑ. Унта 10 ҫын пулнӑ.
Шел те, ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ. Кимӗ ҫинче пулнӑ 4 ҫын шар курнӑ. 6 уйӑхри ача вилнӗ. 9 ҫулти ачана ҫӑлавҫӑсем шыраҫҫӗ.
Паян 16 сехет хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи Асакасси ялӗнчи пӗвере ҫын путнӑ. Ку хыпара "Про Город" хаҫата вырӑнти ҫынсем пӗлтернӗ.
Шыва кӗрекен пӗтӗм ҫынна ҫыран хӗррине тухма хушнӑ. Ҫӑлавҫсем виллине шырама пуҫланӑ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем те ҫитнӗ.
Халӑх корреспонденчӗ путнӑ ҫын арҫын е хӗрарӑм пулнине, вӑл миҫерине пӗлмен.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын аллине картлашкан карлӑкӗ хушшине чиксе лартнӑ. Ӑна вӑл унтан каялла кӑларайман.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине, 19 сехет те 40 минутра, хулари Лебедев урамӗнчи пӗр ҫуртра пулса иртнӗ.
Аллине карлӑк хушшинче хӗстерсе лартнӑ арҫыннӑн ирӗксӗрех ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Арҫынна пулӑшма ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Спрут» ятлӑ хатӗр пулӑшнипе алла карлӑкран кӑларма пулӑшнӑ.
Ӗнер Республикӑри ҫӑлавпа шырав специалисчӗсен арҫынна вӑрмантан йӑтса тухма тивнӗ. Вӑл кӑмпана кайнӑ та урине хуҫнӑ.
Кӑмпаҫӑ ура хуҫни пирки 12 сехет те 10 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсене васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем чӗннӗ, мӗншӗн тесен пациента машина таран йӑтса ҫитермелле пулнӑ. Арҫын Шупашкар районӗнчи Лапсар тата Карачура хушшинчи вӑрманта кӑмпа татнӑ чухне урине хуҫнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем наҫилккасемпе килсе пациента вӑрмантан илсе тухнӑ, васкавлӑ медпулӑшу машини ҫине хунӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Атӑлта ҫамрӑк ГЭС ҫывӑхӗнче карапсем ҫӳремелли вырӑна ишсе ҫитнӗ. Анчах хайхискер каяла ишеймен – унӑн вӑйӗ пӗтнӗ.
Кун пирки ҫынсем ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем ун патне часах ҫитнӗ, кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланнӑ ҫамрӑкпа тӗплӗ калаҫу ирттернӗ, хӑрушлӑх пирки ӑнлантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |