Ҫӑлавҫӑсем ҫӗвӗ машини йӗппипе пӳрнине тӑрӑнтарнӑ ачана ҫӑлма килнӗ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн хӑтӑлайман. Ашшӗ-амӑшӗ ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ.
Шӑнкӑрав ӗнер 15 сехет те 28 минутра килнӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫитмен хӗрӗн пӳрнине ҫӗвӗ машинин йӗппи шӑтарнӑ. Ача хӑй ӑна кӑларайман, мӗншӗн тесен унан алли унта хӗсӗнсе ларнӑ.
Ҫӑлаҫӑсем Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫурта ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗвӗ машинине сӳтнӗ те ачан аллине кӑларнӑ. Кайран ачана тухтӑрсем патне ӑсатнӑ. Вӗсем йӗпе кӑларнӑ.
Шупашкарта икӗ ҫамрӑк Атӑл урлӑ каҫса ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Кунашкал тӗслӗх ҫак кунсенче татах пулнӑ. Хальхинче пӑр тӑрӑх 2002 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ уҫӑлса ҫӳренӗ. Анчах вӑл ҫухалса кайнӑ, шӑнса кӳтнӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 34 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Атӑл ҫинче, Афанасьев пляжӗ ҫывӑхӗнче, каччӑ ҫухалса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем юрҫӳрен ҫине ларса ҫийӗнчех шырава тухнӑ.
Вӗсем ҫамрӑка часах тупнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Атӑл урлӑ Сосновкӑна каҫма тӑнӑ, анчах ку тӳрре тухман – ҫухалнӑскер шӑнса кайнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама тивнӗ.
Шупашкарта иртен-ҫӳрен арҫын ача балкон чӳречинчен пӑхса тӑнине асӑрханӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, вӑл тухса ӳкме пултарать-ҫке-ха. Ҫынсем часрах ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.
Ку пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Роза Люксембург урамӗнче пулнӑ. Пӗчӗк арҫын ача балкон чӳречинчен пӑхса тӑнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем шӑнкӑрав йышӑнсанах ҫула тухнӑ. Арҫын ача килте пӗчченех юлнӑ-мӗн, амӑшӗ вӑхӑтлӑха таҫта тухнӑ. Ҫалавҫӑсем вӑл киличчен ачана калаҫтарса тӑнӑ. Юрать, йӑлтах ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем урамра йытӑ ҫури плита айне пулнине асӑрханӑ та ӑна пулӑшнӑ. Урамра шартлама сивӗ пулнине пӑхмасӑр вӗсем ӑна унтан кӑларнӑ, ҫапла унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ӗҫ-пуҫ ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пулнӑ. Ҫынсем ӑна хӑйсемех кӑларма хӑтланнӑ. Анчах йытӑ ҫурин кӗлеткин ҫур пайӗ плита айӗнче пулнӑ. Ҫынсем икӗ сехет чакаланнӑ.
Унтан ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ҫитнӗ. Вӗсем чавнӑ, тӑпрана алӑпа та сирсе пӑхнӑ. Йытӑ ҫурине пурпӗрех плита айӗнчен кӑларнӑ.
Шӑматкун Атӑл леш енче йӗлтӗрпе ярӑнакан хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен» санатори ҫывӑхӗнче ярӑннӑ.
Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм йӗлтӗрпе ярӑннӑ чухне ӳкнӗ те сылтӑм урине хуҫнӑ. Хайхискер хӑй тӗллӗн утайман та.
Хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ун патне «Тайга» юрҫӳренпе ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем хӗрарӑма хӑйсен транспорчӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ, васкавлӑ медпулӑшу пульницине леҫнӗ.
Ҫӑлавҫӑсен алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ арҫынна пулӑшма тивнӗ. Хайхискер ӑна шалтан уҫас тесе аллине чикне те хӗстернӗ.
Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Мир проспектӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Арҫын аллине хӗстерсе лартсан хӑй тӗллӗн тухаймассине ӑнланнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ.
Шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӗтеслӗ шлифомашина пулӑшнипе алӑка каснӑ, арҫыннӑн хӗсӗнсе ларнӑ аллине кӑларнӑ та ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Арҫын савӑннипе, паллах, вӗсене тав тунӑ.
Иртнӗ шӑматкун икӗ арҫын пулӑран таврӑннӑ чухне пӑр ҫинче бур, алса выртнине асӑрханӑ. Инҫех мар пӑр катӑлнӑ, вӗсем унта ҫын кӗрсе ӳкнӗ тесе шутланӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.
Ку Улатӑр хули ҫывӑхӗнче Алатырка юханшывӗнче пулнӑ. Тепӗр кунхине ҫӑлавҫӑсем вырӑна кайма тухнӑ, анчах «отбой» панӑ. ШӖМ ӗҫченӗсем ҫынсенчен ҫав бур камӑн пулнине ыйтса пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн хуҫи патне кайнӑ. Лешӗ килте чип-чиперех, чӗрех ларать. Хайхи пулӑҫ пӑр айне анса кайсан хӑй тӗллӗнех тухнӑ-мӗн, япалисене ҫавӑнтах хӑварса килелле ҫул тытнӑ.
Ку пулӑма паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Юпан 9-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра ҫӑлавҫӑсем патне хыпар ҫитнӗ: кимӗре ларакан арҫынна шыв юххи юхтарса кайнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем «Беркут» катерпа арҫынна шырама тухнӑ. Вӗсем йӑлтах пӑхса ҫаврӑннӑ – лешӗ курӑнман.
Тепӗр кунхине 15 сехет те 21 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта кивӗ юханшыв порчӗ патӗнче ҫынсем кимӗ ишнине асӑрханӑ. Малтанах вӗсем кимӗ пушӑ тесе шутланӑ. Ҫӑлавҫӑсем тӗрӗсленӗ – унта ӳсер арҫын ҫывӑрнӑ иккен. Ӑна вӑратса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Тепӗр кун Атӑл хӗрринче причал патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вилене полицие панӑ.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ хӗрарӑм Мари Эл вӑрманне шур ҫырли татма кайнӑ. Анчах вӗсем каялла тухма ҫул тупайман – ҫухалса кайнӑ.
Хӗрарӑмсем машинине лартса хӑварнӑ та ҫырла татма кайнӑ. Витрисене тултарсан каялла тухма тӑнӑ, анчах машинӑна тупайман, ҫулран аташса кайнӑ.
17 сехет те 40 минутра Мари Элти аварипе ҫӑлав службин дежурнӑй пулчӗ ҫине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫалавҫӑсем хӗрарӑмсене шырама тытӑннӑ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе, 23 сехетре, вӗсене тупнӑ, хӑйсен машини патне илсе ҫитернӗ.
Когояр кӳлӗ патӗнче пилӗк ҫын ҫухалса кайнӑ. Вӗсем ҫырла татма кайсан каялла хӑйсем тӗллӗн тухайман.
Ҫӑлавҫӑсем патне авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Вӗсем Ҫурҫӗр поселокӗ патӗнчен инҫех мар, Когояр кӳлӗ ҫывӑхӗнче, пулнине ӑнлантарнӑ.
Оперативлӑ дежурнӑй вӗсемпе телефонпа ҫыхӑну тытса тӑнӑ. Ҫухалса кайнисем ӑҫтарах пулнине палӑртсан ҫӑлавҫӑсем шырама тухнӑ. Вӗсем хунарсемпе сасӑ сигналӗсем ҫутнӑ.
Ҫур ҫӗр тӗлнелле ҫӑлавҫӑсем вӑрмантан тӑватӑ хӗрарӑмпа пӗр арҫынна кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |