Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Иртнӗ эрнере синоптиксем уяр ҫанталӑк уйӑх варричченех тӑсӑлма пултарассине пӗлтерсе савӑнтарнӑччӗ те... Анчах магнит тӑвӑлне пула ҫанталӑк кӑшт улшӑнма тытӑннӑ иккен.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр ҫанталӑка циклон хӗсме пуҫланӑ. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата ҫӗрле ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ҫапах эрне варринче ҫанталӑк лайӑхланӗ. Ытларикун пӗлӗтленӗ, хушӑран уяртӗ. Юнкун ирхине тӗтре карса илӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн хӗвел тухӗ. Кӗҫнерникун каллех пӗлӗтленӗ, 12-17 градус ӑшӑ пулӗ.

Эрнекун ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр ҫумӗ-ха. Канмалли кунсенче вара ҫумӑр пуҫланӑ – вӑл ҫитес эрне тӑршшӗпех чарӑнмӗ. Сывлӑш климат нормипе килӗшсе тӑрӗ: кӑнтӑрла – 8, ҫӗрле 2 градус ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
m24.ru сайтри сӑн
m24.ru сайтри сӑн

Синоптиксем юпа уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулассине хыпарланӑ. Паян ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк тӑрать. Ахӑртнех, кун пек ҫанталӑк уйӑх варричченех тӑсӑлӗ. Кӑнтӑрласерен термометр 15 градус таранах кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта – 18-20 градус таран.

Ҫитес икӗ эрнере ҫӗрлесерен шӑнтмӗ. Синоптиксем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, юпан 17-мӗшӗнче ҫумӑр ҫума, сивӗтме пуҫлӗ. 17-18-мӗшӗсенче юр ҫума пултарать. 23-мӗшӗ хыҫҫӑн вара юр тата нумайрах ҫӑвӗ, уйӑх вӗҫнелле юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр таран пулма пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӗҫӗр республикӑра самая шӑнтнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес икӗ каҫ та шӑнтӗ. Уйрӑмах — тунтикун каҫхине.

Синоптиксем паянтан ылтӑн кӗркунне пуҫланнине пӗлтереҫҫӗ, уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ, анчах ун хыҫҫӑн каҫсерен шӑнтма пӑрахӗ.

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче республикӑна ӑшӑ килме пуҫлӗ, кӑнтӑрласерен 11-16 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ылтӑн кӗркунне вӑраха тӑсӑлма пултарӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре Атӑла тасатмалли федераци программипе усӑ курса Ҫӗнӗ хулара тасатмалли сооружение халӗ те хута яманни пирки федераци шайӗнче каллех ыйту хускатнӑ.

Атӑла тата Байкала тасатмалли программӑсене вырӑнсенче епле пурнӑҫланине РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Жанна Рябцева тӗрӗслет.

Чӑваш Ене 400 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ иккен, анчах ӗҫе пурнӑҫламан. Жанна Рябцева укҫана вӑрланӑ тесе шухӑшлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ryabseva_zhanna/2018
 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫуллахи пек ӑшӑ, анчах кӑштахран сивӗтӗ, йӗпе юр ҫума пултарӗ.

Ыран та паянхи пекех ӑшӑ пулӗ: термометр 21-26 градус кӑтартӗ, кӑнтӑр енчи районсенче вара – 30 градус таранах. Анчах ҫил вӑйланӗ.

Юнкун вара пӗлӗтленӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑнтӑрла 10-15 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникун термометр 8 градус кӑна ӑшӑ кӑтартӗ.

Эрнекунран ҫанталӑк пушшех те пӑсӑлӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Хушӑран вара йӗпе юр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Эрнекун ҫӗрле ҫӗр шуралма пултарать.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк вӑрахлӑха сивӗтӗ. Канмалли кунсенче кӑнтӑрла та 4-9 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен 0 патнелле ҫывхарӗ. Ҫил те вӑйланӗ. Ҫавна май тата сивӗрех пек туйӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
fotokto.ru сайтри сӑн
fotokto.ru сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере ҫуллахи ҫанталӑк хӗллехине ҫаврӑнӗ.

Паян республикӑра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Канмалли кунсенче хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ: термометр 17-22 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Вырсарникун ҫил вӑйланӗ.

Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫуллахи пек ӑшӑ та уяр ҫанталӑк савӑнтарӗ: тунтикун - 20-25 градус, ытларикун 24-29 градус ӑшӑ пулӗ.

Кайран вара ҫанталӑк тӑрук сивӗтсе ярӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, унтан пирӗн пата сивӗ сывлӑш килӗ: кӗҫнерникун кӑнтӑрла 8-13 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 2-7. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрнӗрен тата сивӗрех пек туйӑнӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ текех таврӑнмӗ. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче вара пӗрремӗш юр ҫӗр ҫине ӳкме пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ.

Ырантан, ытларикунран, кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫилпе пӗрле Чӑваш Ене ӑшӑ килме тытӑнӗ, ҫавна май ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пӑрахӗ, кӑнтӑрла 18-23 градус ӑшӑ пулӗ.

Кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ. Анчах ҫумӑр шӑматкун кӑна ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче ҫил вӑйланӗ, вырсарникун вара сивӗтме тытӑнӗ. Ҫитес тунтикун кӑнтӑрла термометр 12-17 градус кӑна кӑтартӗ.

Ан кулянӑр, ӑшӑ таврӑнӗ! Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 25-мӗшӗнче республикӑна каллех тропика ӑшши килме пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Хальлӗхе республикӑра тӑм ӳкмен. Анчах синоптиксем ҫитес вӑхӑтра шӑнтма пултарассине пӗлтереҫҫӗ.

Кӗҫӗр тӑм ӳкме пултарать. Ҫитес 4 кун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил лӑпланӗ, каҫсерен тӗтре карса илме тытӑнӗ. Кӑнтӑрласерен 14-19 градус ӑшӑ пулӗ.

Ҫитес эрне варринче пӗр-икӗ кунлӑха 20 градус ӑшӑ килӗ. Ҫӗрлесерен те самай ӑшӑтӗ.

Ҫумӑр иккӗмӗш декада вӗҫӗнче кӑна ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
zakon.kz сайтри сӑн
zakon.kz сайтри сӑн

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулӗ?

Паянтан кашни кун тенӗ пекех хӗвел савӑнтарӗ. Ырантан паянхи пекех шӑрӑхах пулмӗ.

Ку эрнере кӑнтӑрласерен 17-22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 4-9. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Кӗҫнерникун хӑш-пӗр ҫӗрте ҫумӑр ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «карчӑк ӑшши» иккӗмӗш декада вӗҫӗнче пӗтӗ. Сентябрӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗрремӗш хут тӑм ӳкме тата йӗпе юр ҫума пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк
poembook.ru сайтри сӑн
poembook.ru сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех республикӑра «карчӑк ӑшши» пуҫланать.

Канмалли кунсенче хӗвел пӗлӗтсен хыҫӗнчен тухӗ, 18-23 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ. Вырсарникун ҫӗрле тӗтре карса илӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗччен тӑрӗ. Эппин, ку тапхӑра ҫирӗппӗнех «карчӑк ӑшши» теме пулать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 115
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрнен пӗрремӗш ҫурринче лайӑх шухӑшсем кӑна пулччӑр, ку сире усса кайӗ. Мӑнкӑмӑллӑх тата кӗвӗҫӳ туйӑмӗ пирки манӑр — вӗсем ним лайӑххине те илсе килмӗҫ. Йӑнӑшсене йышӑнма пӗлӗр, урӑх ҫын ҫине ан йӑвантарӑр. Тен, лайах хыпар илтетӗр, ку харпӑр пурнӑҫа ырӑ улшӑнусем илсе килӗҫ. Шанчӑка ан вӗҫертӗр — ӑнӑҫу сирӗн алӑра.

Нарӑс, 16

1930
96
Сидорова Ефросиния Сергеевна, фольклор тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын