Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ку эрнере ҫанталӑк мӗнле пулассине палӑртнӑ. Паян ирхине ҫурҫӗр районӗсенче кӗрпе, пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Халӗ ҫумӑр ӳкет.

Пирӗн пата ӑшӑ ҫывхарать, ҫӗрле термометр 10 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ыран вара Чӑваш Ен урлӑ сивӗ фрончӗ иртӗ. Ыран ирхине йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗр шурӑпа хупланӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула ыран каҫ енне 9-11 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Ҫӗрле термометр 5 градус сивӗ кӑтартӗ.

Юнкун антициклон килӗ, ҫӗрле типӗ юр ӳкӗ. Термометр 7 градус сивӗ кӑтартӗ. Эрне варринче кӑнтӑрла 0 градус пулӗ.

Шӑматкунччен сивӗ те типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Вырсарникун йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Тунтикун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ, 5 градус таран ӑшӑтӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ, 12-13 градус ӑшӑ пулас шанчӑк пур.

 

ЮПА
18

Хӗл мӗнле пулӗ?
 Софья Савнеш | 18.10.2023 16:27 |

Ҫутҫанталӑк

Хӗл ҫитмен-ха, анчах вӑл мӗнле пуласси чылайӑшне халех кӑсӑклантарать. Малтанлӑха синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗлле юр нумай пулӗ. Уйрӑмах – раштав уйӑхӗнче.

Чӳк уйӑхӗ ӑшӑ килмелле. Ҫапах ун чухне те хӗллехи ҫанталӑк пулнине манмалла мар. Климат хӗлӗ чӳкӗн 1-мӗшӗнче пуҫланмалла.

Юпа уйӑхӗнчех ҫӗр юрпа пӗрремӗш хут витӗнӗ. Чӳк уйӑхӗнче темиҫе хутчен те юр ҫӑвӗ. Хӗл чӳк вӗҫӗнче ларӗ. Ун чухне юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитмелле.

Раштав, нарӑс тата пуш нормӑран сивӗрех пулмалла. Кӑрлачпа ака – нормӑпа килӗшӳллӗн. Кӑрлачра юр сахал ҫӑвӗ, пуш уйӑхӗнче вара – нормӑран 1,5 хут нумайрах. Ҫуркунне варринче нӳрӗк дефицичӗ пулӗ ахӑртнех. Юр часах ирӗлессе кӗтмелле мар – нормӑпа килӗшӳллӗн ака варринче кӑна ҫӗр тухӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян урамра хитре те хӗвеллӗ ҫанталӑк. Ыран вара, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил вӑйланӗ: ҫеккунтра 21-26 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Циклон пирӗн пата ҫумӑр илсе килӗ.

Паян ҫӗрле, ыранхи кӑнтӑрлапа танлаштарсан, ӑшӑрӑх пулӗ. Ыран каҫ енне 1-3 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула 8-13 градус сивӗ пекех туйӑнӗ.

Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ. Ҫумӑр вара эрне вӗҫӗчченех ҫӑвӗ. Кӑнтӑрласерен 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Канмалли кунсенче ҫӗрле «минус» пулӗ. Эрнекун тата шӑматкун йӗпе юр ҫӑвӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вӗҫӗнче ӑшӑтӗ, 10-15 градус таран ӑшӑ пулӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра уяр ҫанталӑк ытларах пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, юпан 12-мӗшӗнче, республикӑра ҫил вӑйланать, ҫеккунтра 20-25 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрет. Асӑрханӑр: япӑх ҫирӗплетнӗ конструкцисем, йывӑҫсем ӳкме, пралуксем татӑлма пултараҫҫӗ. Ҫил вӑйланнӑран сивӗрех пек туйӑнӗ.

Эрнекун уяртӗ, канмалли кунсенче ҫумӑр ҫумӗ. Пукравра, шӑматкун, 15-20 градус таран ӑшӑтма пултарать. Танлаштарма: 2009 ҫулта Пукравра 20,9 градус ӑшӑ пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере кӑнтӑрла 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле вара 0 таранах ҫитӗ. Чи сивӗ кун юнкун пулӗ. Ун чухне пӗлӗтсен шайӗнчи сывлӑш 8 градус сивӗ пулӗ.

Ку эрнере йӗпе юр, кӗрпе ҫума пултарать. Ҫапах юр сийӗ пулмӗ. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫӑвӗ, унтан ӑшӑтма пуҫлӗ. Эрне вӗҫӗнче сывлӑш температури 11-16 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫил вӑйланӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ку уйӑхра тек ӑшӑ пулмӗ. Ҫавӑнпа ҫитес канмалли кунсенче водительсене кустӑрмасене хӗллехипе улӑштарма сӗнеҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юпа уйӑхӗ ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланчӗ. Синоптиксем кӗҫех юр ҫӑвасса систереҫҫӗ.

Паян каҫхине ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Шӑматкун та ҫӑвӗ. Хальлӗхе – вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн тата вырӑнӑн-вырӑнӑн. Шӑматкун каҫхине тепӗр циклон ҫитӗ. Вырсарникун ҫумӑрлӑ тата ҫиллӗ пулӗ.

Тунтикун уяртӗ. Термометр ир еннелле 0 градус патнелле кӑтартӗ. Кӑнтӑрла 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ. Ҫавна май тата сивӗрех туйӑнӗ.

Ытларикун, юнкун юр ӳкӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫитес кунсенче Шупашкарта нӳрӗк ҫур уйӑхри норма таран ӳкӗ.

Кайран каллех ӑшӑ ҫанталӑк тавранӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнери канмалли кунсенче ҫанталӑк 15-20 градус таран ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Хальлӗхе Шупашкарта тата ытти хулара хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланман. Хӑҫан ӑшӑ парӗҫ? Ҫанталӑка кура.

Ҫанталӑк вара ҫитес вӑхӑтра сивӗ тӑрӗ. Вырсарникун ҫумӑр нумай ҫӑвӗ – Шупашкарта 1 тӑваткал метр ҫине 1 литр шыв лекӗ. Ҫумӑрпа пӗрле йӗпе юр та ӳкӗ. Мӗншӗн тесен пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш температури 5 градус сивӗ пулӗ. Кӑнтӑрласерен 0-5 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, каҫхине каштах «минус» пулӗ. Кашни кун тенӗ пек йӗпе юр ҫӑвӗ.

Иккӗмӗш декадӑра ӑшӑ сывлӑш килӗ. Ун чухне 15-20 градус таран ӑшӑтас шанчӑк та пур.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян республика урлӑ сивӗ фрончӗ иртет. Ирхине вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫунӑ. Каҫхине тата ҫӗрле татах ҫӑвӗ.

Эрне варринче антициклон хуҫаланӗ. Сывлӑш кӑнтӑрла 15-20 градус таран ӑшӑнӗ. Юнкун чи ӑшши пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ.

Сивӗ фрончӗ эрнекун татах килӗ. Шӑматкун 10-12 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫумӑр вӑйлах ҫӑвӗ. Йӗпе юр ҫума пултарӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ.

Юпан 9-мӗшӗнче, тунтикун, ҫӗрле термометр «минус» кӑтартӗ, ҫулсем пӑрлак пулас хӑрушлӑх пур. Кӑнтӑрла 2-7 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнери канмалли кунсем ӑшӑ пулӗҫ. Вырсарникун термометр 23-24 градус кӑтартӗ.

Тунтикун сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варриччен кӑнтӑрла 15-20 градус пулӗ, ҫил вӑйланӗ.

Юпан 6-мӗшӗнче 12-14 градус кӑна пулӗ. Анчах сивӗ ҫанталӑк нумайлӑха тытӑнса тӑмӗ. Юпан 7-8-мӗшӗсенче кӑнтӑрла 13-18 градус ӑшӑ пулӗ.

Синоптиксем унччен пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче пӗрремӗш декада вӗҫӗнче юр ҫумаллаччӗ. Халӗ вара урӑхларах прогноз: юпа уйахӗ варричченех ӑшӑ тӑрӗ.

 

Хулара

Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта фонтансем ӗҫлеме пӑрахӗҫ. Хула ҫыннисем вӗсемпе киленсе юлма темиҫе кун ҫеҫ юлчӗ.

Фонтансене ҫанталӑк сивӗтес умӗн кашни ҫулах чарса лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫав вӑхӑт сисӗнмесӗр ҫитрӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 94
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та