Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫанталӑк мӗнле пулӗ? Иртнӗ ҫулла 2010 ҫулхине аса илтерчӗ. Ҫакна шута илсе синоптиксем кӑҫал ҫанталӑк уҫӑрах пулассине систереҫҫӗ.

Синоптиксем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хӗлле сивӗ пулӗ. Нарӑс пуҫламӑшӗнче юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫуркунне вара лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарӗ, ӑшӑ та типӗ пулӗ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче ҫеҫ хӗл хӑйӗн пирки тепӗр хут аса илтерме пултарӗ.

Ҫулла та аванах пуҫланӗ. Утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче вара ҫумӑр самай ҫӑвӗ, сывлӑш температури нормӑран пӗчӗкрех пулӗ. Кӗркунне ӑшӑ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ, ҫумӑр нумай ҫумӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑрлач уйӑхӗнче юр сахал ҫурӗ. Кӑрлач вара юр ҫунипе пуҫланчӗ. Паянхи куна юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр ҫеҫ.

Паян ҫӗрле юр нумай ҫумалла. Шупашкарта 5-10 сантиметр хулӑнӑш ҫума пултарать. Паян ӑшӑ-ха, ыран вара 9-11 градус пулӗ, ҫӗрле – 5-7 градус. Ҫил ҫурҫӗр-хӗваланӑҫ енчен вӗрнӗрен 15-20 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче 15-20 градус таран сивӗтӗ, хӗвел пӑхӗ. Ҫӗрле вара 25-27 градус таран сивӗ пулӗ. Юрать-ха, шартлама сивӗ ҫанталӑк нумая тӑсӑлмӗ. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче 10-12 градус ҫеҫ пулӗ. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче юр нумай ҫӑвӗ, 5 градус сивӗ тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӗҫех сивӗтӗ. Ҫитес талӑкра теромометр 7-12 градус кӑтартӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ, кашт юр ҫума пултарӗ.

Ытларикун ҫӗрле чӑн-чӑн сивӗ ҫитӗ. Термометр 25 градус таранах кӑтартма пултарӗ. Юнкун каҫхине те ҫаплах пулӗ. Раштав уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсене кӑнтӑрла та 20 градус сивӗ тӑрӗ. Ҫил вӑйлах пулмӗ, ҫавӑнпа чӑтма ҫӑмӑлрах.

Эрнекун ҫил вӑйланма пуҫлӗ. Ҫавна май кашт ӑшӑтсан та сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун тата вӑйланӗ, ҫеккунтра 20 метр хӑвартлӑхпа вӗрӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ӑшӑтма, ҫумӑр ҫума пултарӗ.

 

РАШ
13

Ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ
 Софья Савнеш | 13.12.2021 18:17 |

Ҫутҫанталӑк

Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫитес 10 кунра ӑшӑ та юрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Термометр вӑтамран 7-8 градус сивӗ кӑтартӗ.

Ытларикун циклон ҫитӗ, юр ҫума пуҫлӗ. Сывлӑш темератури 1-6 градус сивӗ пулӗ. Ҫил вӑйлӑ вӗрмӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декадӑра юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрнӗ май пирӗн пата сивӗ сывлӑш килӗ, теормометр 15-20 градус сивӗ кӑтартӗ. Чӑннипе вара 30 градус сивӗ пекех туйӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян урамра – чӑн-чӑн хӗлле. Ҫӗрле 15-20 градус сивӗ пулмалла. Ҫил те лӑпкӑ вӗрӗ.

Ҫак кунсенче республикӑра сивӗ те хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Ку канмалли кунсене пырса тивет.

Тунтикун кӑштах пӗлӗтленӗ те ӑшӑтма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 2-4 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫитес эрне варринче циклон ҫитӗ. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен кашни кун тенӗ пек юр ҫӑвӗ. Хӑш чухне ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑтса та илӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Росприроднадзор инспекторӗсем Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Акконд-Агро» фирма ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май агропредприятие йӗркене пӑхӑнса ӗҫлеме хушнӑ.

Инспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Акконд-Агро» каяш мӗн чухлӗ кӑларассине тата ӑна ӑҫта вырнаҫтарассине палӑртман иккен. Предприятин тавралӑха витӗм кӳресси ҫинчен деклараци те пулман. IV класлӑ хӑрушлӑх шутланакан каяшпа ӗҫеме шаннӑ ҫын вара ятарлӑ пӗлӳллӗ те пулман.

Ҫутҫанталӑка сыхлассипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти хӑш-пӗр кӑлтӑка пӗтерме хушса Росприроднадзор инспекторӗсем хут шӑрҫаланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кун пек ӑшӑ чӳк уйӑхӗ 8 ҫул пулман. Анчах ҫумӑр, юр нормӑран 2 хут нумайрах ҫунӑ. Кун пекки 2002 ҫултанпа пулман.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, юрлӑ, ашӑ чӳк уйӑхӗ хыҫҫӑн типӗ те сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал раштав пуҫламӑшӗнче юр пулмӗ. Анчах ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ. Ку эрне вӗҫнелле ӑшӑтӗ те ҫитес эрнере самай вӑйлӑ сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 15-20 градусах пулӗ.

Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче шартлама сивӗ тӑрӗ. 30 градус сивӗ пулас хӑрушлӑх та пур. Анчах хӗвеллӗ кунсем савӑнтарӗҫ пире. Уйӑх варринче кӑштах юр ӳкӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн нумай хӳсе лартӗ, 15-20 сантиметр хулӑнӑшах.

 

Республикӑра

Ҫак кунсенче республикӑра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ. Ҫавна май 4 пине яхӑн ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе тин электроэнерги панӑ.

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑйлӑ ҫиле пула республикӑра ҫанталӑк хӑрушлӑхӗн «сарӑ» тӗсӗ пулнине палӑртнӑ. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил хӑвартлӑхӗ ҫеккунтра 22 метр таран та вӗрнӗ.

Республикӑри 31 ялта электроэнерги сӳннӗ, 3800 ытла ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӑйлӑ ҫил йывӑҫсене ӳкернӗ, пӗр автомобиль сиенленнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян каҫ енне каллех ҫил вӑйланнӑ. Ыран вӑл ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫитес кунсенче ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ.

Ыран юр ҫумӗ. Вырсарникун юр пулӗ. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх та пур. Унтан ӑшӑтӗ те таврана тӗтре карса илме пултарӗ.

Ытларикун циклон килӗ, ҫавна май кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 12 литр ӳкме пултарӗ. Сывлӑш температури 5 градусран ӑшӑрах пулӗ. Ҫавна май юр ирӗлсе пӗтме пултарӗ.

Раштавӑн 3-мӗшӗнче каллех юр ҫуса лартӗ. Анчах эрне вӗҫӗнче каллех ӑшӑтса ҫумӑр ҫума пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче юр нумай ҫӑвӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑштах ҫеҫ ҫӑвӗ, каҫ енне лапка-лапка ӳкӗ.

Шӑматкун ҫӗрле атмосфера пусӑмӗ 720 милиллитр таран ӳкнӗрен чылай ҫын хӑйне япӑх туйма пултарӗ: вӑй пӗтӗ, ҫывӑрас килӗ, алӑ ӗҫ патне пымӗ. Шупашкарта талӑкра 5-7 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ.

Ҫитес эрне варринче антициклон килӗ, 10-15 градус таран сивӗтӗ. Анчах сивӗ хӗл килсе ҫитрӗ тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче 2-4 градус ӑшӑ пӗр эрне тӑрӗ. Ку пурнӑҫа кӗрсен юр ирӗлсе кайӗ. Унтан тата ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ... 95
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 20

1843
181
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
135
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
129
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
95
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
72
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
24
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть