Республикӑра 5 кун ӗнтӗ термометр 25 градус ытларах кӑтартать. Анчах хальлӗхе ҫумӑр дефицит. Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 2-мӗшӗччен йӗркеллӗ ҫумӑр ҫуман.
Шел те, синоптиксем ҫывӑх вӑхӑтра та ҫумӑр пулмасса систереҫҫӗ. Вӑл вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫума пултарать.
Ку эрнере республикӑра 23-28 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗрлесерен 14-16 градус пулӗ. Ку нормӑран 3 градус ӑшӑрах. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк сивӗтмӗ.