Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫемьесем

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Оттикӑвӑ ялӗнче пурӑнакан Картузовсен ҫемье юбилейӗ: вӗсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ.

Ылтӑн юбилярсем 50 ҫул каяллахи пекех ЗАГСа туй маршӗпе кӗнӗ, ылтӑн туй ҫитнине ӗнентерекен свидетельство ҫине алӑ пуснӑ, унтан пӗр-пӗрне ӗмӗр юратма шантарса ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ.

Петр Николаевичпа Любовь Александровна паянхи кун пысӑк та туслӑ ҫемйипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Уяв кунхине вӗсем ҫывӑх тӑванӗсемпе сӗтел хушшине пухӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_19356
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнче пурӑнакан Яндайкинсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Галина Васильевнӑпа Алексей Ивановичӑн юрату историйӗ интереслӗ: вӗсем пӗр-пӗрне пӗрремӗш хут автобусра курнӑ та туслашнӑ. Ун чухне каччӑ хӗре вырӑн панӑ. Нумай та вӑхӑт иртмен – икӗ уйӑхран вӗсем туй туса пӗрлешнӗ.

Яндайкинсем тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Шупашкар хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Галина Васильевна ҫӗвӗ фабрикинче, ҫар савутӗнче вӑй хунӑ. Алексей Иванович кун-ҫулне чукун ҫулпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл хулари предприятире стропальщикре тата крановщикре вӑй хунӑ.

«Юратса пӗрлешнӗ пулсан пӗр-пӗрне пурнӑҫ тӑршшӗпе юратмалла, яланах килӗшӳре пурӑнмалла», – тет мӑшӑр. Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса пурӑнаҫҫӗ Яндайкинсем. Ҫамрӑксене те ҫакнах сунаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19312
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар поселокӗнче кун кунлакан Аршуткинсем ҫак кунсенче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.

Виталий Георгиевичпа Юлия Ивановна 1976 ҫулта Вӑрнар округӗнчи Мӑн Явӑшри ял канашӗнче ҫемье ҫавӑрнӑ.

Ҫемье пуҫӗ Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ, кайран салтака кайнӑ. Унтан таврӑнсан тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вара шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ.

Юлия Ивановнӑн ӗҫ стажӗ 40 ҫулпа танлашать. Вӑл чылай ҫул Пенси фондӗнче вӑй хунӑ.

Аршуткинсем ывӑлпа хӗр ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем 3 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19303
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ икӗ ҫемье «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Вӗсене Раҫҫей президенчӗн указӗпе килӗшӳллӗн чысланӑ.

Ҫак чыса Шупашкар хулинчи Григорьевсем тата Вӑрмар округӗнчи Егоровсем тивӗҫнӗ.

Вячеслав Ильич тата Елена Вячеславовна Егоровсем 32 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсем ачисене мӗн пӗчӗкрен ӗҫпе пиҫӗхтерсе ӳстереҫҫӗ. Вӗсен килӗнче яланах ӑшӑлӑх тата ырӑлӑх хуҫаланаҫҫӗ.

Шупашкарти Григорьевсен вара – тӑватӑ ача. Вӗсем те туслӑ пурӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, общество ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30350
 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫемьене пушар пирки систерекен хатӗрсем тӳлевсӗр лартса парӗҫ. Вӑл хатӗрсене нумай ачаллӑ ҫемьесенче, пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче, социаллӑ хӑрушлӑхри ҫемьесенче вырнаҫтарӗҫ.

Пушар пирки систерекен хатӗре (вӑл тӗтӗм тухсан сасӑ кӑларса асӑрхаттарать) вырнаҫтарма республика хыснинчен 1,4 миллион тенке укҫа уйӑрнӑ.

Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ ыйтнипе укҫана Улатӑр, Красноармейски тата Тӑвай районӗсене валеҫсе панӑ. Унччен вӑл тӗллевпе кӗмӗле ытти муниципалитета та уйӑрса панӑ.

Патшалӑх хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа ятарлӑ ҫав хатӗрсене туянӗҫ тата вырнаҫтарса парӗҫ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнчи ЗАГС пайне Алексеевсене чыслама чӗннӗ. Николай Алексеевичпа Алевтина Николаевна пӗрле 55 ҫул пурӑнаҫҫӗ, вӗсем изумруд туя паллӑ тунӑ.

Вӗсен юратӑвӗ тӑван ялӗнчех, Ухманра, ҫуралнӑ. Вӗсем пӗрле ӳснӗ, пӗрле вӗреннӗ. Юрату туйӑмӗ вара ҫамрӑксен чӗринче Николай Алексеевич салтакран таврӑннӑ хыҫҫӑн хӗмленме тытӑннӑ.

Мӑшӑр ӗмӗр тӑршшӗпе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ. Николай Алексеевич Ленин ячӗллӗ колхозра техника эксплуатацийӗ енӗпе инженерта тӑрӑшнӑ. Алевтина Николаевна вара Ухман вӑтам шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗ.

Алексеевсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ сакӑр мӑнукӗпе, икӗ кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_19095
 

Хулара

Шупашкар хулинчи ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне панӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсене чысласси пирки малтанах хушу тухнӑ. Халӗ вара орден медальне утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗнче, алӑран тыттарнӑ.

Сӑмах – Терентьевсем пирки. Валерипе Анна пилӗк ачана воспитани параҫҫӗ: виҫӗ ывӑл та икӗ хӗр. Вӗсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысласси пирки Раҫҫей президенчӗ пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ.

Палӑртса хӑварар: Валерий Николаевич «ЭКРА» предприятин ӑслӑлӑхпа производство департаментне ертсе пырать. Пушӑ вӑхӑтра спортпа кӑсӑкланать, юрӑ-кӗвве юратать, гитара калать. Анна Зафуровна – кил ӑшшин управҫи, ҫав вӑхӑтрах ӗҫлесе те ӗлкӗрет.

 

Пӑтӑрмахсем
www.istockphoto.com сӑнӳкерчӗкӗ
www.istockphoto.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 29 ҫулти хӗр ултавҫӑсен капкӑнне хӑй ҫакланни ҫитмен, ашшӗ-амӑшне те ҫав авӑра илсе кӗрсе кайнӑ.

Пӑтӑрмах пирки вӑл йӗрке хуралҫисене нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Вӑл каласа кӑтартна тӑрӑх, мессенджерсенчен пӗринче ӑна инвестици лапамӗнче укҫа туса илме пулать тесе сӗннӗ. Телефонпа улталакансем каланӑ счет ҫине хӗр 879 пин тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутран 21 пинӗ ҫеҫ хӑйӗн укҫи пулнӑ. Ыттине вӑл кредит илнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн 50-56 ҫулсенчи ашшӗ-амӑшне те ҫавӑн пек тума ӳкӗте кӗртнӗ. «Малашлӑхлӑ проекта» хайхисем 1 миллион та 700 пин тенкӗ хывнӑ, ҫав шутран 300 пинӗ ҫеҫ хӑйсем пухса пынӑ укҫа, ыттине кредит илнӗ.

Пӗтӗмпе ҫемье 2 миллион та 610 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Тверь облаҫӗнчен питӗ хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ. М-10 федераци ҫулӗ ҫинче пулнӑ аварире Чӑваш Республикинчи ҫемье вилнӗ.

Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен. Аварире 35 ҫулти хӗрарӑм (вӑл спутник хулара дзюдо енӗпе тренерта ӗҫлет), унӑн упӑшки тата 14 ҫулти хӗрӗпе 4 ҫулти ывӑлӗ вилнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ирхи 4 сехет те 40 минутра ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса КамАЗпа ҫапӑннӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫемье отпускра пулнӑ. Инкек пуличчен темиҫе сехет маларах хӗрарӑм ҫемьепе Мускавра ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗке халӑх тетелӗнчи страницине кӑларса лартнӑ, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗпе саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/pgnovchik
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Лайӑх хыпар ҫитнӗ: Чӑваш Республикинчи икӗ ҫемье Пӗтӗм Раҫҫейри «Ку пирӗн ҫемьере» конкурсра ҫӗнтернӗ.

Кашни ҫемье 5 миллон тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Ку укҫа-тенкӗпе вӗсем пурӑнмалли условисене лайӑхлатӗҫ.

Конкурс финалӗнче Чӑваш Ен чысне пилӗк ҫемье хӳтеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче – Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Пермяковсем тата Шупашкар хулинчи тата Красноармейски округӗнчи Федоровсен, Столяренкӑсен тата Рассказовсен пӗрлештернӗ ҫемйи. Палӑртма кӑмӑллӑ: Пермяковсем финала иккӗмӗш хут тухнӑ.

Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнчи конкурса 85 регионти 330 команда хутшӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 22

1873
153
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1922
104
Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1975
51
Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи