Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫамрӑксем

Пӑтӑрмахсем
56.mchs.gov.ru сайтри сӑн
56.mchs.gov.ru сайтри сӑн

Ӗнер каҫхине Канаш округӗнчи Сухайкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче 49 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13499
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑксене ялта культура сферинче ӗҫлеме йыхравлаҫҫӗ. Республикӑн Культура институтӗнче вӗренекен ҫамрӑксем ҫав тӗллевпе ятарласа тӗлпулу ирттернӗ.

«Земствӑри культура ӗҫченӗ» федераци программине кӑҫал пирӗн республикӑра 8 ҫын хутшӑнаять. Вӗсене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗрер миллион тенкӗ парӗҫ.

Конкурса хутшӑнмалли заявкӑсене республикӑн Культура министерствинче утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри виҫӗ аграри предприятине студентсене вӗрентнӗшӗн укҫа тӳлӗҫ. Вӗсем «АПКри кадрсем» наци проектне лекнӗ. Проект ял хуҫалӑхне ҫамрӑк специалистсемпе тивӗҫтерес тӗллевӗллӗ.

Конкурсра «Мега ЮРМА» общество, «Коминтерн» кооператив тата «Ленинская искра» колхоз ҫӗнтернӗ. Вӗсене студентсене ял хуҫалӑхне илӗртме (практика тухма тата ӗҫе вырнаҫтарма) 894 миллион тенкӗ субсиди парӗҫ.

Пӗлтӗр ҫак проекта «Мега ЮРМА» предприяти лекнӗ, ӑна ун чухне 675 пин тенкӗ панӑ.

 

Хулара
vtomske.ru сайтри сӑн
vtomske.ru сайтри сӑн

Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу водителӗ 18 ҫул тултармасӑрах руль умне ларнӑ ҫамрӑка тытса чарма пулӑшнӑ.

Ҫамрӑка чарас тесе йӗрке хуралҫисем хыҫҫӑн хӑваланӑ. Васкавлӑ медпулӑшу водителӗ Виталий Андреев ҫакна асӑрхасан вӗсене пулӑшас тенӗ – ҫула пӳлнӗ. Ҫапла ВАЗ-2109 машинӑпа пынӑ ҫамрӑкӑн чарӑнма тивнӗ.

Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ пулӑшу центрӗнче Виталий Владимировича куншӑн ырӑ сӑмах каланӑ. Сӑмах май, вӑл экстреннӑй служба водителӗнче 14 ҫул ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21443
 

Культура

Шупашкарти музыка училищинче «Весенние голоса» (чӑв. Ҫурхи сасӑсем) халӑх музыкин концерчӗ иртнӗ.

Фольклор уявне унта ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Унта республикӑри ача-пӑчапа аслисен коллективӗсем, солистсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвашсен тӗрле этнос ушкӑнӗнчи халӑх юррисем тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан вырӑссен юррисем янӑраҫҫӗ.

Шупашкарти музыка училищинчи халӑх юррисене пӗччен тата хорпа юрлама вӗренекен студентсем те унта хутшӑннӑ. Вӗсем юрлана ҫеҫ мар, тӗрлӗ халӑх инструменчӗпе те каланӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнче пурӑнакан ветеран патне студентсем хӑнана килнӗ. Ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Владимир Рожкова паттӑрлӑхӗшӗн тав тунӑ.

Владимир Васильевич – 101 ҫулта. Вӑрҫа кайсан вӑл Курск тата Воронеж облаҫӗсен чиккинче тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Йывӑр амансан та фронта таврӑннӑ, Ҫӗнтерӗве Чехословакире кӗтсе илнӗ.

Владимир Рожков тӑван тӑрӑхне 1947 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Кайран техник-механик специальноҫне илсе Канашрах ӗҫлесе пурӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20843
 

Республикӑра
Олег Николаевӑн «Контактри» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олег Николаевӑн «Контактри» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри студенткӑсене 100-шер пин тенкӗ укҫа парӗҫ. Пурне те мар. Ача амӑшӗ пулма хатӗрленекеннисене.

Йывӑр ҫын пулнӑ май учета тӑнӑ ҫамрӑк хӗрарӑмсене патшалӑх хыснинчен хушма укҫа пама тытӑнӗҫ. Кӗмӗле кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн учета тӑнисене, ҫие юлнӑранпа 12 эрне иртсен парӗҫ. Укҫана Чӑваш Енре пурӑнакансене, хамӑр тӑрӑхри вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансене парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти суту-илӳ точкисенчен пӗрин парковкине халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Кун пирки йӗрке хуралҫисене систерекен тупӑннӑ. Ҫав вырӑна пакунлисем пырса ҫитнӗ.

Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, унта пухӑнма 31 ҫулти хӗрарӑм-блогер йыхравланӑ иккен. Пыракансене пӗр-пӗринпе паллашма тата хӑйӗн машини патӗнче сӑн ӳкерӗнме шантарнӑ иккен.

Саккуна пӑсса пуҫтарӑннисен тӗлӗшпе административлӑ 23 ӗҫ пуҫарнӑ. Йышра ҫул ҫитмен икӗ ача та пулнӑ иккен.

 

Персона
Ҫемье архивӗнчи сӑн
Ҫемье архивӗнчи сӑн

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри нумай ача амӑшне Надежда Цветковӑна награда пама йышӑннӑ

Вӑл пӗлтӗрхи ҫулла Атӑлта икӗ ҫамрӑка ҫӑлнӑ.

Малтан шывран хӗре туртса кӑларнӑ, унтан – каччӑна. Яш ҫыран хӗррине илсе тухнӑ ҫӗре сывламан, ӑна пляжри тепӗр ҫын пӗрремӗш медпулӑшу панӑ.

Надежда - 3 ача амӑшӗ. Вӑл штукатур-малярта ӗҫлет.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗрле Канаш хулинче «Гранта» хӑрушӑ аварие лекнӗ. Унта пулнӑ икӗ пассажирӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсем 16-ра тата 18 ҫулта пулнӑ.

Руль умӗнче 20 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ун чухне шӑпах унӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Вӑл ашшӗн машинине тапратса тухнӑ та юлташӗсемпе хула тӑрӑх ярӑннӑ. Ҫул хӗресленекен вырӑнта машина «семеркӑпа» ҫапӑннӑ, унтан юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ, ыттисем, виҫҫӗшӗ, аманнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: водителӗн права пулман.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 117
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗнче тимлӗ пулмалла, тӑкакланма васкамалла мар. Унччен алӑ ҫитмен ӗҫсем юлнӑ тӑк халӗ шӑпах вӗсене пурнӑҫламалла. Ҫитес вӑхӑта плансем хатӗрлӗр, анӑҫлӑ самантсене ан вӗҫертӗр.

Раштав, 29

1885
140
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та