Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫамрӑксем

Спорт
Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн пабликинчи сӑнӳкерчӗк
Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн пабликинчи сӑнӳкерчӗк

Пермь тӑрӑхӗнчи Чайковский хулинче 19-20 ҫулсенчи юниорсен биатлон енӗпе Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Йӗлтӗр роллерӗпе спринт ӑмӑртӑвӗнче Чӑваш Енри Дмитрий Павлов 21-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл мӗнпур мишене персе лектернӗ, финиша ҫӗнтерӳҫӗрен 27,6 ҫеккунтран ҫитнӗ.

Чӑваш Енри тата тепӗр ҫамрӑк биатлонист, Илья Серапионов, икӗ хутчен йӑнӑш пенӗ, финиша ҫиччӗмӗш килсе ҫитнӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен пирӗн республика командин спринтри ҫитӗнӗвӗ ҫапларах: Дмитрий Павлов — 2-мӗш вырӑн, Илья Серапионов — 7-мӗш; Дмитрий Петров — 49-мӗш, Олег Яковлев — 61-мӗш, Антон Яковлев — 69-мӗш.

Пикесенчен Мария Усова 24-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Серафима Роман — 36-мӗш, Ирина Смирнова — 49-мӗш. Полина Усова ячӗ спорт протоколӗнче пулман.

 

Персона
«Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Эпӗ вӑйлӑ хӗр. Хӑш чух ытлашши те», – тенӗ хӑйӗн пирки Чӑваш Енри Валентина Алексеева. Аса илтерер: вӑл «Мисс Раҫҫей» тата «Мисс БРИКС» ятсене тивӗҫнӗ.

Пӗр вӑхӑтра вӑл пӗрмай Филипп Киркоровпа тӗрлӗ мероприятие хутшӑнни пирки МИХсем нумай ҫырчӗҫ. Кайран хӗр Илья Мительман усламҫӑпа тусли пирки сӑмах тухрӗ.

50 ҫулти еврейпа Чӑваш Енри 20 ҫулти хӗр туй тӑвасси пирки сӑмах тухрӗ. Туй Арабсен Пӗрлештернӗ Эмиратӗнчи уйрӑм ҫыннӑн утравӗ ҫинче юпа уйӑхӗнче иртет-мӗн. Туй ирттерме 500 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ-мӗн. Вӑл хакран ҫурри эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ валли тухса кайӗ.

Филипп Киркоровпа тӗл пулать тесе калани хӗре ывӑнтарса ҫитернӗ иккен. «Манпа пулма пултарайман япалана ман пирки калаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Валентина халӑх тетелӗнче.

«Эпӗ вӑйлӑ хӗр, хӑш чухне ытлашши те. Ман характерпа мана урӑх арҫын чӑтаймӗ те. Ҫавӑнпа эпӗ хам пеккине тата шанма май пуррине суйларӑм», — тенӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31455
 

Персона
max.ru/channel_chuvashia_21 каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
max.ru/channel_chuvashia_21 каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Валентина Алексеева олигархпа тӗл пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хыпарланӑ.

Чӑваш Енри пике, «Раҫҫейӗн чи хитри пики» ята тивӗҫнӗ хӗр, 50 ҫулти олигархпа тӗл пулать тесе сӑмах тухнӑ. Пуянран та пуян ҫав ҫын ял хуҫалӑх магначӗ Илья Мительман-мӗн.

Унччен ку пуянӑн Ирина Шейкпа, Жанна Фрискепе, Мария Кожевниковӑпа тата Ольга Бузовӑпа роман пулнӑ тесе сӑмах-юмах сарӑлнӑ. Халӗ вара МИХсем вӑл Чӑваш Енри 20 ҫулти Валентина Алексеевӑпа тӗл пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Сӑмах май каласан, Чӑваш Ен пики Филипп Киркоров юрӑҫпа та пӗрмай пӗрле пулни пирки темиҫе хутчен те хыпарларӗҫ. Валентина вара МИХсене хӑйӗн савнийӗ урӑх ҫын тесе пӗлтернӗччӗ. Апла-и, капла-и, кашни ҫыннӑн хӑйӗн пурнӑҫӗ.

 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хальхи вӑхӑтра Екатеринбург хулинче Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен форумӗ иртет.

Фестивале 191 ҫӗршыври вунӑ пин ытла ҫамрӑк хутшӑнать. Ҫав йышра Чӑваш Ен делегацийӗ те пур. Пирӗн регионтан унта 52 ҫын кайнӑ.

«Пӗрремӗш кунранах кунти сывлӑш тыткӑнларӗ. Пурте ырӑ кӑмӑллӑ, телейлӗ, йӑл кулаҫҫӗ. Ҫӗнни нумай пӗлтӗм, тӗрлӗ ҫӗршывра туссем тупрӑм», — палӑртнӑ Чӑваш Енрен кайнӑ Диана Хусаинова.

Форума уҫнӑ кун ҫамрӑксем Екатеринбург урамӗсем тӑрӑх чӑваш ялавне йӑтса утнӑ. Вӗсем халӗ форумра вӗренӳ тата ӗҫ мероприятийӗсене хутшӑнаҫҫӗ, Раҫҫейри проектсемпе, пуҫарусемпе, тӗрлӗ ҫӗршыв культурипе паллашаҫҫӗ, ытти ҫамрӑкпа опытсемпе пайланаҫҫӗ. Делегатсем хӑйсем те ӑсталӑх лаҫҫи ирттереҫҫӗ.

Палӑртса хӑварар: форум Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-232121545_1782
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри следовательсем Шупашкар хулинче пулса иртнӗ тискер преступление уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗнер каҫхине, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр ҫуртра 15 ҫулти хӗр виллине тупнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, ӑна хӑйӗнпе тантӑш ҫамрӑк пӑвса вӗлернӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Каччӑ хӗре зарядник пралукӗпе пӑвнӑ. Тискер преступление тусан вӑл тарнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви органӗсем ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри хулинче шыраса тупнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ.

Следстви малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/channel_chuvinform
 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Кирилл Степанов фермер тата аслӑ шкулта вӗренет. Тӗрӗссипе каласан, Чӑваш Енӗн патшалӑх телекуравӗ Кирилл университетра вӗренет тесе 2023 ҫултах пӗлтернӗччӗ-ха.

Кирилл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкултан вӑл тата унӑн хӗрӗ Даша 2021 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Халӗ вара ҫамрӑк мӑшӑр магистратурӑра вӗренме пуҫланӑ. Магистратурӑра Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче зоотехника енӗпе пӗлӳ илӗҫ.

Кирилл Степанов ҫамрӑк фермер тесе блог йӗркелесе янӑ ҫамрӑк нумаях пулмасть Алтай тӑрӑхӗнчи Дашӑпа пурӑнма пуҫланӑ. Вӑл чӑваш ялне куҫса килни пирки тӗрле массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пӗлтерчӗҫ, халӑх тетелӗнчи пабликсенче те ҫырчӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-213945932_91804
 

Республикӑра

Таиландра ҫухалнӑ 19 ҫулти хӗр ашшӗ-амӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.

Анна Горшкова ҫывӑх ҫыннисемпе видео урлӑ ҫыхӑннӑ, унӑн йӑлтах лайӑххине, вӑл Бангкокра пулнине пӗлтернӗ, укҫа ыйтман.

Аса илтерер: Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти Анна Горшкова Чулхулара вӗреннӗ, ҫу уйӑхӗнче вӑл кӗтмен ҫӗртен Раҫҫейрен тухса кайнӑ. Кун пирки никама та каламан-мӗн.

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл «Мускав-Пекин» рейспа вӗҫсе кайнӑ. Китайри Раҫҫей посольствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланда вӗҫме билет туяннӑ. Унтан вӑл ӑҫта ҫул тытни паллӑ мар.

Каяс умӗн хӗр амӑшӗ патне каярах вуламашкӑн ҫыру хӑварнӑ, унта вӑл хӑй хӑрушсӑрлӑхра иккенне, ӑна никам та тытса чарманнине, пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шырама тухса кайнине пӗлтернӗ. Ҫывӑх ҫыннисене хӗр шӑв-шав ҫӗклеме, полицие хыпарлама хушман.

 

Чӑвашлӑх

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Анастасия Анохина, Александр Кириллов тата Александра Миронова ҫӗнӗ йышши шкул дневникне хатӗрленӗ. Вӑл икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла. Унпа 1-4-мӗш класра вӗренекенсем усӑ курма пултараҫҫӗ.

Расписанипе юнашарах Чӑваш Ен историйӗ, йӑли-йӗркипе культури ҫинчен тата паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗ пирки информацисем пур. Кунсӑр пуҫне дневник ҫинчи информацие икӗ чӗлхепе ҫырнӑ.

Дневниксене «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ Президент гранчӗсен фончӗ тата ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пулӑшнипе сарӗҫ. Халӗ 3 пин экземпляр пичетлесе кӑларнӑ ӗнтӗ. Вӗсене республикӑри шкулсене тӳлевсӗрех парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтра илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтра илнӗ сӑнӳкерчӗк

Таиландра Шупашкарти хӗр ҫухалнӑ. 19 ҫулти Анна Горшкова Чулхулара вӗреннӗ, ҫу уйӑхӗнче вӑл кӗтмен ҫӗртен хамӑр ҫӗршывран тухса кайнӑ. Кун пирки пике никама та каламан-мӗн.

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл «Мускав-Пекин» рейспа вӗҫсе кайнӑ. Китайри Раҫҫей посольствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланда билет туяннӑ. Унтан вӑл ӑҫта ҫул тытни паллӑ мар.

Каяс умӗн хӗр амӑшӗ патне каярах вуламашкӑн ҫыру янӑ, унта вӑл хӑй хӑрушсӑрлӑхра иккенне, ӑна никам та тытса чарманнине, пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шырама тухса кайнине пӗлтернӗ. Ҫывӑх ҫыннисене хӗр шӑв-шав ҫӗклеме кирлӗ мар, полицие ан хыпарлӑр тесе ыйтнӑ.

Унтанпа Анна ӑҫтине никам та пӗлмест. Хӗр 170 сантиметр ҫуллӗш, 55 килограмм таять, куҫӗ симӗсрех-сарӑрах тӗслӗ иккен.

 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» конкурс иртет. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви йӗркеленӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑк авторсене палӑртмалли конкурса хутшӑнакан ӗҫсене йышӑнас вӑхӑта чӳк уйӑхӗччен тӑснӑ.

Пултарулӑх конкурсне 18-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Конкурс номинацийӗсем ҫапларах:

• Илемлӗ проза (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)

• Поэзи (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)

• Документлӑ проза (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)

• «Ӳкерчӗксемпе сӑнӳкерчӗксенчи истори (комикссем)» ятарлӑ номинаци.

Ӗҫсене вырӑсла тата чӑвашла йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне 50 пин тенкӗ гран-при лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3481
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 123
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 03

1884
142
Морев Иван Михайлович, Чемей пӑлхавӗн ертӳҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
2014
12
Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та