Чӑваш Республикин Элтеперӗ ячӗпе Абхазирен тав ҫырӑвӗ килнӗ. Унӑн авторӗ — Абхази Республикин Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Игорь Ахба.
Игорь Ахба Михаил Игнатьева пирӗн тӑрӑхра вӗсен делегацине ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн ырласа ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Эпӗ Абхази Республикин Президентне Чӑваш Енре питӗ сумлӑн кӗтсе илнине, ҫулҫӳрев программи интереслӗ те тухӑҫлӑ пулчӗ тесе пӗлтертӗм. Рауль Джумкович хӑйӗн сӑмахӗнче ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Республикине килме йыхравланине тепӗр хут ҫирӗплетсе каларӗ. Делегаципе хӑвӑра, Михаил Васильевич, йыхравлать. Сире тата сирӗн республика ертӳлӗхне тепӗр хут тав тӑватӑп. Пӗлсех тӑратпӑр, малашне те Чӑваш Республикипе Абхази Республики юлташла тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлессе, ӗҫлӗ ҫыхӑнусем ҫирӗпленсе вӑй илессе», — тесе шӑрҫаланӑ ҫырура.
Чӑваш хастарӗсен «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ. Хальхинче вӗсене Алексей Талвир урамӗ хыҫӗнче вырнаҫнӑ вӑрманти тирпейсӗрлӗх пӑшӑрхантарнӑ. Хастарсен шухӑшӗпе унти ҫӳп-ҫап экологи тӑрӑмне пӑсать, ҫырма тӗпӗпе юхакан Шупашкар ятлӑ шыва варалать. «Ирӗклӗх» яваплисене тупса вӗсене ҫак тирпейсӗрлӗхе пӗтерме хушма ыйтать.
Ку вӑрман Заовражнӑй (Ҫырмахыҫ) микрорайонпа Университет урамӗ иртекен микрорайонсем хушшинчи ҫырмара вырнаҫнӑ. Ҫумӗпе дачӑсем те, уйрӑм ҫуртсем те чылай пулнӑран, халӑх унта канма юратнӑран (анчах хӑйсен хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтарманран) ҫак пӗчӗк вӑрманта тирпейсӗрлӗх ытла та вӑйлӑ хуҫаланать. Ҫакна «Ирӗклӗх» ҫырупа ярса панӑ 7 сӑнӳкерчӗкре те кӑтартнӑ.
Нумай пулмасть Пил Тымарлан Раҫҫей Федерацийӗн Пенчи фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнчен хурав илнӗ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫырӑва ун патне почта урлӑ мар, ятарласа чӑвашла пӗлекен курьер тытса ҫитернӗ. Аса илтеретпӗр, чӑваш чӗлхишӗн ҫунакан паллӑ чӑваш хастарӗ пенси страхлав хутне илейменнишӗн пӑшӑрханса хӑйӗн евитне Пенси фондне иртнӗ уйӑхра ярса панӑччӗ. Мӗншӗн халӗ те ҫак документа илейменнин сӑлтавӗ — Пил Тымарлан халӗ те СССР вӑхӑтӗнчи паспортпа ҫӳренинче. Раҫҫей паспортне вӑл унта пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫуккишӗн илме килӗшмест.
Пенси фончӗн вырӑнти уйрӑмӗ панӑ хуравра пенси страхлав хучӗ мӗн тума кирлине ӑнлантарса панӑ, мӗншӗн ӑна вырӑсла кӑна хатӗрленине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхипе республикӑсенчи вырӑнти чӗлхесен статусӗ пирки те ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ. Хуравӑн тулли тексчӗпе аяларах вырнаҫнӑ ӳкерчӗксене паллашма пулать.
Апла-и, капла-и, ҫавах та Пил Тымарлана пенси страхлав хучӗ патне пыма чӗннӗ. Хӑйӗнпе пӗрле гражданин кам пулнине ҫирӗплетекен документа илсе пыма сӗннӗ. Вӗсен шутне ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство та кӗнине шута илсен — ӑна икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ-ҫке — Пил Тымарланӑн пенси страхлав хучӗллӗ пулса тӑма шанчӑк пурах.
«Ирӗклӗх» чӑваш халӑх пӗрлӗхӗ хула администрацийӗ патне ҫӗнӗ ҫырупа тухнӑ, унта вӑл чӑвашсене Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композици ытла та япӑхланса кайнипе пӑшӑрханнӑ.
Хастарсем ҫырура пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк кивелсе кайнӑ, ун ҫумӗнче строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине монументаллӑ композицие ытла та япӑхлантарса янӑшӑн яваплисене палӑртма тата кӳлепен малашлӑхӗ пирки пӗлтерме ыйтать.
Композици авторӗ паллӑ чӑваш кӳлепеҫи Фёдор Мадуров шутланать. Маларах ҫак кӳлепе Шупашкара Етӗрне ҫулӗпе кӗнӗ вырӑнти ункӑра вырнаҫнӑ пулнӑ. Каярах ӑна влаҫрисен йышӑнӑвӗпе Шупашкарӑн 500 ҫулллӑхӑн паркне куҫарнӑ. Кӳлепе авторӗн шухӑшӗпе, унӑн хальхи вырнаҫӑвӗ ытла та килӗшӳсӗр, Шупашкар ҫыннисен шухӑшӗпе юланутсем халь Мускава мар, Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркӗнчен анӑҫарах вырнаҫнӑ мунчана каяҫҫӗ имӗш.
Евгений Борисова Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑварнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ ултӑ ҫынна «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе айӑпланӑ. Ҫав шутра, вулакан ӑнланчӗ ӗнтӗ, Евгений Борисов та пулнӑ. Ӑна 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 10 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле. Тата ӑна суд Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑвармалла тунӑ.
Ҫак кунсенче Евгений Борисов ячӗпе ҫӗршыв Президенчӗ Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани ҫитнӗ. Анчах ӑна Евгений Борисова хальлӗхе тытса усракан Шупашкарти следстви изоляторне яманнине, тӑванӗсене панине Александр Борисов журналист хӑйӗн блогӗнче пӗлтерет.
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хастарсем ӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне, ҫавӑн пекех Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Юрий Поповпа ЧНК президенчӗн Николай Угаслов ячӗпе янӑ. «Ирӗклӗхе» Федераци Канашӗн экономика политикин председателӗн ҫумӗн сӑмахӗсем килӗшмен. Сергей Вячеславович Калашников нумай пулмасть ҫапларах каланӑ: «… Унсӑр пуҫне наци тӗсӗсӗр административлӑ субъект йӗркелесе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр наци республикисене пӗрлештерме пулать, сӑмахран Чӑваш Ене, Мӑкшӑ Республикине, Мари Эле е ыттисене. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак регион экономика тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталанса кайма пултарӗ».
Хастарсем пирӗн республика патшалӑх пулнине (кӑна Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ ҫирӗплетет), пирӗн республикӑран ыйтмасӑр ытти тӑрӑхсемпе пӗрлештерме юраманнине пӗлтернӗ. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх ӗҫтешӗсем уйрӑммӑн Сергей Калашников сӑмахӗсене Чӑваш Республикин Конституцийӗн гаранчӗ шутланакан Чӑваш Республикин Элтеперӗ, республикӑн Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш наци конгресӗ нимӗнле те хак паманнине тата сивлеменнине палӑртнӑ.
Хастарсен шухӑшӗпе экономика ыйтӑвне мала хурса Сергей Калашников социаллӑ тата культура ыйтӑвӗсене, наци факторне шута илмест.
Чӑваш чӗлхин патшалӑх статусне ҫирӗплетес тесе сахал мар кӗрешекен Пил Тымарлан нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн пенси фончӗн Чӑваш Республикин Шупашкар хулинчи управлени пуҫлӑхне чӑвашла евит янӑ. Вӑл «Эпӗ ку таранччен Раҫҫей Федерацийӗн пенси страхлав хутне илейместӗп. Пенси страхлав хучӗ ҫӳккипе эпӗ ӗҫлӗ пулаймастӑп, сывлӑха тӳрлетейместӗп», — тесе пуҫланӑ вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче.
Пенси страхлав хучӗсӗр ҫӳренин сӑлтавӗ — Пил Тымарлан халӗ те Раҫҫей Федерацийӗн паспортне илменнинче. Ӑна вара вӑл патшалӑхӑн ҫӗнӗ паспортӗнче чӑвашла ҫырманнине пула алла илмен, халӗ те СССР вӑхӑтӗнчипе ҫӳрет. «Эпӗ хальхи РФ тата ЧР влаҫӗ ҫакӑн пек майпа этемӗн гражданла пӗрланлӑх правине чакаракан хӗсӳллӗ, вышкайсӑр политикине чунтан-чӗререн сивлетӗп», — тесе ҫырать ваккат пирӗн алла лекнӗ ҫырура. Паспортра чӑвашла ҫырмасӑр вӑл ӑна алла илме пултарайманни пирки пӗлтерет: «Ӑна алла илни мана кӗлмӗҫе кӑларать, манӑн кӑмӑл-сипет пуянлӑхне сиен кӳрет, чыса пӑсать, ырӑ ята ярать».
Пенси фончӗ мӗнлерех хурав пани хальлӗхе паллӑ мар-ха.
Шупашкарти «Электроприбор» савут ӗҫченӗсем сехет йӗппине ҫуллахи вӑхӑта куҫарттарасшӑн. Вӗсем кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ыйтса ҫырнӑ. Ҫыру айне 200 яхӑн ҫын алӑ пуснӑ.
Савутрисем Чӑваш Енри вӑхӑта пӗр сехет маларах куҫарттарасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе капла май ахаль ҫынсем асапланаҫҫӗ. Ӗҫченсем ҫутӑ куна усӑллӑ ирттересшӗн. Ҫӗр ӗҫӗпе вӗсем 22–23 сехетченех аппаланасшӑн ав. Сехет куҫарни медицина тӗлӗшӗнчен те усӑллине палӑртнӑ вӗсем.
Сӑмах май, Алтай крайӗпе Чӗмпӗр облаҫӗнче куҫарӗҫ — пушӑн 27-мӗшӗнче ҫак тӑрӑхсенчи вӑхӑт пӗр сехет мала куҫӗ. Кӑҫал ҫак йышӑнӑва тунине вӗсем халӑхӑн ӗҫ хастарлӑхӗ чакнипе ҫыхӑнтарнӑ. Ун чухне ҫынсем ытларах суранланнӑ, аварие тӑтӑшрах ҫакланнӑ.
Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» наципе культура аталанӑвӗн пӗрлӗхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫӗнӗ сӗнӳпе тухнӑ — Конституци судне йӗркелеме сӗннӗ. «Ирӗклӗх» хастарӗсен шухӑшӗпе ку Чӑваш Республикинче граждансен обществине тата правӑллӑ патшалӑха аталантарма май парӗ, республикӑн суд системине лайӑхлатӗ, чӑваш патшалӑлӑхне ҫирӗплетӗ, граждансен конституци прависене, ирӗклӗхне тата интересӗсене судра хӳтӗлеме пулӑшӗ. Конституци сучӗ Раҫҫей Федерацийӗнче пурӗ виҫӗ республикӑра ҫеҫ ҫук иккен — Алтайпа Крым республикисенче тата Чӑвашра. Аса илтеретпӗр, пирӗн Раҫҫейре пурӗ 22 регион республика (патшалӑх) шайӗнче шутланать.
«Ирӗклӗх» ятарлӑ тӗпчев те ирттернӗ — вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн республикӑра саккуна пӑсакан нормативлӑ право акчӗсене сахал мар тупӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӑш чухне республика ертӳҫисемпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем йышӑннӑ саккунсем халӑх хушшинче хӗрӳ калаҫусем ҫуратаҫҫӗ. Конституци судне йӗркелесен граждансем хӑйсен прависене лайӑхрах хӳтӗлеме пултарасса шанать «Ирӗклӗх» пӗрлӗх.
Хастарсем Патшалӑх Канашне янӑ ҫырура Чӑваш Республикин Конституци судне йӗркелеме пур мерӑсене те тума, ҫав шутра Чӑваш Республикин Конституцине республикӑри суд системи пирки улшӑнусем кӗртме, «Чӑваш Республикин Конституци Сучӗ ҫинчен» саккуна тата ытти нормативлӑ право акчӗсене хатӗрлесе йышӑнма ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарти электроаппаратура савучӗ хӑйӗн конкурентне сирес тесе унӑн продукцине ухрлакан ҫыру шӑрҫаланине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ тупса палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн савута 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Явап тыттарнипе килӗшмесӗр савут ЧР Арбитраж судне ҫитнӗ, суд та монополипе кӗрешекенсене майлӑ пулнӑ.
Монополипе кӗрешекенсенчен «Электрооборудованин сӑнавлӑ савучӗ» суту-илӳ ҫурчӗ 2014 ҫултах пулӑшу ыйтнӑ. Унта вӑл Шупашкарти электроаппаратура савучӗ тавар туянакансем патне вӗсен продукцине хурлакан ҫыру янине пӗлтернӗ. Ҫырура савут менеждерӗсем конкурентсем хӑйсен таварне электроаппаратура савутӗнче кӑларнӑ евӗр суяҫҫӗ тесе ӗнентерме пӑхнӑ, пахалӑхӗ те хайхисен чаплах мар имӗш, ҫавӑнпа та электроаппаратура савутӗнчен кӑна туянмалла-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |