Чӑваш чӗлхин патшалӑх статусне ҫирӗплетес тесе сахал мар кӗрешекен Пил Тымарлан нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн пенси фончӗн Чӑваш Республикин Шупашкар хулинчи управлени пуҫлӑхне чӑвашла евит янӑ. Вӑл «Эпӗ ку таранччен Раҫҫей Федерацийӗн пенси страхлав хутне илейместӗп. Пенси страхлав хучӗ ҫӳккипе эпӗ ӗҫлӗ пулаймастӑп, сывлӑха тӳрлетейместӗп», — тесе пуҫланӑ вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче.
Пенси страхлав хучӗсӗр ҫӳренин сӑлтавӗ — Пил Тымарлан халӗ те Раҫҫей Федерацийӗн паспортне илменнинче. Ӑна вара вӑл патшалӑхӑн ҫӗнӗ паспортӗнче чӑвашла ҫырманнине пула алла илмен, халӗ те СССР вӑхӑтӗнчипе ҫӳрет. «Эпӗ хальхи РФ тата ЧР влаҫӗ ҫакӑн пек майпа этемӗн гражданла пӗрланлӑх правине чакаракан хӗсӳллӗ, вышкайсӑр политикине чунтан-чӗререн сивлетӗп», — тесе ҫырать ваккат пирӗн алла лекнӗ ҫырура. Паспортра чӑвашла ҫырмасӑр вӑл ӑна алла илме пултарайманни пирки пӗлтерет: «Ӑна алла илни мана кӗлмӗҫе кӑларать, манӑн кӑмӑл-сипет пуянлӑхне сиен кӳрет, чыса пӑсать, ырӑ ята ярать».
Пенси фончӗ мӗнлерех хурав пани хальлӗхе паллӑ мар-ха.