Раҫҫейӗн ҫичӗ регионӗнчи общество организацийӗсем РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Сергей Нарышкин ячӗпе ҫырупа тухнӑ. Унта вӗсем «Концепция преподавания русского языка и литературы» (чӑв. Вырӑс чӗлхине тата литературине вӗрентессин концепцийӗ) проекта хушма пункт кӗртме ыйтнӑ.
Нумаях пулмасть Раҫҫейӗн вӗренӳ академийӗнче вӗренӳ учрежденийӗсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессине сӳтсе явнӑ. Концепцие РФ Патшалӑх Думин ертӳҫи ҫумӗнчи ӗҫ ушкӑнӗ хатӗрленӗ. Проекта сӳтсе явнисен хушшинче вырӑс чӗлхи вӗрентекенсем, пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне хатӗрлекенсем, педагогика аслӑ шкулӗсен ертӳҫисем тата ыттисем пулнӑ, концепцие ырланӑ.
Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи: Тутарстанри, Саха-Якутри, Хакасинчи, Мӑкшӑ Республикинчи, Коми Республикинчи, Бурятинчи общество организацийӗсем, ҫав шутра Чӑваш Енри «Хавал» та, ҫырупа тухнӑ. Унта вӗсем вырӑс чӗлхине тарӑннӑн вӗрентме ӑнтӑлнипе пӗрлех наци чӗлхисене те манмалла марри пирки чӗнсе каланӑ.
Асаилтеретпӗр, унччен ҫырупа Тутарстан тата ытти тӑрӑхсенчи Патшалӑх канашӗсем тухнӑччӗ. Вӑл шутра Чӑваш Республикинчи депутатсем те вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепцинче туса ҫитермеллисем пурри пирки пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш хастарӗсен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗ ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хальхинче Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерствине ҫырнӑ.
Информаци политикин министерствинчен чӑваш хастарӗсем Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн анлӑшне сарма ыйтаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра чӑваш телекуравне сахал ҫын курма пултарни пирки асӑнаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума информаци политикин министерствинче укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварма ыйтаҫҫӗ. Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» наци телерадиокомпанине спутник урлӑ пӑхма майсем тума пулӑшма та ыйтнӑ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра чӑвашла кӑларӑмсемпе виҫӗ телекомпани тивӗҫтерет: «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш наци телекуравӗ тата «ЮТВ» телеканал. Шупашкарта ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра «21+» канал ӗҫлет, анчах унӑн программинче чӑвашлисем ҫук.
Кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансен нуши-терчӗ тепӗр икӗ ҫултан вӗҫленмелле. Ҫитес ҫул вӗсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарса пӗтересшӗн.
Ҫакӑн пек ҫутӑ ӗмӗтпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче, ун пирки эпир маларах пӗлтертӗмӗр, палӑртса хӑварнӑ.
Кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансене хӑтлӑ ҫурт-йӗре куҫарма 5 миллиард тенке уйӑрмалла. Ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ырӑ хыпар 847 ҫуртри 13 пин те 100 ҫынна савӑнӑҫ кӳмелле — паян шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗн кивӗ ҫурт-йӗрте кун кунлать те ҫӗр ҫӗрлет.
Хваттер ыйтӑвӗ пирки каланӑ май Михаил Васильевич Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ытти ҫавӑн йышши категорие ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме кӑҫал хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрассине пӗлтернӗ. Ку тупра 4 пин те 700 ҫемьен пурнӑҫ условине лайӑхлатма ҫитӗ.
Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Ӑна итлеме Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем те, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем те, ял тӑрӑхӗсен ертỹҫисем те, общество организацийӗсен пайташӗсем те, предприятисемпе организацисене ертсе пыракансем те тата, паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем тата ытти официаллӑ ҫынсем пухӑнчӗҫ. Ҫырӑва Михаил Игнатьев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вуларӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер Ҫырӑвӗн телеверсийӗпе кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче каҫхине 19 сехетре Чӑваш наци телекуравӗнче, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра «Эрне хыпарӗсем» программӑра паллашма май килӗ.
Шупашкарта ҫулсерен иртекен «Салтака ҫыру ҫыр» акци старт илет. Ӑна хулари вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ ирттерет.
Унта хутшӑнакансене Раҫҫей салтакне ҫыру шӑрҫалама сӗнеҫҫӗ. Салтаксене ырӑ сӑмах, тав туни пулмалла унта. Авторсем хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗксене, ӳкерчӗксене уйрӑмах палӑртӗҫ.
Ҫырӑва алӑпа ҫырма е компьютерпа наборлама юрать. Унта автор пирки калани, плансем, ӗмӗтсем пулмалла. Сӑвӑсемпе сочинени те вырӑнлӑ пулӗ. Унта ят-шыва, ӑҫта тата миҫемӗш класра вӗреннине, телефон номерне палӑртмалла.
Конкурса Шупашкарта пурӑнакан 10-16 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫнелле (раштавӑн 23-мӗшӗнче) Тутарстанри депутатсем Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе ҫыру хатӗрлесе янӑ, унта вӗсем Раҫҫей Федерацийӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцинче ҫитменлӗхсем пуррине палӑртнӑ. «Концепцинчи вырӑс чӗлхин аталанӑвӗ пирки калакан пая хатӗрлесе ҫитернӗ пулин те Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ документра вырӑс мар тӑван чӗлхесене аталантарма тата упрама паракан конституци шанӑҫне тивӗҫтерменни, Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен вӗрентӳ тата культура прависене хӳтӗлеменни пирки палӑртать», — тесе ҫырнӑччӗ. Вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепци ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийен 26-мӗш статьян иккӗмӗш пайӗпе килӗшсе тӑманни пирки палӑртнӑччӗ. Пӗлӗве вырӑсла кӑна илме пултарни конституци шантаракан халӑхсен пӗртанлӑхне пӑсни пирки те ҫырура кӑтартнӑччӗ.
Тутарсем хатӗрленӗ Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе янӑ ҫырӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗнче те пӑхса тухнӑ.
Чӑваш хастарӗсем Конституцие патшалӑх ӑнлавне тавӑрма ыйтнӑ. «Ирӗклӗх» общество ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ыйту ҫырса янӑ.
Хастарсем ҫырура 2012 ҫулта Чӑваш Республикин ӑнлавӗнчен «патшалӑх» сӑмах ҫухалнине аса илтернӗ. Пӗр сӑмахпа, Чӑваш Ен Раҫҫейре республика ҫеҫ. Хастарсен шухӑшӗпе, ку регионти Конституци тытӑмне пӑсать. Ҫавӑнпа «Ирӗклӗх» Конституцие «патшалӑх» сӑмаха тавӑрма ыйтать.
Ҫырура РФ Конституци сучӗн 2000 ҫулти определенине палӑртнӑ. Ун чухне суд «республика (патшалӑх)» субъектсен патшалӑх суверенитетне палӑртнине пӗлтерменнине, Конституципе право статусне ҫеҫ кӑтартнине каланӑ.
Ҫавӑн пекех хастарсем ытти 17 республика Раҫҫейри демократиллӗ патшалӑх пулнине палӑртнӑ. Ҫапла Алтай, Хакас, Калмӑк тата Чӑваш республикисем ҫеҫ палӑртман.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Турцирен хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе кӳрсе килме юрамасть. Ҫав шутра — сутма та. Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗн республикӑри потребительсен прависене хӳтӗлекен обществӑсенчен санкцине лекнӗ тавара тупас тӗпӗшпе пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫырӑва пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчех валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех ку ҫырусем Шупашкар администрацине, Чӑваш Енӗн суту-илӳпе промышленность палатине, Чӑваш Енен экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн тата суту-илӳн министерствине ҫитнӗ.
Суту-илӳ предприятийӗсене тимлӗрех тӗрӗслеме пуҫлани пирки Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗ малтанах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Турци тӗлӗшпе пирӗн патшалӑх санкцисем чӳкӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӗртме шут тытрӗ. Ун чухне Турци ҫар самолёчӗ Раҫҫей патшалӑхӗн бомбардировщикне персе антарчӗ.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти пӗрлештернӗ вулавӑшра ачасен «Хӗл мучи патне — ҫыру» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта тӗп хулара пурӑнакан 1300 ытла шӑпӑрлан хутшӑннӑ.
Жюри пур ҫырӑва та тимлӗ вуланӑ. Ачасем Хӗл мучине хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Хӑйсем Хӗл Мучипе Юрпике пулнӑ-тӑк мӗн тӑвӗччӗҫ? Ҫак ыйтӑва та хуравланӑ вӗсем.
Ачасем Хӗл Мучирен парне кӑна мар ыйтнӑ. Вӗсем тӗнчери тӑнӑҫлӑх, килти хӑтлӑх, сывлӑх пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӑлӑхсем вара ҫемье тупасшӑн.
Ачасем ҫырӑвӗсене илемлетнӗ. Ҫӗр-ҫӗр ҫыруран жюри пайташӗсем чи лайӑххисене суйланӑ. «Шупашкар хулинчи пӗчӗк тикки — 2016» ята 7-ри Тимур Таланцев ҫӗнсе илнӗ. Принцесса ятне вара 6 ҫулти Эвелина Лямина тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкарти тӗп Юрпике раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче парнесемпе тата дипломпа чысланӑ.
Тӗп номинацисемсӗр пуҫне чи лайӑх 30 ҫырӑвӑн авторӗсене палӑртнӑ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ паян республикӑри тӑватӑ карас ҫыхӑнӑвӗн операторне — «МегаФон»-а, «Билайн»-а, «Теле2»-е, «МТС»-а — хӑйсен сервисне чӑвашла та йӗркелеме ыйтса ҫыру янӑ. Унта вӗсем тӑван чӗлхепе усӑ курасси Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунӗсем ыйтнине тивӗҫтерни пулнине палӑртнӑ. Хӑйсен ҫырӑвӗнче вӗсем саккунпа килӗшӳллӗн чӗлхе пӗлменни халӑхпа ӗҫлекен организаци ӑна хӑйӗн сервисӗпе тивӗҫтерме пултараймассине пӗлтерменни пирки асӑннӑ.
«Ирӗклӗх» ҫавӑн пекех чӗлхе сакунне тивӗҫтерсе Раҫҫей Федерацийӗн ытти тӑрӑхӗсенче мӗнле ӗҫлени пирки те асӑннӑ. Тӗслӗхрен, «Билайн» суту-илӳ маркин хуҫи «Вымпелком» Тыва тата Тутарстан республикисенче абонентсене сервиспа тывалла тата тутарла тивӗҫтереҫҫӗ. Красноярск тӑрӑхӗнче китайсем ыйтнипе вӗсем йышлӑн пурӑнакан вырӑнта «Билайн» вӗсем валли хӑйӗн тарифӗсене китайла куҫарса панӑ. Тутарстанра тутар чӗлхипе хӑйӗн тарифӗсем пирки «Мегафон» та пӗлтерет.
Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» пирӗн республикӑра пурӑнакан ытларах пайӗ чӑвашсем пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |