
Тӗрӗссипе каласан, ӗлӗкхи пурнӑҫ историре юлмалла. Пирӗн таврапӗлӳҫӗсем ӗлӗкхи пурнӑҫра чакаланма юратнине эпӗ пӗрре те кӑмӑлламастӑп. Хам шухӑша эп яланах ҫирӗплетсе калатӑп: пирӗн ӗлӗкхи ҫине мар, пуласлӑхалла пӑхма вӗренмелле. Ӗлӗкхине эпир улӑштараймастпӑр. Вӑл пулнӑ, иртнӗ. Шывӗ юхса кайнӑ. Тавӑраймӑн. Пуласлӑха вара эпир хамӑр тӑватпӑр, вӑл мӗнле пуласси пирӗнтен килет. Ҫапла май пуласлӑх тӗлӗшпе ытларах вӑй хумалла. Ку ман кредо.
Апла пулин те, иртнӗ вӑхӑта, XIX ӗмӗре, хӑрах куҫпа та пулин пӑхса илме май пурри ҫав-ҫавах питӗ кӑсӑклӑ. Ӗлӗк ҫынсем мӗнле пурӑннине пӗлме интереслӗ. Ҫавна май хам та час-часах таврапӗлӳ енӗпе пӗлӳ шыракалатӑп. Уйрӑмах маншӑн хам ҫуралса ӳснӗ тӑрӑх кӑсӑклӑ. Статьясенче тӗл пулакан йӑнӑшсене юсани те пит кирлӗ ӗҫ тесе шутлатӑп — пӗри ҫырнӑ хыҫҫӑн ҫав йӑнӑш ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен кӗнекене куҫса пырать. Авторсем йӑнӑшсене ним шухӑшламасӑр копилесе илеҫҫӗ.
Чӑвашсем хушшинче ҫырулӑх ӗлӗк вӑйлах сарӑлман (сӑмах XIX тата маларахри тапхӑрсем пирки пырать), ҫавна май вӑл е ку летопись ҫине таянса хамӑр историне пире пӗлме йывӑртарах.

Китайри Чунцин сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ Ушань уесӗнче пурӑнакансем тинех чӑнкӑ тӑвайккисене ҫӑмӑллӑн хӑпарма пултарӗҫ. Маларах ку тӑвайккисене парӑнтарма вӗсен кашни кун пӗр сехет вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Халӗ вара хӑрушӑ та кукӑр-макӑр сукмаксемпе улӑхас вырӑнне вӗсем ҫӗнӗ хатӗрпе — «Ушань турри» эскалаторпа — усӑ курма пултараҫҫӗ. Ӑна тӗнчери ҫавӑн йышши хатӗрсенчен чи вӑрӑмми тесе йышӑннӑ.
Объекта 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак кунхине ҫавӑн пекех Китайри Ҫӗнӗ ҫула уявланӑ. Уявра аҫтахасен ташшине кӑтартнӑ, урамсене хӗрлӗ хунарсем илемлетнӗ. Ҫак мӑнаҫлӑ проектӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — унӑн конструкцийӗнче. Инженерсем чул ту витӗр тӳрӗ ҫул чавасшӑн пулман. Конструкцине вӗсем сӑрт-тусем тавра вырнаҫтарнӑ, ҫапла май вӑл авкалана-авкалана тӑва ыталать теме пулать.
Суту-илӳ центрӗсенче тӗл пулакан ахаль эскалатор вырӑнне кунта 905 метр тӑсӑлакан кӑткӑс транзит комплексне йӗркеленӗ. Вӑл Турӑ проспектӗнчи вертикалӗпе тӑсӑлса 242,14 метр ҫӳллӗше хӑпарать. Ку 80 хутлӑ небоскребӑн ҫӳллӗшӗпе тан. Ҫак кӑткӑс тытӑмра 21 эскалатор, 8 лифт, 4 траволатор (куҫаракан ҫул) тата ҫуран ҫынсем валли тунӑ темиҫе кӗпер вырнаҫнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче паян чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта инкек пулнӑ: унта локомотив тата «Форд Фокус» машина ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 46 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Шел те, вӑл вырӑнтах вилнӗ. Инкек вырӑнӗнчи сӑнӳкерчӗке пӑхсан локомотив машинӑна сӗтӗрсе кайни курӑнать.
Ҫав вырӑнта пулса курнӑ ҫынсем «Про Город» телеграм-каналӗнчи пост айӗнче комментарисем ҫырнӑ тӑрӑх, чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта юр ҫӳллӗ. Ҫапах та унта светофор пур. Ахӑртнех, вӑл хӗрлӗ ҫуннӑ пулнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Шупашкар муниципалитет округне кӗрекен Тутаркасси тӗлӗнче йӗрке хуралҫисем пӗр водителе хӑваланӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем «Лада Ларгус» ҫӑмӑл машинӑна асӑрханӑ. Пакунлисене машина ҫулпа епле пыни сисчӗвлентернӗ. Вӗсем машинӑна чарас тенӗ те водитель йӗрке хуралҫисем ыйтнине пӑхӑнман. Вӑл вӗсенчен тарса пытанма шухӑш тытнӑ.
Пакунлисенчен тарма хӑтланса ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине те тухса кайнӑ, светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те пӑхӑнса тӑман.
Пакунлисем таркӑн-водителе пӗрех тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ, салонта водительсӗр пуҫне пӗрле эрех ӗҫнӗ виҫӗ тусӗ ларса пынӑ. Кунсӑр пуҫне тата
унччен судпа айӑпланнӑ 45 ҫулти арҫыннӑн водитель правине унччен виҫӗ хутчен туртса илнӗ иккен.

Пирӗн ҫӗршывра пассажирсене самолетпа турттармалли тата хӑна ҫурчӗсен правилисене ҫӗнетнӗ. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
Тавӑрса памалла мар билета та ӳлӗмрен тавӑрса пама май килӗ. Анчах кун валли шута илме тивӗҫ сӑлтав пулсан: сӑмахран, авиарейса 30 минут ытларах тытса чарсан е ҫула тухма шутланӑ ҫыннӑн ҫывӑх ҫыннисем е пассажир хӑй чирлесен.
Электрон тата хут документсем пӗр пек праваллӑ пулса тӑнӑ – ӳлӗмрен аэропорта ҫитсен документсене пичетлемесен те юрать.
Салона вара ача люльки, кӳми, кресло-кӳме, туя, сусӑр ҫынсене ҫулта-йӗрте кирлӗ ытти япалана илсе кӗртме юрать.
Ҫакӑ туризм инфраструктурине тата хамӑр ҫӗршыври туризма вӑйлӑрах аталантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ авари хыҫҫӑн должноҫӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2025 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ӗҫри машинӑпа, кроссоверпа, аварие лекнӗ, машинӑна юсаса тӑкакланас мар тесе шар курнӑ водителе айӑпа хӑйӗн ҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кайран инспекторсем киличчен служба машинин водителӗ валли ҫынна тупнӑ. Ҫапла айӑплӑ мар ҫынна явап тыттарнӑ, округ пуҫлӑхӗ вара хӑйӗн ӗҫченӗсене страхлав тӳлевӗ илмешкӗн документсем тӑратма хушнӑ. Ҫапла страхлав организацине 400 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Округ пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Паян кӑнтӑрла Комсомольски округӗнчи авари пулнӑ, инкекре 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Киа» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 32 ҫулти арҫын фурӑран иртсе кайма тӑнӑ, хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Анчах фура хыҫӗнче вӗҫекен юра пула вӑл хирӗҫ килекен машинӑна курман – унпа ҫапӑннӑ. «Ниссан» рулӗ умӗнче 65-ри арҫын пулнӑ.
Икӗ водитель те вилнӗ. «Киа» машинӑра пулнӑ 44-ри хӗрарӑм аманнӑ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.

Ӗнер каҫ енне асар-писер тӑман тапранса кайнине пула Шупашкартан самолётсем те вӗҫсе каяйман. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Мускава каймалли икӗ рейс та ҫула тухайман.
Сургутран Шупашкара вӗҫсе килсе Минеральные Воды хулине 20 сехет те 50 минутра каяканнине темиҫе хутчен те урӑх вӑхӑта куҫарнӑ. Кайран вара паян ирхине 8 сехетре ҫула тухассине пӗлтернӗ.
Авиакомпани ҫынсене каҫхи апатпа (бургерпа) тивӗҫтернӗ, хулари хӑна ҫурчӗсене вырнаҫтарса тухнӑ. Унта трансфер йӗркеленӗ. Самолет паян кӑнтӑрла иртсен ҫеҫ ҫула тухнӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Кӳкеҫре васкавлӑ пулӑшу машини юр ӑшне путса ларнӑ. Ӑна ҫынсем тӗксе кӑларнӑ. Пӑтӑрмах Первомайски урамӗнчи 20-меш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ патӗнче пулса иртнӗ.
Ҫула япӑх тасатнӑран васкавлӑ пулӑшу машини те юр ӑшне путса ларать тесе вырӑнти хастарсем Кӳкеҫӗн официаллӑ ушкӑнӗнче каласа кӑтартас тенӗ, анчах вырӑнти тӳре-шара хистенипе видеона кӑларса ҫапнӑ иккен, видео авторне вара хура списока кӗртсе хунӑ.

Кӑҫал ака уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 18 ӑслӑ «зебра» тума палӑртнӑ. Ку – нейросетьлӗ видеоаналитикӑллӑ комплекс пирки: смарт-камерӑсем ҫуран утакана асӑрхасан «зебра» проекци ҫуттине, «Ҫуран ҫӳрекен ирттерсе яр» ҫутӑ таблоне, хӑрушсӑрлӑх йӗрки пирки аса илтерекен сасса ҫутаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра регионти ҫулсем ҫинче ҫавӑн пек 9 система пур: Етӗрнере, Муркашра, Кӳкеҫре, Хӗрлӗ Чутайра, Красноармейскинче, Нурӑсра, Йӗпреҫре. Ака уйӑхӗччен тепӗр 9 вырнаҫтарӗҫ: Стрелецкинче, Шӑнкӑртамра, Ҫӗмӗрлере, Элӗкре, Вӑрнарта тата Патӑрьелте.
