Ҫӗрпӳ районӗнче ваттисен ҫуртне юсама пуҫланӑ. Ӗҫсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Скворцов паллашни ҫинчен saif_ruslan Инстаграмра пӗлтернӗ.
Унта туса ҫитереймен кӑлтӑксем питӗ нумай иккен. Юсавҫӑ-организаци тивӗҫе ҫиелтен пурнӑҫланӑ. Стенасене малтанласа вӗсем алӑ ҫитнӗ таран ҫеҫ сӑрланӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗрӗслевпе пырсан рабочисенчен пӗри, хӗрарӑм, тӗплӗн мӗншӗн юсамалла тесе тӗлӗннӗ. «Кунта Путин е судья пурӑнӗ-им? Тепрер уйӑхран кинемейсем пӗрех вараласа пӗтерӗҫ», — тенӗ именмесӗр.
Ваттисен ҫуртӗнчи пӳлӗмсенчен пӗринче хӑй вӑхӑтӗнче пушар тухнӑ. Унтанпа темиҫе уйӑх иртнӗ пулин те коридорти картлашкана хӑрӑмран ҫаплипех тасатман, кӗтессене эрешмен карти сырса илнӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи кивӗ лифтсене ылмаштарма палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал икӗ ҫуртри 4 лифта улӑштарӗҫ, килес ҫул — 24 ҫуртри 112 лифта. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енри тӗплӗ юсав фончӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Долгов ӗнер Шупашкарта иртнӗ семинарта ӗнентернӗ.
Лифт отраслӗнчи ыйтусене Наци лифт пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ирттернӗ семинарта сӳтсе явнӑ. Унта ӗҫ тӑвакан влаҫра тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекен тӳре-шара, строительство организацийӗсен тата управляющи компанисен ертӳҫисем, общество пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, лифт организацийӗсенче тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.
Маларах асӑннӑ Вячеслав Долгов нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗрти пурлӑха юсасси ҫинчен калакан программӑна епле пурнӑҫланипе кӗскен паллаштарнӑ. Чӑваш Енӗн Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсав программине 5110 ҫурта кӗртнӗ, вӗсенче — 1100 лифт. Юлашки пилӗк ҫулта 49 ҫуртри 177 лифта ылмаштарнӑ.
Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорне Олимпиада Епифановӑна должноҫран кӑларнӑ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен асӑннӑ фонда ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорне ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ку должноҫе Вячеслав Долгов йышӑнӗ. Ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх вӑл ку ӗҫре 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен вӑй хурӗ. Ку таранччен Вячеслав Долгов «Жилкомсервис-1» ертсе пыракан компанин директорӗ пулнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Олимпиада Епифанова та ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх ҫак должноҫре пилӗк ҫул вӑй хунӑ. Ӑна фонд директорӗн пуканне 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче шанса панӑ.
Нумай пулмасть юлташпа калаҫса илтӗм. Вӑл вара паянхи ҫынсем ухмахрах пулни пирки сӑмах хушрӗ. «Чӑн та малтан ҫынсем унашкалах ухмах марччӗ», — терӗ вӑл. — «Ӑнлантаран, ӑнлантаран, вӗсен пуҫне вара нимӗн те кӗмест.».
Ман юлташ карас телефонӗсем юсакан мастерской тытать. Юсамалли вара нумай — пӗрин телефонӗ блокировкӑланнӑ, теприн экранӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, виҫҫӗмӗшӗ хӑйӗн телефонне шыва чӑмтарнӑ… Ҫапла май ун патне пынӑ ҫынсемпе чылай калаҫма тивет, хӑш-пӗр япаласене ӑнлантарса памалла пулса тухать. Ытти юсав мастерскойӗсенче мӗнлине пӗлместӗп те, анчах ман юлташ хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ тума тӑрӑшать. Клиентсем унӑн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлччӑр тесе кӑсӑк япаласене те ӑнлантарса парать.
Юлташ сӑмахӗсем хыҫҫӑн хам та шухӑша путрӑм. Чӑн та халӑх ухмахрах-шим? Ман юлташ паянхипе ӗнерхи куна мар, паллах, танлаштарать. Вунӑ-ҫирӗм ҫул каяллахипе хальхи вӑхӑта. Эпир унпа пӗр вӑхӑталла ҫуралнӑ та танлаштармалли, паллах, пурах. Паянхи кун эпир, калӑпӑр, 1990-мӗш ҫултисемпе танлаштарсан ӑслӑрах темелле. Пирӗн халь кашнин ахаль телефон ҫеҫ мар, смартфон пур, эпир тӗнче тетелне кӗрсе тем те пӗр пӗлме пултаратпӑр.
Етӗрне хулинче шыв ыйтӑвӗ ҫивч ҫӗкленнӗ. Унти икӗ скважина кивелнӗ, вӗсене ҫӗнетмелле. Халӑх кӑмӑлсӑрланнине кура тата ыйту ӳлӗмрен пушшех ҫивӗчленесрен Етӗрне районӗнчи прокуратура тӗпчеме тытӑннӑ.
Надзор органӗ ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче скважинӑна юсассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпех пӑхса хӑварни ҫиеле тухнӑ. Ӗҫе пурнӑҫлассишӗн муниципалитетӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗ явапли палӑрнӑ.
Предприяти хӑй кӑмӑлӗпе юсаманнине кура прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та надзор органӗпе килӗшнӗ — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн скважинӑсене юсамаллах тесе йышӑну кӑларнӑ.
Яваплисем суд йышӑнӑвне пурнӑҫланине Етӗрне районӗнчи прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Эрнекун, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав кӗперне уҫӗҫ. Ӑна тӗплӗн юсас ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн хута ярӗҫ. Шупашкар влаҫӗсем тата регион ертӳҫисем объект республикӑшӑн пӗлтерӗшлине палӑртаҫҫӗ. Кӗпер республикӑн тӗп хулин историлле пайӗнче вырнаҫнӑ, Шупашкарӑн икӗ районне ҫыхӑнтарать.
Кӗпере юсама 1,5 миллиард тенкӗ ытла ларнӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 1,1 миллиард ытларах, федераци хыснинчен уйӑрнӑ.
«Ултӑ полосаллӑ кӗпер транспорт ҫӳрессине ҫӑмӑллатмалла, ҫавӑнта инкексем пулассине чакармалла», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта ҫырнӑ тӑрӑх, кӗпер уҫнӑ чух техника парадне ирттерӗҫ.
Республикӑн Стройминӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен РФ Президенчӗ 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ 1061-мӗш хушупа килӗшӳллӗн юсанӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне тӗплӗн юсама 17 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурта 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне тӗпрен ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки RosTender.info хыпарланӑ.
Ӳнер учрежденийӗн администрацийӗ конкурс иртессине пӗлтернӗ ӗнтӗ. Тендер вӑхӑтӗнче подряд организацине суйласа илӗҫ.
Театр хӑйӗн стенисене ӑшӑрах тӑвасшӑн, чӳрече ылмаштарасшӑн, витражсемпе алӑксене ҫӗнетесшӗн, картлашкана ҫӗнӗрен тӑвасшӑн, урай хӑмине ылмаштарасшӑн, стенана илемлетесшӗн.
Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ҫамрӑксен театрне юсама ӗмӗтленекен строительство организацийӗсен заявкисене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Тепӗр виҫӗ кунтан, раштавӑн 17-мӗшӗнче, ҫӗнтерӳҫӗ организацие суйласа илӗҫ.
Ют хуласене Шупашкартан самолетпа вӗҫсе курнисем пирӗн аэропорт хӑтсӑррине сиснех ӗнтӗ. Пире, пысӑках мар регионта пурӑнакансене, ку вӑл питех пӑшӑрхантарсах каймасть те пулӗ. Анчах Мускаври тата ытти хулари аэропортсемпе усӑ куракансем кунта мелсӗррине асӑрхаҫҫех ӗнтӗ.
2021 ҫул тӗлне аэропорта юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Юсав валли 550 миллион тенкӗ таран тухса каймалла. Кун пирки унӑн директорӗ Руслан Минаев Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтернӗ.
Самолет кӗтекенсем валли зал иккӗмӗш хутра пулӗ. Пассажирсене регистрацилемелли зала йӗркене кӗртӗҫ. Багаж йышӑнса ӑна паракан уйрӑмсем те меллӗ пулӗҫ. Самолет вӗҫмелли уя та юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Аэропорт ӳлӗмрен харӑсах икӗ рейс йышӑнайӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче строительство организацийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхне асӑннӑ хулари 2-мӗш вӑтам шкула вӑхӑтра юсаманшӑн явап тыттарма йышӑннӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗ вырӑнти «Готика» мар тулли яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тунӑ. Контрактра шкула юсассине тата ҫав ӗҫӗн вӑхӑтне палӑртса хунӑ.
Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх шунӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн вӑхӑчӗ те персе ҫитнӗ. Строительство организацийӗ юсав ӗҫне пӗрех вӗҫлемен. Ҫавна пулах асӑннӑ шкулта вӗренмелли вӑхӑта 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫеҫ пуҫлама май килнӗ.
Строительство организацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе прокуратура Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 7.32-мӗш статйин 7-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Васкаман пуҫлӑха суд штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарти вырӑс драма театрӗн спектаклӗсене курас тесен малашне театра мар, Культура ҫуртне кайма тивӗ.
Вырӑс спектаклӗсене юратакансем ӳлӗмрен Шупашкарти «Салют» культура керменне ҫӳреме пуҫлӗҫ. Анчах чылайлӑха мар. Мӗншӗн тесен театр ҫӗнӗ вырӑна яланлӑха куҫмасть. Ҫӗнӗ ҫӗрте артистсем хайсен тӑван культура учрежденийӗнче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑран вӑхӑтлӑха тӗпленӗҫ. Театр 100 ҫулхи юбилейне хатӗрленет.
Ҫӗнӗ вырӑнта пӗрремӗш спектакле чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Куракансене ун чух «Фальшивая монета» ӗҫе чӗнеҫҫӗ. Тепӗр кунне, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, «Царевна-лягушка» тата «Бешеные деньги» ятлисене кӑтартӗҫ; чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче — «Женитьба» камите. Кассӑн телефон номерӗ унчченхиех: 57-29-83.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.