Куславкка пуҫлӑхӗсем Жомини барон ҫуртне тара парасшӑн. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн Культура министерствипе Куславкка хула администрацийӗ аукцион ирттерме хатӗрленет. Барон ҫурчӗ культура эткерлӗхӗ шутланать. Ӑна халӑх инвентаризацийӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев республика парламентне янӑ Ҫырура халӑх инвентаризацине ирттерессине кӑҫал та малалла тӑсмаллине палӑртса хӑварнӑччӗ. Акци тӗллевӗ — юхӑнса ларакан пурлӑха тупса палӑртасси, ҫавӑн пирки тӳре-шарана пӗлтересси. Пуҫлӑхсем вара ун пек ҫурт-йӗре, ҫӗре тивӗҫлипе усӑ курасси пирки пуҫа ватма тивӗҫ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 858 объекта хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Вӗсене пурне те халӑх инвентаризацийӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Мускавра паян Чӑваш Енӗн экономика потенциалӗн хӑтлавӗ иртнӗ. Мероприятие РФ Ют ҫӗршыв министерствинче йӗркеленӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унта хутшӑннӑ.
Ҫавӑн пекех хӑтлава РФ ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Сергей Лавров, Федераци Канашӗн, Патшалӑх Думин, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен элчисем хутшӑннӑ. Унта ют ҫӗршыв дипломат ведомствин 96 элчи килме килӗшнӗ.
Ют ҫӗршыв дипломачӗсене Чӑваш Республикипе паллаштарнӑ, экономика потенциалӗ, проектсем пирки каласа кӑтартнӑ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – ют ҫӗршыв инвесторӗсене илӗртесси.
Хӑнасем чӑвашсен апат-ҫимӗҫне, наци костюмӗсемпе йӑли-йӗркипе курма пултарнӑ. Сӑмах май, кунашкал хӑтлав Владимир, Чӗлепи, Омск, Тӗмен облаҫӗсен, Кӑнтӑр Уралӑн пулнӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫак кунсенче Федор Мадуровӑн «Вӑрҫӑ ачисем» куравӗ ӗҫлет. Унта художникӑн скульптурипе, графикипе тата живопиҫӗпе паллашма пулать. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн 75 ҫулхине халалласа йӗркеленӗ.
Курава уҫма республикӑри тӳре-шара: культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен «Пехил» общество организацийӗн правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ, художник ҫуралнӑ Шӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинчен тухнӑ ентешлӗхӗн пайташӗ Анатолий Ухтияров тата ыттисем хутшӑннӑ.
Вячеслав Ориновпа Юрий Исаев юбиляра курав уҫӑлнӑ ятпа саламласа республикӑн ӳнер ӗҫне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав хучӗпе чысланӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗсене ҫӳрекенсем унти ларусем кичем иртменнине, хӑш чух путишлерех самантсем те сиксе тухнине асӑрханах пулӗ.
Ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче иртнӗ сессире Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерсе отчет турӗ. Доклада сӳтсе явнӑ чухне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ишӗлекен ҫурт-йӗртен граждансене куҫарас программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ май ҫапларах ҫавӑрттарса хучӗ: «Пилӗк миллиард илнӗ, эпӗ ҫирӗплетсе каламастӑп, анчах ҫав 5 миллиарда вӑрласа пӗтермен-ши тесе шикленетӗп».
Сессие тӗнче тетелӗнче трансляциленӗрен ӑна кирек кам та итлеме пултарать. Чӑваш Енӗн Юстици министерстви Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне Моляков сӑмахӗ обществӑна начар витӗм кӳмен-ши тесе тишкерме ыйтса ҫыру янӑ.
Институтӑн пуҫлӑхӗ Петр Краснов «Правда ПФО» интернет-хаҫата вӑл ҫырӑва илнине хирӗҫлемен. «Ун пек калани япӑх реакци ҫуратма пултарнӑ. Анчах Интернета тишкернӗ чух эпир ун пек ахрӑм асӑрхамарӑмӑр», — тенӗ Петр Краснов.
Йӗпреҫ районӗнче Буинскра ҫынсене кивӗ ҫуртран пӗлтӗрех хӑтлӑ хваттере куҫармалла пулнӑ. Анчах «Санар-строй» компани ӗҫе халӗ те вӗҫлемен. Куншӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ паян ирттернӗ Правительство канашлӑвӗнче строительсене ӳпкеленӗ, васкаманнисен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма чӗнсе каланӑ.
Аса илтерер, ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫармалли программӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
«Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан муниципалитетсем те пур-ха. Шупашкар хулипе Ҫӗмӗрле районӗнче лару-тӑру ҫӑмӑлах мар. Паянхи куна илес пулсан ҫапах та вӗсенче ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Программӑна 2017 ҫулта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпех пурнӑҫласа пӗтермелле», — тенӗ республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫеҫ мар, ҫывӑх вӑхӑтра та Космонавтика кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти иртет. Ака уйӑхӗн 17—19-мӗшӗсенче, акӑ, Андриян Николаева халалласа Шупашкарта баскетбол ӑмӑртӑвне йӗркелӗҫ.
Космонавтика кунӗнчи паллӑ пулӑмсен шутне вара Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Мемориал комплексне чӑваш ятне тӗнчене кӑларнӑ ентешӗмӗрӗн юсаса ҫӗнетнӗ «Волга» автомобильне парнеленине кӗртме пулать. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн автобази ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Машина уҫҫине музейра ӗҫлекенсене чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов тыттарнӑ.
Космонавтика кунӗнче Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа выставка центрӗн территорийӗнче космонавтсен пӗрремӗш отрядне халалласа аллея уҫнӑ. Ӑна пуҫараканни — Чӑваш Енри пахчаҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Юрий Соколов.
М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Наградӑпа ректора пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӗнер чысланӑ.
Наградӑна ректора «И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Ӑсчахсен канашӗн, Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн, вӗрентекенсен, ашшӗ-амӑшӗсен сӗнӗвӗсене шута илсе» «пирӗн регионти вӗренӳпе наукӑна аталантарас ӗҫе пысӑк витӗм кӳнӗшӗн» панӑ. Ҫав аслӑ шкулта юлашки ҫулсенче Чӑваш Енри самай ача пӗлӳ пухать.
ЧР патшалӑхӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, М.В. Ломоносов ячӗллӗ МПУ ректорӗ Виктор Садовничий тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев аслӑ шкулпа Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен те ӗнер алӑ пуснӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн тата чӑваш сценин икӗ ӑсти пысӑк чыса тивӗҫнӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Сергей Иванова Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ хисеплӗ ят панӑ. Драма театрӗнчи кулӑш ӑсти Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята унчченех тивӗҫнӗччӗ. Асӑннӑ театрӑн тепӗр ӗҫченӗ, Аркадий Андреев, Сергей Ивановпа пӗр кун Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ пулса тӑнӑ.
Маларах эпир Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи Виталий Сергеев кулӑш ӑстине Чӑваш Республикин Элтеперӗн пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята панине хыпарланӑччӗ.
Чӑваш телеканалӗпе «Приложение силы» телепроектӑн иккӗмӗш кӑларӑмне кӑтартӗҫ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Телепроектӑн Элтеперпе ӳкернӗ иккӗмӗш кӑларӑмне сывлӑх сыхлавне халалланӑ. Михаил Васильевич эфирта медицина пулӑшӑвне тӳлевсӗр тата тӳлевлӗ парас ыйтусене сӳтсе явӗ. Ҫавӑн пекех пульницӑсенче тухтӑрсем ҫитменни пирки калаҫӗҫ. Кӑларӑма общество ӗҫне хастар хутшӑнакан ҫынсем, пациентсем, ЧР Сывлӑ сыхлавӗн ӗҫченӗсем, медицина факультечӗн студенчӗсем хутшӑнӗҫ.
Кӑларӑма ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 9 сехетре «Россия 1» телеканалпа регионти эфирта курма май пулӗ. «Россия 24» телеканалпа вара ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 19 сехетре, Наци телекуравӗпе акан 18-мӗшӗнче 20 сехет ҫурӑра кӑтартӗҫ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗренӳпе спорт комплексӗнче «Танцевальный фейерверк» (чӑв. Ташӑ фейерверкӗ) уҫӑ Кубок иртнӗ. Унта хутшӑннисем Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн ташланӑ.
Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен сӑмахӗнче пӗр-пӗрин ячӗпе ӑшӑ сӑмах самай каланӑ. Республика ертӳҫи ачасене спортӑн ҫак енӗпе аталантарнӑшӑн ашшӗ-амӑшне те ырланӑ.
Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртекен ӑмӑртура пултарулӑха ҫула тата программӑна кура хакланӑ. Кӑҫалхи Кубокшӑн Мари Элти, Тутарстанри, Чӑваш Енри, Чулхула, Киров, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи ташӑҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби Кубок пирки кӗскен хыпарланинче ҫӗнтерӳҫӗне хальлӗхе асӑнманччӗ-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |