Шкул ачисен хӗллехи каникул пулсан та вӗсем хӑйсем валли ӗҫ тупаҫҫӗ. Ав Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнче каникулта та пултарулӑх кружокӗсем, спорт секцийӗсем, хушма занятисем ӗҫлеҫҫӗ.
11-мӗш класра вӗренекенсем 2-мӗш чӗрӗк пуҫланичченех ППЭне мӗнле предметсемпе тытмаллине палӑртнӑ-мӗн. Ҫапла майпа вӗсем харпӑр расписанипе кун валли хатӗрленеҫҫӗ.
Хутар шкулӗнче чылайӑшӗ обществознанипе физика предмечӗсене суйланӑ-мӗн. Ҫавӑнпа ҫак предметсене вӗрентекенсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Каникула та пӑхса тӑмаҫҫӗ — ачасемпе пӗрле хатӗрленеҫҫӗ. Ара, вӗсем яш-хӗр экзамена ӑнӑҫлӑ тытассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ-ҫке-ха.
Чӑваш Енре кадастр инженерӗ пуласшӑннисем йышлӑ иккен. Квалификаци экзаменне ӑнӑҫлӑ тытакансен йышӗ ӳссе пырать — хальлӗхе пирӗн республикӑра 286 кадастр инженерӗ ӗҫлет иккен.
Кадастр инженерӗсем ҫинчен калакан саккун ӗҫлеме тытӑннӑ хыҫҫӑн аттестат илме пирӗн республикӑра 482 заявлени панӑ иккен. Экзамен тытма 478 ҫынна ирӗк панӑ, вӗсенчен 286-шӗ тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ.
Аса илтеретпӗр, пурлӑха харпӑрлӑх куҫариччен малтан ӑна кадастр учетне тӑратнӑ. Ун валли вара чылай чухне ҫӗр лаптӑкне виҫмелле, техника планӗ хатӗрлемелле.
Кадастр ӗҫне тутарма инженер шыранӑ чух хайхисен аттестат пуррипе ҫукки пирки кӑсӑкланмалла. Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫе пурнӑҫлама аттестатлисен кӑна ирӗк пур.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври аслӑ шкулсен ректорӗсемпе тӗлпулнӑ. Съездра уйрӑмах историе пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Ректорсен канашӗ Президента шкултан вӗренсе тухакансене историпе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тыттарма сӗннӗ. Ӑна вырӑс чӗлхипе математика пек тӗп экзаменсен йышне кӗрттересшӗн. Кун пирки «Раҫҫей К» канал пӗлтерет.
— Кашни ҫын историе пӗлме, хӑйӗн ҫӗрне юратма тивӗҫ, — тенӗ Мускав патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий.
Съездра ҫӗршыври аслӑ пӗлӳ тытӑмне аталантарас ыйтӑва та хускатнӑ. Президент ҫак пӗлӳ шайне тиркекен те пуррине палӑртнӑ. Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансен диплом кӑна мар, пӗлӳ, ӗҫлеме пӗлни те пулмаллине каланӑ. Кунпа вара кашни аслӑ шкулах мухтанма пултараймасть-мӗн.
Ӗнер Раҫҫей правительстви тӗнчерен хупӑнас тӗлӗшпе тепӗр утӑм тунӑ — Future Leaders Exchange (FLEX) калӑпӑшлӑ вӗренӳ программинчен тухнӑ иккен. Вӑл программӑпа килӗшӳллӗн Раҫҫей шкул ачисем АПШ-ра тӳлевсӗр вӗреннӗ, пурӑннӑ. Правительство ҫак утӑма программӑна хутшӑннӑ пӗр ача АПШ-ра юлни пирки, «АПШ влаҫӗ ачана опекӑна илни» пирки тунӑ пулать.
FLEX программӑна АПШ Конгресӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ, унпа усӑ курса СССР-а кӗнӗ патшалӑх ачисем АПШ пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллашма пултарнӑ, америка ачисен те хӑнасен пурнӑҫне лайӑхран ӑнланма май пулнӑ. Программӑна 8–10 класра вӗренекен ачасем хутшӑнайнӑ. Вӗсен ятарлӑ экзамен тытмалла пулнӑ, ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн вӗсем ҫулталӑк хушши АПШ-ри «вӑтам пурлӑхлӑ» ҫемьере пурӑнма тата шкула ҫӳреме пултарнӑ. Программӑна пурӗ 22 пин ача хутшӑннӑ, вӗсенчен 8 пинӗ — Раҫҫейрен.
FLEX программӑна хутшӑнас тесе Чӑваш Ен шкул ачисем те тӑрӑшса пӑхнӑ. Экзаменсем 4-мӗш лицейра иртнӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫӗнтерсе АПШ-ра вӗренсе-пурӑнса та курнӑ пулинех.
Сӑмахӗ кунта 16 ҫул тултарнӑ, патшалӑхӑн пӗтӗмӗшле аттестацине 9-мӗш класс тытакан ачасем пирки пырать.
Ашшӗ-амӑшӗн хыҫӗнче пурӑнакан ача-пӑчана штрафлани тӗрӗссипе тӗрӗсех маррине пӗлес тесе пӗчӗкрех инстанциллӗ суд ҫӗршывӑн Аслӑ судне ыйтупа тухнӑ иккен. Лере ҫак ӗҫе тишкернӗ те 16 ҫул тултарнӑ ачана штрафлама юранине палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, 9-мӗш класс хыҫҫӑнхи аттестаци вӑхӑтӗнче йӗрке пӑснӑшӑн кун пек категорие РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодекс 3–5 пин тенкӗ штрафлама ирӗк парать. 3 е 5 пин е урӑхларах виҫепе штрафлассине вара тӳре палӑртать. Виҫине палӑртнӑ чух ҫав ҫын ачан пурлӑх лару-тӑрӑвне, вӑл епле ҫын иккенне шута илме тивӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов ӗнер Аҫтӑрхан облаҫне ӗҫпе ҫитнӗ. «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Началово ялти хусах (выр. казак) кадечӗсен корпусне уҫнӑ хушӑра ҫак ыйтӑва ӑна унта вӗренекен пӗр ҫамрӑк панӑ. «2020 ҫулта, тепӗр пилӗк ҫултан, ют чӗлхепе пурин те экзамен тытма тивӗ», — тенӗ вӑл. Ҫапла май вӑл вӑхӑталла пурин те тытма тивекен пӗтӗмӗшле патшалӑх экзаменӗсен йышне ют чӗлхе кӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак йыша вырӑс чӗлхипе математика кӗреҫҫӗ.
Пӗлме: чӑваш чӗлхипе вара хальхи вӑхӑтра та пуласлӑхра та нимӗнле экзамен та тыттармаҫҫӗ. Унччен республикӑра 9-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхин пӗлӗвне тӗрӗслетчӗҫ пулсан, хальхи вӑхӑтра ӑна та пӑрахӑҫланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствишӗн ҫапла вара ют чӗлхене пӗлни тӑван чӗлхерен те пахарах курӑнать.
Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри тӳрленмелли колонисенче те Пӗлӳ кунне уявлӗҫ.
2014–2015 ҫулсенче айӑпланнӑ 678 ҫын вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнӗ. Колонисенче 30 ҫула ҫитменнисем валли пӗлӳ илмелли пур условие те туса панӑ. Вӗсенче пӗтӗмпе вӗренӳпе консультацин 10 пункчӗ ӗҫлет.
Пӗлтӗрхи кӑтартӑва илес тӗк, айӑпланнӑ 174 ҫын экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса аттестат илнӗ. Вӗсенчен пӗр хӗрарӑм Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне ӑнӑҫлӑ тытнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле мӗн пур пункта тӗрӗсленӗ. Пӳлӗмсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, вӗренӳ литературине те ҫӗнетнӗ.
РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Петропавловск-Камчатска ӗҫпе кайсан 2015 ҫулта вырӑс чӗлхипе Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗнче тест пайне кӑларасси пирки пӗлтернӗ.
«Математикӑра тата вырӑс литературинче тест ыйтӑвӗсене кӑларнӑ ӗнтӗ. Ҫитес ҫул вырӑс чӗлхипе ҫакӑн пекех пулӗ. Унта хуравне суйламалли ыйтусем пулмӗҫ. Ытти предметра та кунашкал ыйтусен шутне чакарӗҫ», — тенӗ Дмитрий Ливанов.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ППЭри кунашкал ыйтусене чакарас ӗҫ пырать. Пурӑна киле ҫакнашкал ыйтусем пачах юлмӗҫ. Анчах ку ӗҫе майпен туса пымалла-мӗн: ачасемпе вӗрентекенсем хӑнӑхчӑр.
Утӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче ют ҫӗршыв гражданӗсене тата граджанлӑхсӑр ҫынсене вырӑс чӗлхине пӗлессине тӗрӗсленӗ. Ҫакна кура вӗсене вырӑс чӗлхиллӗ ҫын пулнипе пулманнине палӑртнӑ.
Экзамен виҫӗ пайран тӑнӑ: виҫҫӗшӗ — ҫыру вӗҫҫӗн, пӗри — сӑмах вӗҫҫӗн. Экзамена Украинӑри, Арменири, Таджикистанри тӑватӑ ҫын хутшӑннӑ.
Украинӑри икӗ граждан тата Таджикистанри пӗр ҫын вырӑс чӗлхине пӗлнине палӑртнӑ. Армени ҫынни экзамена тытайман. Ӑна вӑл тепӗр ҫулталӑкран ҫеҫ тытма пултарӗ.
Чӑваш чӗлхине пӗлмеллине палӑртакан пӗр саккун та ҫуккине асӑрхаса хӑварас пулать. Ку япала ӗнтӗ ют ҫӗршывран килнисем чӑваш ҫыннисемпе тӗл пулмассине кӑтартса парать. Е саккун кӑларакансем вӗсем чӑвашсемпе вырӑсла калаҫасса шанаҫҫӗ пулинех.
Кӑҫалхи ППЭ пӗтӗмлетӗвне тунӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 12 яш-хӗр вырӑс чӗлхипе те, математикӑпа та экзамен «иккӗлӗх» тытнӑ. Ҫавна май вӗсен экзаменсене тепӗр ҫул ҫеҫ тытма май пулӗ. Ун чухне ҫеҫ вӗсем алла аттестат илӗҫ.
Ҫав 12 яш-хӗрӗн аттестатсӑр мӗн тумалла? Министр ку лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ, вӗсене ӗҫ профессийӗ пама шантарнӑ.
ППЭре йӗркене пӑснине кӑҫал та тупса палӑртнӑ. Тӗрлӗ сӑлтава пула 27 ҫыннӑн экзамен кӑтартӑвӗсене шута илмӗҫ. Пӗрисем экзамена телефон йӑтса кӗнӗ, теприсем шпаргалкӑран ҫырса илнӗ…
Министр ППЭ ачан пӗлӗвне тӗрӗслемелли пӗртен пӗр мел пулмалла маррине каланӑ. Ҫавӑнпа ҫитес ҫул 11-мӗш класс пӗтерекенсем сочинени те ҫырӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |