Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Республикӑра

Шел те, ӗҫре суранланмалли те тупӑнсах тӑрать. Нумаях пулмасть, ав, Шупашкарти МТВ-центр умӗнче тӑпра ишӗлсе аннипе унти рабочи вилнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тупӑшса тенӗ пек пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗмӗшле илсен инкек шучӗ Чӑваш Енре ҫапах та чакса пырать иккен. Ҫакӑн пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ӗнерхи правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех ӗҫ условийӗпе сыхлавӗн пӗлтӗрхи тӑрӑмне тишкернӗ.

Ӗҫри инкек шучӗ юлашки вунӑ ҫулта республикӑра 1,9 хут сахалланнӑ иккен. Суранланнӑ тӗслӗхсем ытларах чух строительствӑра, тирпейлекен производствӑра тата ял хуҫалӑхӗнче тӗл пулаҫҫӗ-мӗн. Вӗсенчен чылайӑшӗнче ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелеменнипе, ҫул-йӗр ҫинчи инкексемпе, ӗҫлекенсем ӗҫ дисциплинине пӑснипе ҫыхӑннӑ. Ӗҫре вилнӗ 18 ҫынтан ҫурри ӳсӗр пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Юлашки вӑхӑтра вӑл е ку ҫурта «бомба хуни» пирки пӗлтересси модӑна кӗчӗ-ши? Шӳт — шӳт-ха. Анчах ултав ҫиеле тухсан пурпӗрех явап тытмалла. Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӗ центрӗнче бомба пурри пирки миҫе хутчен пӗлтерчӗҫ-ши? Паян ав черетлӗ «бомба» пирки шанкӑравласа каланӑ.

Паллах, хальхинче те хыпар суя пулнӑ. Паян ирхи 10 сехет тӗлне васкавлӑ медпулӑшӑва паллӑ мар арҫын шӑнкӑравласа суту-илӳ центрӗн путвалӗнче бомба хунине, вӑл кӗҫех ҫурӑлассине пӗлтернӗ. Ку хыпара РФ ШӖМӗн республикӑри управленине ҫийӗнчех пӗлтернӗ.

Вырӑна полици ӗҫченӗсем килнӗ, кинологсем ятарласа вӗрентнӗ йытӑсемпе ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем, пушарнӑйсем… Пурте пынӑ. Суту-илӳ центрӗнчи ӗҫченсене, унта пынӑ халӑха урама кӑларнӑ. Кинологсем йытӑсемпе ҫурта тӗрӗсленӗ. Нимӗн те тупайман.

Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать, шӑнкӑравласа пӗлтерекен арҫынна шыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/2363952/
 

Тӗнчере Максим Смирнов
Максим Смирнов

Ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери Google Science Fair конкурсӑн тӗп тапхӑрӗсенчен пӗри вӗҫленнӗ. Унта тӗнчери шкул ачисемпе студентсем, 13–18 ҫулсенчисем, хутшӑннӑ. Конкурса темиҫе пин ӗҫ ҫитнӗ.

Суйлав тапхӑрӗнче регионти 90 финалиста палӑртнӑ. Вӗсен йышне Раҫҫейри 6 ҫын лекнӗ. Ҫав шутра Шупашкарта пурӑнакан Максим Смирнов та.

ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Максим республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Республикин ҫамрӑк изобретателӗ» конкурсра пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Ҫак конкурса 2007 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.

Пӗтӗм тӗнчери Google Science Fair конкурспа килӗшӳллӗн Максим «Сусӑрсем валли — транспорт хатӗрӗ» проекта хӑтланӑ. Вӑл авари чухне пассажира хӳтӗлет. Урапа ҫапӑнсан кабина 180 градус ҫаврӑнать.

Максим конкурсра ҫӗнтерӗ-ши? Ку авӑнӑн 22-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ҫӗнтерӳҫе вӗренмешкӗн 50 000 долларлӑх грант тата National Geographic экспедиципе пӗрле 10 кунлӑха ҫулҫӳреве каймашкӑн путевка парӗҫ. Ҫавӑн пекех Virgin Galactic космодрома ҫитме май пулӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш наци музейӗнче «Ҫемье музейӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса республикӑри 251 сӑн ярса панӑ. Вӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски тата ытти районти 70 ҫемье пурнӑҫӗпе историйӗ сӑнланнӑ.

Фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене нумаях пулмасть чысланӑ. Парнесене хулари кредит учрежденийӗсенчен пӗри уйӑрса пулӑшнӑ.

«Ҫемье йӑли-йӗрки» номинацире Карповсем, Вастуловсем, Чеченешкинсем, Кашутинсем, Максимовсем тата Рубцовсем ҫӗнтернӗ; «Ҫемье историйӗнче» — Зотовсем, Фадеевсем, Платоновсем, Приезжевсем, Удяковсем, Степановсем, Трифоновсем, Чевеляксем; «Ҫемье реликвийӗнче» — Мироновсем тата Шегердюковсем; «Ҫемье коллекцийӗнче» — Давыдовсемпе Блиновсем. Куракансене килӗшнӗшӗн уйӑракан парнепе Руссовсене палӑртнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани вӑйӑ-кулӑпа вӗҫленнӗ.

Сӑнсем (14)

 

Республикӑра  http://www.sibil.ru/ сайтри сӑн
http://www.sibil.ru/ сайтри сӑн

Паян, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫӗнӗ акци пуҫланнӑ. Хальхинче прихутсенчен, кӗнеке лавккисенчен, ыркӑмӑллӑх организацийӗсенчен, православи тӗнне ӗненекенсенчен православи кӗнекисене йышӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа ку литературӑпа пурте паллашма пултаракан вулавӑш йӗркелесшӗн.

Акци йӗркелӳҫисем ҫакнашкал кӗнекесем ҫын чунӗшӗн усӑлллӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Килте тахҫанах вуласа тухнӑ кӗнеке ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртать-и? Эппин, вулавӑша йӑтса пырӑр. Вӑл шӑпах халӗ кирлӗ пулӗ. Кашни экземпляр хӑйӗн вулаканне тупатех.

Тӗн литературине (аудиокӗнеке те юрать) ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ.: Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт, 1-мӗш хут. Тунтикунран пуҫласа шӑматкунччен ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 18 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Акци пирки 62-38-12 номерпе шӑнкӑравласа тӗплӗнрех пӗлме пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71715
 

Спорт

Шупашкарта сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫӗнӗ проект старт илет. Ута уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче «Уҫӑ сывлӑшри акробатика» пуҫланать.

Йӑлтах тӳлевсӗр. Эппин, унта кирек кам та килме пултарать. Уҫӑ сывлӑшри хусканӑва спорт аэробики енӗпе спорт мастерӗ, «Два брата» акробатика тата цирк ӳнерӗн шкулӗн тренерӗ Юрий Овчинников ертсе пырӗ. Лакрей вӑрманӗ кашни шӑмат кун ирхи 10 сехетре пурне те чӗнет.

Унччен маларах тӳпе айӗнче спорт занятийӗсене ирттерме тренерсен тата фитнес инструкторсен ушкӑнӗ сӗннӗ. Пуҫарӑва – «Уҫӑ сывлӑшри йога» проекта – Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыко ырланӑ. Ку проект иртнӗ эрнере А.Николаев паркӗнче старт илнӗ. Ӑна кашни шӑматкун 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен ирттереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министрествин хӑрушсӑрлӑх служби полицире ӗҫлекен икӗ ҫын сӗтев илнине тупса палӑртнӑ. Халӗ вӗсене йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ.

ШӖМӗн Шупашкар хулинчи управленийӗнче ӗҫленӗ полицин участокри уполномоченнӑйӗ тата полици пайӗсен оперативлӑ дежурнӑйӗн пулӑшуҫи кӑҫалхи нарӑс тата ака уйӑхӗсенче ритуал пулӑшӑвӗ кӳрекен коммерци предприятине ҫын вилни пирки хыпарланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара

Вокзалҫум лапамра транспорта лартма чарнӑ. Унччен вӑл территорие хӑшӗсем пасар территорийӗ евӗр пулнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Унта Мускава кайма йыхравлакан автобуссем шӑкӑрттин тӑрса тухатчӗҫ. Чӑн та, тем тӗрлӗ униформа тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем кашни иртен-ҫӳрен патне тенӗ тем пулнӑ пек «ҫулӑхатчӗҫ», «Мускава илсе каятпӑр. Малти вырӑнсене билет туянма май пур» тесе халтан яратчӗҫ.

Йӗркене пӑхӑнмасӑр унта пырса ларакан автобуссене пин тенкӗрен пуҫласа пин ҫурӑ таранччен штрафлассипе хӑратаҫҫӗ. Мускава илсе каякан автобуссене Хулаҫум вокзал территорине лартма чармаҫҫӗ-ха. Автобуссен хуҫисенчен 12-шӗ асӑннӑ вокзалпа килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫул укҫи Мускава унчченхиллех 800 тенкӗ пулмалла иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=112078
 

Ҫутҫанталӑк Ҫӗкӗ пулӑ
Ҫӗкӗ пулӑ

Ыран Атӑла черетлӗ хутчен вӗтӗ пулӑ ярӗҫ. Хальхинче – осетр йышши паха пулӑ, ҫӗкӗ, 15 пин штук. Ку вӑл Шупашкар шыв управҫине пулӑпа пулӑхлатма иртерекен экологи акцийӗ пулӗ.

Вӗт пулла виҫӗ уйӑх хушши ӳстернӗ, ятарлӑ комбикормпа тӑрантарнӑ. Юлашки вунӑ кунне ҫӗкӗне Атӑлти шыв температурине хӑнӑхтарнӑ тесе хула мэрийӗнче пӗлтернӗ.

15 пин ҫӗкӗне Йӑлӑмри Октябрьски поселокра ярӗҫ. Ҫакна тума «Атӑл» ача-пӑча уйлӑхӗнче канакансене шанӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарта хальлӗхе велоҫулсем нумай мар. Вӗсенчен пӗри заливра вырнаҫнӑ, тепри — Етӗрне шоссипе ҫуммӑн. Халӗ тата Президент бульварӗпе юнашар велоҫул йӗркеленӗ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «хальхи велоинфраструктурӑн пӗрремӗш «чӗкеҫӗ» тесе палӑртнӑ.

Ҫул тӑршшӗ — 241 метр иккен. Ҫула ятарлӑ паллӑсемпех кӑтартнӑ. Маутинбайкерсемпе велосипедпа ярӑнма юратакансем унӑн пахалӑхне халех пысӑка хурса хаклани пирки ӗнентерет республикӑн тӗп хулин Ленин район администрацийӗ.

Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата ҫӗнӗ велоҫулсем уҫӑлмалла. Пӗтӗмпе вӗсен тӑршшӗ 7 ҫухрӑм ытла пулмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 878, 879, 880, 881, 882, 883, 884, 885, 886, 887, [888], 889, 890, 891, 892, 893, 894, 895, 896, 897, 898, ... 1010
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 10

1931
94
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ