Паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта «Культура ҫулталӑкӗнчен — Литература ҫулталӑкне» Чӑваш Республикин культура ӗҫченӗсен канашлӑвӗ иртнӗ.
Мероприятие Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл культура ӗҫченӗсене хисеп грамотисем, тав хучӗсем панӑ. Элтепер Чӑваш Ен ӗлӗкхи историллӗ ҫӗр пулнине палартнӑ.
Фестивальте республикӑри культурӑсен программисен директорне тата Республикӑри культурӑпа халӑх пултарулӑхӗн керменне ятарлӑ урапа уҫҫисене панӑ.
Михаил Игнатьев ҫавӑн пекех патшалӑх наградисене тата культура ӗҫченӗсен хисеплӗ ячӗсене панӑ. Чи лайӑх муниципалитетсене, чи лайӑх культура ӗҫченӗсене укҫа илмелли сертификат тата урапа уҫҫисем панӑ.
Культура ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ ҫӗре 400 ытла хӑна хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Мӑкшӑ Республики, Мускав, Санкт-Петербург, Чӗмпӗр облаҫӗ.
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑру хыҫҫӑн пленар ларӑвӗсем иртнӗ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Фестиваль раштавӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артисчӗн, Пысӑк театр солисчӗн Владимир Маторинӑн пысӑк концерчӗпе вӗҫленӗ.
Сӑнсем (11)
Вӑхӑт сисӗнмесӗр шӑвать — «Тӑван радио» эфирта янӑрама пуҫланӑранпа ҫулталӑк хыҫа юлчӗ. Ӑна Наци радиовне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ҫапла майпа республикӑри районсем кӑна мар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар тӑрӑхӗнче те чӑвашла радио сассине илтнӗ.
Икӗ чӗлхепе янӑракан радиона халӑх хапӑлласа йышӑннӑ. Унта чӑвашла, вырӑсла юрӑсем янӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех информаци, аналитика, социаллӑ, ҫутта кӑларакан кӑларӑмсем куллен эфира тухаҫҫӗ.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче «Тӑван радио» радиоитлекенсене парнесемпе, лайӑх кӑмӑлпа савӑнтарӗ. 19 сехетре пурне те «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗнче кӗтеҫҫӗ. Унта ҫуралнӑ кун ячӗпе шоу иртӗ.
Чӑваш Енре чӳкӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 5-мӗшӗччен «Донор уйӑхлӑхӗ» донор акцийӗ иртнӗ. Унта ытларах ҫамрӑксене хутшӑнтарма тӑрӑшнӑ.
Акцие Республикӑри юн илекен станципе «Сывлӑхлӑ наци» ирттернӗ. Уйрӑмах И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, Шупашкарти медицина колледжӗн тата ытти вӗренӳ организацийӗн студенчӗсем хастар пулнӑ.
Пӗр уйӑхра акцие 600 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсенчен 500-шӗ донор пулса тӑнӑ. Ҫапла майпа 260 ытла литр юн хатӗрленӗ. Юн панӑ студентсене Юн служби сувенирсеме чысланӑ.
ЧР Сывлӑх министерстви тунӑ пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, кӑҫал 11 уйӑхра 16 пин ытла ҫын донор пулнӑ. Вӗсем пулӑшнипе 13 пин ытла литр юн хатӗрленӗ. Ҫак тапхӑрта Юн служби тӗрлӗ ҫӗрте 279 донор кунӗ тата акци йӗркеленӗ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӑртан кӳлепесем касса кӑларма тытӑннӑ.
«Кӑҫал иртнӗ мероприятисемпе проектсем хула ҫыннисен асӗнче юлӗҫ. Вӗсене хула ҫыннисем хастар хутшӑнчӗҫ. Массӑлӑл спорт мероприятийӗсем, ушкӑна хускану тунисем, Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ, Спорт бултварӗ, ГТО нормиснее тытни — уйрӑмах асра юлчӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хула администрацийӗнче. Ҫавна май пӑр кӳлеписене ҫав мероприятисене те халаллама шут тытнӑ. Спорт тематикиллисем виҫҫӗ пулӗҫ. Вӗсем тӑршшӗ — икӗ метр ҫӳллӗш.
Тӗп каток варрине фигуристка скульптурине вырнаҫтарӗҫ. Хӗл Мучи резиденцийӗпе юнашар Ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа кубокӗн символӗ вырӑн тупӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патне «Шупашкар хурчкисем» баскетболистсен командинчи мечӗк перекен баскетболист скульптурине лартӗҫ.
Паян «Про Город» редакцин порталӗнчен Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Павлова пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ темиҫе кун каялла килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн таврӑнманнине каласа кӑтартнӑ.
20 ҫулти Игорь Савченко раштавӑн 8-мӗшӗнче ҫар комиссариатне кайса шута тӑнӑ. Ҫав кун 16 сехет те 40 минутра ӑна «Неон» клуб умӗнче юлашки хут курнӑ.
Анастасия каланӑ тӑрӑх, Игорӗн савнӑ хӗрӗ пур. Игорь лӑпкӑ ҫын. Унпа ҫумӑн паспорт тата ҫар билечӗ пулмалла. Игорь ҫартан раштавӑн 6-мӗшӗнче ҫеҫ таврӑннӑ.
Каччӑ килтен никама каламасӑр нихӑҫан та тухса кайман. Тӑванӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл юлташӗпе Муркаш районне кайма пултарнӑ. Игоре курнӑ ҫынсене 8-902-240-81-14 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлекен федераци программи ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫсем тӑвать. Кӑҫал Чӑваш Енре социаллӑ тытӑмри 27 объекта сусӑрсене кӗрсе ҫӳремелле меллӗ майсем тунӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — Патӑрьел районӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем.
Акӑ инженер-радиотехник специальноҫӗпе аслӑ шкул пӗтернӗ ҫамрӑк каччӑ сусӑр кӳмипе ҫӳреме пултарасса шухӑшламан та. Анчах чир шала кайса вӑл сусӑрланнӑ. Темиҫӗ ҫул каялла Сергея ӗҫпе тивӗҫтерекен центра шута тӑратнӑ. Халӗ унта улшӑнусем пулнине вӑл та сиснӗ: кӳмепе кӗрсе ҫӳреме меллӗ. Пандус пур, чӗнмелли пускӑч та кунтах. Алӑксем те сарлака.
Пӳлӗм планӗсене сусӑрсен обществисемпе канашласа тунӑ. Шупашкарта кӑна 30 пин ытла сусӑр пурӑнать. Центр директорӗ Анатолий Малов каланӑ тӑрӑх, ҫурта ятарласа центр валли туман. Вӑл ача пахчи пулнӑ. Халӗ пандуса кирлӗ пек тунӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центра 537 сусӑр килнӗ, вӗсенчен 60 процентне ӗҫ тупса панӑ.
«Павлов кунӗсем» музыка фестивалӗнче Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин пӗчченшер тата хорпа юрлакан уйрӑмӗ «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» театрализациленӗ концерт-спектакль кӑтартнӑ.
Каҫа Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев академик тата Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова профессор хутшӑннӑ. Шӑпах ҫаксем иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче халӑх юррисене юрласси чакнине асӑрхаса чӗртсе тӑратма шут тытнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Культура министерстви.
Программӑра Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи фольклорне кӑтартнӑ. Уявӑн иккӗмӗш каҫне чӑваш фольклорне халалланӑ. Уяв хӑнисене Самар облаҫӗнчи «Епле килтӗр, тӑвансем» хӑна юррипе уҫнӑ, кайран анатри чӑвашсен «Саккӑрӑн, саккӑрӑн» ташӑ такмакӗсем малалла тӑснӑ. Людмила Петухова ертсе пыракан «Янтал» фольклор ансамблӗн юрри-ташшине те куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтӗнче ушкӑн 50-а яхӑн концерт кӑтартать иккен. Хальхинче вӑл Пушкӑртстанри, Тутарстанри тата Сарту тӑрӑхӗнчи юррисене, ҫавӑн пекех анатри чӑвашсен такмакӗсене шӑрантарнӑ.
Чӑваш Енре куҫ япӑх куракан шӑпӑрлансем валли пӗр ача пахчи ҫеҫ ӗҫлет. Кӗҫех кунашкал ачасем валли 137-мӗш садикре ҫӗнӗ ушкӑн уҫмалла. Унта 129 шӑпӑрлан ҫӳрет.
Ҫакна йӑлтах «Шкул умӗнчченхи вӗренӗве ҫӗнетни» программа пулӑшнипе пурнӑҫлама май пур. Ҫӗнӗ ушкӑна тумашкӑн тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермешкӗн 1,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Сахарова пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство тата юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗ. Сӗтел-пакан лартмалли ҫеҫ юлнӑ. Кун хыҫҫӑн ушкӑн ачасене йышӑнма хатӗр пулӗ.
137-мӗш ача пахчин заведующийӗ Людмила Ростовцева шӑпӑрлансен куҫ ҫивӗчлӗхне лайӑхлатассишӗн хӑйсенчен мӗн килние тӑвасса пӗлтернӗ. Юлашки 3 ҫулта вӗсен алли витӗр 102 ача тухнӑ. Вӗсенчен 40-шӗ пачах е япӑх куракансен шкулне ҫӳремеллисем пулнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем Австрири консалтинг компанийӗн элчисемпе тӗлпулса хулари туризма аталантарасси пирки калаҫнӑ.
Хулари тӳре-шарапа Австрири компани ертӳҫи Кристофер Хинтереггер тӗл пулнӑ. Ют ҫӗршыв специалисчӗн шухӑшӗпе, Шупашкарта ытларах юханшыв туризмне аталантармалла. Ҫавӑн пекех кӳлмеке тата Атӑл леш енне тимлӗх уйӑрмалла.
Кристофер Хинтереггер шухӑшӗпе, Атӑл леш ӗнӗ Чӑвашри халӑх канмалли вырӑн пулмалла. Анчах Шупашкарти туризм сферине тӗплӗн тишкермелле, приоритечӗсемпе стратегие палӑртмалла. Кун валли 4-6 уйӑха яхӑн кирлӗ.
Малашне хула чиновникӗсем Австри специалисчӗ сӗнӗвне тӗплӗн тишкерме тытӑнӗҫ.
«Про Город» редакцине Шупашкарта пурӑнакан Виктория Гусева килнӗ. Унӑн хваттерне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та вӑл чӑваш чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине ыйтнӑ иккен. Ҫакӑ саккунлӑ майпа пулнӑ-и? Хӗрарӑм ҫакна пӗлесшӗн.
Хаҫат редакцийӗ общество шухӑшне тӗпчекен темиҫе организацие шӑнкӑравланӑ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: кунашкал ыйтӑмсене пӗрре мар ирттернӗ. Вӗсене усал шухӑшпа йӗркелемеҫҫӗ.
Анна Сорокина социолог пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ыйтӑма халӑх вырӑс тата чӑваш чӗлхисене мӗнле шайра пулнине пӗлмешкӗн йӗркеленӗ.
ЧНК пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашла пӗлекенсен йышӗ ҫулсерен чакать. Конгресран пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑма 8 хулари 31 шкулти 750 ача хутшӑннӑ. Хуравсене тишкернӗ. Ӑру чӑвашла сахал калаҫни палӑрнӑ. 29 проценчӗ чӑвашла пупленине пӗлтернӗ. Амӑшӗсен 53 проценчӗ тата ашшӗсен 55 проценчӗ чӑвашла пӗлет. Анчах ыйтӑма хутшӑннисенчен нихӑшӗ те ашшӗ-амӑшӗпе чӑвашла кӑна калаҫмасть-мӗн. Аслисемпе 17 проценчӗ ҫеҫ вырӑсла та, чӑвашла та пуплет. Пӗтӗмлетӳ — ашшӗ-амӑшӗпе ачисем ытларах вырӑсла хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |