Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ куракан патне ҫӗнӗ проект ҫитерессишӗн тӑрӑшать. Вӑл Светлана Дорожко ҫамрӑк режисерӑн «Спящая Красавица» (чӑв. Ҫывӑракан пике) ятлӑ спектаклӗ пулӗ. Вӑл кунти ҫын мар, ӑна спектакль лартма Санкт-Петербургран Чӑваш Ене чӗнсе илнӗ.
Спектакле Питӗрти театр академине вӗренсе пӗтернӗ Евгения Терентьева художник-постановщик капӑрлатать. Хӑй вӑл Шупашкартанах, маларах Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ.
Театрта ҫамрӑк йыш сцена ӗҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртсе куракана тыткӑнласса шанаҫҫӗ.
Премьерӑна юпан 19-мӗшӗнче кӑтартасшӑн. Спектакль лартма театр Раҫҫейӗн Культура министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ.
Бокс енӗпе экс-чемпион Николай Валуев Шупашкарта пулни пирки унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Вӑл кунта тинех хӑйӗнчен ҫӳллӗрех ҫынна тӗл пулнӑ-мӗн.
Николай Валуев «Твиттерта» сенсациллӗ сӑнӳкерчӗке «Ҫыхӑнура» халӑх тетелне кӑларса хурасси пирки пӗлтернӗ. «Тепӗр темиҫе минутран сенсациллӗ сӑнӳкречӗк кӑларса хурӑп», — ҫырнӑ вӑл.
Николай Валуев 2 метр та 13 сантиметр ҫӳллӗш. «Шупашкар хурчкисем» баскетбол командинче 19-мӗш номерпе вылякан Алексей Бауэр унран 7 сантиметр ҫӳллӗрех. Алексей 220 сантиметр ҫӳллӗш, 104 килограмм йывӑрӑш.
Алексей Бауэр — спорт мастерӗн кандидачӗ, Пӗрремӗш лигӑн чемпионӗ.
Пирӗн ентеш Алексей Григорьев, Мускавра пурӑнаканскер, «Физрук» паллӑ телесериал лапамӗнче ӗҫлет-мӗн. Анчах актер ролӗнче мар. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ӑна сериал килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл иккӗмӗш сезона ӳкернӗ чухне ӳкерӳ лапамӗнче администратор пулса ӗҫлеме шухӑшланӑ.
Алексей пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш сезона ҫу уйӑхӗнче ӳкерме пуҫланӑ. Йӑлапа килӗшӳллӗн, Федор Струков режиссер турилкке ҫӗмӗрнӗ. Ванчӑксенчен пӗрине Дмитрий Нагиев хӑйӗн валли асӑнмалӑх илнӗ-мӗн. Алексей ӳкерӳ вӑхӑтӗнче Нагиевӑн хваттерӗнче те пулса курнӑ.
Ӳкерӳ хӑвӑрт тата ҫӑмӑллӑн пынине пӗлтернӗ Алексей. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сериала кӗркунне кӑтартма пуҫламалла. Анчах вӑл унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем пирки калама пултараймасть — килӗшӳ тунӑ-ҫке-ха.
Шупашкарта вырнаҫнӑ «Республиканский центр восстановительной медицины и реабилитации» (чӑв. Республикӑн юсану медицинипе тӳрленӳ центрӗ) Сывлӑх центрне 2009-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнче хута янӑ. Ҫак ҫулсенче кунта ҫӗршер ҫын сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ, сипленнӗ. Центра ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ, ку врачсен ӗҫне самаях ҫӑмӑллатать. Кунти ӗҫченсем республикӑри чылай районта пулса халӑха пулӑшу панӑ.
Ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче, 12 ҫынран тӑракан медицина ӗҫченӗсен ушкӑнӗ Хӗрлӗ Чутай районне пӗрремӗш хут килсе ҫитнӗ. Хӗрлӗ Чутайри пульницӑн тӗп тухтӑрӗ ушкӑна район центрӗнчен чи аякра вырнаҫнӑ Штанаш ял тӑрӑхне янӑ, мӗншӗн тесен ку тӑрӑхри халӑхӑн, уйрӑмах ватӑ-вӗтӗн райцентра тухса кӗме чӗр нуша: яла кунне икӗ хутчен ҫеҫ автобус ҫӳрет, каҫа юлсан Чутайрах ҫӗр каҫма тивет.
Штанашри офиса Чутайран тухтӑр эрнере темиҫе хутчен килсех тӑрать-ха, Чутайри тухтӑрсен ушкӑнӗ те ятарлӑ графикпа ҫӳрет, ҫапах та кирлӗ чухне анализсем пама Чутаях тухма тивет.
Шупашкартан тухтӑрсем ятарласа ял халӑхӗн сывлӑхне тӗрӗслеме килессине пӗлсен Штанашри медицина офисне халӑх чылайӑн пуҫтарӑнчӗ.
Юпан 6-мӗшӗнче «Атӑл» кинотеатрта «Куратор» фильмӑн премьери пулнӑ. Ӑна Владимир Синяев режиссер ӳкернӗ, Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн студенчӗсем тӗп рольсене вылянӑ.
Фильмра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн студенчӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем те хутшӑннӑ. Куратор рольне техникум вӗрентекенӗ Владимир Купцов вылянӑ.
Тулли метражлӑ фильм — колледж студенчӗсем тата вӗсен наставникӗсем пирки. Ӑна ҫулталӑк каяллах ӳкерме тытӑннӑ.
Фильма курнӑ 200 ҫын ӑна лайӑх хак панӑ. Ҫитес вӑхӑтра унпа ыттисем те паллашма пултарӗҫ-тӗр. Ӑна Чӑваш Енри телеканалсенчен пӗринче кӑтартасшӑн.
Юпа уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхе факультетӗнче чӗлхесен Пӗтӗм тӗнчери XIX фестивалӗ пулӗ.
Юпан 25-мӗшӗнче 14 сехетре фестиваль уҫӑлӗ, 15 сехет те 30 минутра чӗлхесен хӑтлавӗ иртӗ.
Тепӗр кунхине, юпан 26-мӗшӗнче, 14 сехетре чӗлхесен хӑтлавӗ иртӗ, 15 сехет те 30 минутра концерт пулӗ.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен 23-02-03 номерпе шӑнкӑравламалла.
ЧР ШӖМӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ пуҫарнипе Шупашкарти маршрут автобусӗсем ҫинче ҫыпӑҫтаркӑчсем тупӑннӑ. Вӗсем ҪҪХПИне ҫул-йӗр правилисене пӑсакан водительсем пирки пӗлтерме чӗнсе калаҫҫӗ.
Акци «Эпӗ ҫул-йӗр правилине пӑсрӑм-и? ҪҪХПИне пӗлтер» ятлӑ. Маршрут автобусӗн водителӗ ҫул-йӗр правилисене пӑснине пассажирсем те, ытти ҫынсем те пӗлтерме пултараҫҫӗ.
Кунашкал ҫыпӑҫтаркӑчсем 52, 54, 63-мӗш маршрутсем ҫинче пур ӗнтӗ.
Юпан 7-11-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ Калмӑк Республикинчи Элиста хулине гастроле кайнӑ. Артистсем ачасене тата аслисене спектакльсем кӑтартӗҫ: «Один дома», «Собаки», «Суя пурнӑҫ», «Тӑм тивнӗ чечексем».
Юпан 7-мӗшӗнче Б.Басанов ячӗллӗ наци драма театрӗнче гастрольсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Чӑвашсене калмӑксем наци йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн кӗтсе илнӗ.
Ҫамрӑксен театрӗн директорне Елене Николаевӑна наци тӗрриллӗ шурӑ алшӑлли парнеленӗ. Ку тасалӑх тата ӑс палли-мӗн. Пирӗн артистсем вара вӗсене наци пуканисене парнеленӗ. Куракансемшӗн Иосиф Дмитриев хатӗрленӗ «Лгунья» постановка чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Б.Басанов ячӗллӗ наци драма театрӗ вара Чӑваш Енре юпан 20–24-мӗшӗсенче пулӗ, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта спектакльсем кӑтартӗ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта «Спорт бульварӗ» иртнӗ. Унта Патшалӑх Думин депутачӗ, боксер Николай Валуев ҫитсе курнӑ.
Николай Валуевсӑр пуҫне унта Александр Карелин спортсмен та пулнӑ. Карл Маркс урамӗнче спорт федерацийӗсем тата ассоциацийӗсем ӗҫленӗ. Унта сценӑсем, рингсем, катоксем, лапамсем хатӗрленӗ. Спортсменсем уяв тумӗ тӑхӑнса хӑнасене тем те пӗрпе савӑнтарнӑ.
Кашниех хӑйӗн валли вӑйӑ суйлама пултарнӑ. Пӗрисем — шашкӑлла, теприсем шахматла вылянӑ. Теприсем дротик ывӑтнӑ, ташланӑ, юрланӑ. Чылайӑшӗ икерчӗпе сӑйланӑ.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗ иртнӗ май Шупашкар районӗнче курав йӗркеленӗ. «Шупашкар районӗн спорт мӑнаҫланӑвӗ» ят панӑскере уҫма спорт элити пухӑннӑ тесе пӗлтерет район администрацийӗ.
Куравра шашка енӗпе Чӑваш Енӗн пӗрремӗш чемпионӗ пулса тӑнӑ Л.К. Кирилловпа паллаштаракан материалсем, сӑмахран, вырӑн тупнӑ. Е тата ирӗклӗ кӗрешӗве районта пуҫарса янӑ В.И. Смородинов, лапталла выляссипе тренерта тӑрӑшнӑ А.И. Иванов, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ С.К. Скворцов...
Курава савӑнӑнҫлӑ лару-тӑрура уҫма пуҫтарӑннисем умӗнче спорт ветеранӗсем тата ҫамрӑк чемпионсем тухса калаҫнӑ. Вӗсем пурте спорта юратма чӗнсе каланӑ. Кирек камӑн та пурнӑҫӗнче вӗрентекен пур. Спортсмена ҫул кӑтартаканни – тренер. Вӗсем те пулнӑ.
Спортсменсен династине тӑсакансене илсен, Ишекри Скворцовсене асӑнмалла. Сергей Кузьмич хӗрӗ Надежда хӑлха илтменнипе сусӑрсене бадминтон енӗпе хатӗрлет. Надежда Тонина – Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗ. Халӗ вӑл Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет.
Сӑнсем (41)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |