Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Кӗмӗл cacӑ» фестивалӗ иртнӗ. «Кӑҫал ҫӗршыври экономика йывӑртарах лару-тӑрурине пула маларах конкурс ирттерме май ҫук та пек туйӑннӑччӗ. Пытармалли ҫук, аякран килекен ҫамрӑксене пурӑнма вырнаҫтарасси, ҫитересси, ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем илесси тата ытти нумай тӑкак саплаштармалла-ҫкe. Анчах та Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем ҫине тӑнипе ырӑ пулӑма пӑрахӑҫланма naмapӗҫ», — тесе пӗлтерет конгресӑн пресс-служби.
Йӗркелӳ ӗҫӗceм кӑшт каярах пуҫланнине пула конкурса хутшӑнакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен сахалрах пулнӑ-мӗн. Ҫапах та ҫӗршыври тӗрлӗ хулапа республикӑран Шупашкара 22 ҫaмpӑк ҫитнӗ. Кӑҫалхи «Кӗмӗл cacӑ» фестивале Пушкӑрт Республикинче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем хастар хутшӑннӑ. Bӗceм темиҫе ҫaмpӑк юрӑҫа суйласа илсе инҫе ҫулшӑн саплаштарма май тупнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Самар тӑрӑхӗнчен, чӑвашсем унта нумай пулсан та, nӗp юрӑҫ та килмен.
Tӳpeсем хушшинче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «Уяв» ансамбль ертӳҫи Зинаида Козлова, Сарӑтури консерваторие вӗренсе пӗтернӗ, халӗ ЧНКн вице-президенӗ пулса тӑрӑшакан Валерий Клементьев, конгресӑн культура комитечӗн ертӳҫи Елена Османова юрӑҫ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Пӗртӑван Малинасем» ансамбль ертӳҫи Ирина Угаслова, Культура училищинче вӑй хуракан Сергей Казаков хореограф пулнӑ.
«Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акцин сумӗ ҫулран-ҫул ӳсет тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Кӑҫал та унта нумаййӑн хутшӑннӑ. Шупашкарта Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ диктанта виҫӗ вырӑнта ҫырнӑ.
Кӑҫал Пӗтӗм чӑвашсен диктантне республикӑри 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ (ку хисеп ҫак хыпар ҫӑлкуҫне ӗненес пулсан, тӗрӗссипе вара кашни районта 400-500-шар ҫырнӑ, Шупашкар районӗнче кӑна 2000 ытла текен сас-хура ҫӳрет — ЧХС асӑрхаттарӑвӗ). Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин Лионид Маяксен хайлавӗн сыпӑкне вуланӑ, пухӑннисем ӑна ҫырнӑ. Маяксен хайлавӗнчи сыпӑка конкурс комиссийӗн 10 ӗҫрен суйласа илнӗ. Текст Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халаллани пулнӑ.
Аса илтерер: Шупашкарта диктанта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра, ЧР Вӗренӳ институтӗнче, Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ҫырнӑ. Текста Чӑваш наци радиовӗпе тӳрӗ эфирта та ҫырма май пулнӑ.
Чӑваш диктантне «Хыпар» Издательство ҫурчӗн малтанхи директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев йӗркелеме шутланӑ. Кун пирки «АиФ» корреспондентне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӗҫченӗ Андрей Кузнецов пӗлтернӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта оперӑпа балет театрӗнчен инҫех мар пӑтӑрмах пулнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Таланов Мускав проспекчӗпе урапапа пынӑ. Унта вӑл юраман ҫӗрте сулахаялла пӑрӑннӑ та транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ.
Ҫапла депутат урапана пырса тӑрӑннӑ. Лешӗн водительне, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ.
Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, «халӑх тарҫи» ӳсӗр пулнӑ. Анчах вӑл медосвидетельствовани тухма хирӗҫленӗ. Константин Ишутов блогер пулни-иртнине видео ӳкернӗ. Унта депутат ҫул-йӗр правилине пӑснине тунман, анчах унта никам та суранланманнине, тепӗр водитель киле хӑйех кайнине пӗлтернӗ.
Олег Таланов медосвидетельствовани тухма хирӗҫленӗ, наркологире медэкспертиза тухма шантарнӑ. Хальлӗхе пӗтӗмлетӳ ҫук.
Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци конгресӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтӗм чӑваш диктантне ирттернӗ. Ӑна кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Патӑрьел районӗ ку акцие хастар хутшӑннӑ темелле. Вӗсем чӑвашла мӗнле ҫырнине тӗрӗсленӗ. Районти вӗренӳ, социаллӑ аталану, хыпарлавпа тивӗҫтерӳ тата архив пайӗ районти вӗрентекенсемпе вӗренекенсене ҫак акцие хутшӑнма сӗннӗ.
Патӑрьел районӗнче паян пӗтӗм чӑваш диктантне 543 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литературине, акӑлчан чӗлхине вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, 8–11-мӗш классенече ӑс пухакансем пулнӑ. Вӗсем пурте Чӑваш наци радиовӗпе вуланӑ текста ҫырнӑ, унтан ӗҫсене сканерласа Шупашкара ярса панӑ.
Ыран Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗ Чӑваш чӗлхи кунне уявлӗ. Унта ҫыхӑннӑ мероприятисем эрне пуҫламӑшӗнчех пуҫланнӑ ӗнтӗ, ытларах пайӗ паян иртӗ. Чӑваш Республики пирӗн тӑван чӗлхене хисеплеме, ӑна упрама тата аталантарма майсем туса памалла. Кун пирки «Чӗлхесем пирки» саккунра ҫырса хунӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ вара чӑваш халӑхӗн шанчӑкне ҫухатмасӑр ӗҫлеме тупа тунӑ. Ку вара Чӑваш Республикин Конституцине хӳтӗлессипе, саккунсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлӗп тенипе тан.
Шел те, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр ыйту тавра вара чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, культурине упрасси тата аталантарасси пирки шута илме пӑрахаҫҫӗ. Сӑмах кунта чӑваш чӗлхи пирки, вӑл патшалӑх чӗлхи пулнӑ май унпа пӗр тан усӑ курасси пирки. Эктор Алос-и-Фонт Шупашкарта тупса палӑртнӑ тӑрӑх нумай пулмасть хӑш-пӗр ҫуртсем ҫине ҫӗнӗ табличкӑсем ҫакнӑ. Кӑна вӑл «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче палӑртнӑ. Ленин проспекчӗн 47-мӗш, Мир проспекчӗн 82а, Мир проспекчӗн 78д ҫурчӗсем ҫине табличкӑсене вырӑсла кӑна ҫакнӑ. Вӗсем унччен пулман имӗш.
Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компанисем хальхи вӑхӑтра лицензи илесси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем (Шупашкарта ӑна 52 организацие панӑ) хаклӑ хута илсе ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, теприсене вӑл лекмен.
Аса илтеретпӗр, ӗҫлеме ирӗк паракан лицензие управляющи компанисен ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илмелле. Шупашкарта хальлӗхе тӑватӑ компание ирӗк паман. Виҫҫӗшӗ вара хӑйсемех ку енпе тек тӑрӑшас темен — кирлӗ документсене комиссие тӑратман та. Ҫапла 216 ҫурт управляющи компанисӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби «ЖКХ Сервис», «Альфа», «Центр» тата «Пик-1» управляющи компанисем лицензи илейменнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ организацисем хӑйсен ӗҫӗ пирки информацие уҫӑмлатман-мӗн те, лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Тата вӗсем газпа, ҫутӑпа, шывпа тивӗҫтерекен организацисен умӗнче парӑма кӗрсе пӗтнӗ иккен.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта пушара хирӗҫле йӗрке туса хурӗҫ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.
Ятарлӑ йӗркепе шупашкарсем ҫитес уйӑхӗн ҫурричченех пурӑнӗҫ. Ҫакӑн пек йӗрке вӑйра тӑнӑ чух хулан район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен пушарпа кӗрешмелли хушма вӑй тата хатӗр тупса хумалла.
Пушара хирӗҫле вӑхӑт пынӑ тапхӑрта ку енӗпе лару-тӑру епле иккенне кунсерен тӗрӗслесси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Йӗркешӗн яваплисем уйрӑм ҫынсен кил-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнӗҫ, вӑрман-парксене ҫитӗҫ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен типӗ курӑка чӗртсе юрамасть. Хуҫасӑр вырӑнсене те тӑтӑшах тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Каланине итлемесен административлӑ майпа явап тыттарма та пултараҫҫӗ.
Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май унӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ картинӑсен куравӗ уҫӑлать.
РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин, Чӑваш халӑх ӳнерҫин Праски Виттин куравӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче уҫӑлӗ. Экспозицире К.Ивановӑн поэми тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫсем пулӗҫ.
Праски Витти «Нарспи» поэмӑна килӗштерет, ӑна хӑйӗн пултарулӑхӗнче ҫутатать. Уншӑн вӑл — ырӑпа тата усалпа, телейпе тата хурлӑхпа, юратупа тата курайманлӑхпа тулнӑ хайлав.
Куравра ӳнерҫӗн 87 ӗҫӗ пулӗ. Вӑл вӗсене тушьпе, гуашьпе, ҫупа, вӗри эмальпе хатӗрленӗ.
Праски Витти унччен пӗтӗм Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑннине те палӑртмалла. Унӑн ӗҫӗсене Венгрире, Германире, Испанире, Францире, Хорватире, АПШра, Японире, Турцире, Индире курнӑ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Шупашкарти троллейбуссенче салам хучӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫак транспортра ҫак эрне хушшинче ҫакӑнса тӑрӗҫ — акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен.
Уйрӑммӑн каласа хӑварас пулать — салам хучӗ ҫине чӑваш сӑвӑҫисен чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑввисене вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла пӗлекен кашни ҫын вӗсене троллейбусра вулама пултарать.
«Ирӗклӗх» — чӑваш чӗлхине аталантарас тата сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлекен общество пӗрлӗхӗ. Вӗсем ҫак акцисем ирттернипе палӑрнӑ: «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарнипе, тӗрлӗ кӑтартмӑшсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтарнипе (т-х: «Кайиччен ҫутта сӳнтерӗр») тата ыт. те. Пӗрлӗх час-часах тӗрлӗ учрежденисене чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗнекен ҫырусем ҫырать.
Шупашкарти К. Иванов ячӗллӗ вулавӑшра «Поэзи ҫӑлтӑрӗ» ятпа сӑвӑ хитре калакансен хулари конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Ӑна тӗп хулан культура управленийӗ тата Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ.
Финала суйламалли турсем маларах Ленин, Калинин тата Мускав районӗсенче иртнӗ. Вӗсем К. Ивановӑн сӑввисене хитре каланипе тупӑшнӑ. Финала 16 ача тухнӑ. Вӗсен хушшинче вӑтам шкулта вӗренекенсем кӑна мар, машина тӑвакансен тата механикӑпа технологи техникумӗсен, «ТрансСтройТех» техникумра ӑс пухакансем те пулнӑ.
Ачасен пултарулӑхне хаклакан тӳресен йышне Светлана Асамат тата Галина Петрова сӑвӑҫсем, ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ Любовь Петрова, «Республика» хаҫат директорӗ Лидия Михайлова кӗнӗ.
Чӑвашла сӑвӑ калакансенчен кӗҫӗн ҫулхисенчен Салампи Прокопьева, Андрей Баранов тата Ксения Гурьянова палӑрнӑ. Вырӑсла калакансенчен — Анастасия Белова, Дарья Седойкина, Дарья Гурьянова.
Вӑтам ҫулхисенчен Ангелина Васильева, Кристина Иванова тата Николай Иванов чӑвашла хитре каланӑ. Вырӑсла сӑвӑ хитре калакансем — Петр Якимов, Александр Капитонов тата Никита Моряков.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |