Ҫак кунсенче манӑн Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнчи пурӑнакан хваттер ҫумӗнчи тамбурӗнче малярсен бригада — хастар та ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш хӗрарӑмсем юсавлӑ ӗҫӗсем турӗҫ. Маччана шуратрӗҫ, стенасене сӑрларӗҫ. Питӗ лайӑх та виҫеллӗ ӗҫлерӗҫ.
6 сул каялла кӳршӗсен хваттерти квартирантсем пӗр Интернет компание проводкӑна тума чӗнчӗҫ. Лешсем вара тӗрӗс мар электрокабель ҫине хӑйӗн прибор лартрӗҫ. Ҫакӑншӑн кайран пушар тухрӗ. Пожарниксем, тав Турра, сӳнтерчӗҫ. Пушар хыҫҫӑн маччапа стенасем хуралчӗҫ. Халь юсав хыҫҫӑн питӗ кӑмӑллӑ пӑхма.
Эпӗ малярсене кӑшт пулӑшрӑм. Вӗсемпе тӑван чӗлхепе кӑмӑллӑ калаҫса хутшӑнтӑм. Вӗсем Шупашкарти "Верикаль" Управляющая компания ҫумӗнчи "Дом Сервис" ОООра ӗслеҫҫӗ. Светлана Александрова звеньевая, тата икӗ маляр - Зинаида Григорьевӑпа Надежда Степанова. Шел, вӗсем хӑш районӗнче ҫуралнӑ ыйтман. Вӗсен лайӑх ӗҫӗсем тунӑ тесе "Вертикаль" ООО директор патне электронлӑ ҫыру ятӑм. Малярсене преми пама сӗнтӗм.
Перестройка вӑхӑтӗнче (1980-мӗш ҫулсем вӗҫӗнче) эпӗ, 6-ран Шупашкарта ӳснӗ чӑваш ачи, тӑван чӗлхепе иккӗмӗш хут майӗпен вӗрентӗм.
Унччен 30 ҫул яхӑн чӑвашла калаҫман. 1950-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Шупашкарти шкулсенче вырӑсла кӑна вӗрентме пуҫларӗҫ. Тӑван чӗлхепе шкулта калаҫма та чарнӑ. Шкулти вӗрентекенсем манӑн аттепе аннене килте те ачасемпе вырӑсла кӑна калаҫма хушнӑ. Чӑваш акцент ан пултӑр тесе. Тата малашне аслӑ шкула вӗренме кӗрсе лайӑхрах пулать тесе.
Халь пасарти, магазинсенчи сутуҫӑсемпе тӑван чӗлхепе ятарласа калаҫма тӑрӑшатӑп.
Пурне те ҫакӑн пек тӑрӑшма сӗнетӗп. Чӑвашсемпе, йӑхташсемпе, тӑван чӗлхепе калаҫмалла. Тӑван чӗлхене юратмалла. Тата ун малашлӑх та пулӗ.
Тимер Акташ, ӗҫ ветеранӗ, журналист.
Шупашкар хули, 2016-мӗш ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗ
ЧХС: Автор стильне хӑварнӑ. Текста чӑваш саспаллисен тӑррисемсӗр ярса панӑ, эпир вӗсене лартрӑмӑр ҫеҫ.