Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта тӑлӑх ачасене ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене панӑ. 15 тӑлӑх Сад микрорайонӗнчи хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнма тытӑнӗҫ.
5 ача — Шупашкарти Мускав районӗнчен. Ытти икӗ районти ачасене те уҫӑсем паян панӑ. Анчах уҫӑ илсенех кашниех ҫӗнӗ хваттере тӳрех пурӑнма куҫаймасть.
Паян вара Мускав районӗнчи тепӗр 22 ҫамрӑка ҫӗнӗ хваттерте пурӑнмашкӑн уҫӑ тыттарнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн маттурӗсем юрласа ташланӑ.
Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 27–31-мӗшӗсенче «Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» марафон иртет. Ӑна Афган вӑрҫин сусӑрӗсен тата вӑрҫа пула суранланнисен пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗ тата Вӑрҫӑ сусӑрӗсен реабилитаципе интеграци центрӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администраицйӗ пулӑшнипе йӗркелет.
Марафона хутшӑнакансем «Етӗрне–Ҫӗмӗрле–Канаш–Шупашкар» маршрутпа иртмелле. Ҫул тӑршшӗ 400 километрпа танлашӗ. Кашни хуларах марафона хутшӑнакансем валли мероприятисем палӑртнӑ. Ҫав шутра сусӑрсем влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулӗҫ, хӑйсен ыйтӑвӗсене вӗсемпе калаҫнӑ хускатӗҫ.
«Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» социаллӑ-патриотла марафона предприяти-организацисене, учрежденисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, ҫынсене чӗнсе калаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫул урлӑ каҫма ҫӗнӗ йышши пускӑчсем лартма тытӑннӑ. «Ждите» (чӑв. «Кӗтӗр») тесе ҫырнӑскере чи малтан Президент бульварӗ урлӑ каҫмалли ҫул ҫине вырнаҫтарнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе республика тӗп хулинче йышӑннӑ «Шупашкар хулин транспорт тытӑмне 2014–2016 ҫулсенче аталантарасси» муниципалитет программипе килӗшӳллӗн тата «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне 2014–2020 ҫулсенче ӳстересси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.
Кӑҫалх 9 светофора юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ, тӑваттӑшне ҫӗнӗрен тумалла, ҫул-йӗр паллисене 300 штук ҫакмалла. Мӗнпур ӗҫе тума хула хыснинчен 9,9 миллион тенкӗ тухса кайӗ.
Палӑртнинчен пӗр пайне пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Мӗнпурне вара ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫур ҫулта 32 ача вилнӗ, 2014 ҫулта — 76. Черетлӗ инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, сиксе тухнӑ. Хальхинче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял пӗвине 3 тата 5 ҫулхи икӗ арҫын ача путса вилнӗ. Шӑпӑрлансем пӗве патне выляма кайнӑ, хӑйсем ӑҫта ҫул тытассине ачасем аслисене пӗлтермен.
Ачасем инкеке лекнине паян республикӑн правительство ларӑвӗнче хускатнӑ. Правӑна сыхлакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн республикӑра ултӑ ача шыва путнӑ. Пӗр хӗрача Шупашкарти Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра шар курнӑ, ыттисем — ялсенче. Шывра путнисенчен нихӑшӗ те ишме пӗлмен. Тӗпчевҫӗсем ачасене пӗчӗкрен ишме вӗрентме сӗнеҫҫӗ тата куҫран вӗҫертмелле марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Республикӑн тӳре-шари те ашшӗ-амӑшӗн яваплӑрах пулма кирлине палӑртать.
«Шупашкар хула Депутачӗсен пухӑвне суйланас текенсем укҫа та, пӗрне пӗри те шеллемеҫҫӗ», — пӗтӗмлетет Александр Белов журналист республикӑн тӗп хулин депутачӗсен президиумӗн ларӑвӗнче суйлав умӗн саккунлӑ мар технологисене усӑ курнине сӳтсе явни пирки хыпарланӑ май.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӗп вӑя хӑйсене хирӗҫ янӑ тесе шухӑшлать пулсан, тӗнче тетелӗнче ытти парти пайташӗсем администраци мелӗпе усӑ курни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах муниципалитетӑн суйлав комиссийӗ пӑшӑрханма темле сӑлтав ҫук тесе шухӑшлать.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти умсуйлавне (праймеризне) ирттернӗ чух такамсем апат-ҫимӗҫ лавккара тӳлевсӗр илме май пур тесе сертификат валеҫнӗ-мӗн. Хаклӑ хутпа ҫынсем палӑртнӑ кун лавккана ҫул тытнӑ. Анчах кассӑна ҫитсен вӗсенчен укҫа ыйтсан лешсенчен хӑшӗсем депутатсем улталарӗҫ тесе йӗрсе ярасси патнех ҫитнӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти хаҫатне валеҫекенсене машина ҫӑвӗпе сапни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Суйлав ҫывхарнӑ май хура технологисемпе тата усӑ курма пултарӗҫ-ха.
Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсен ассоциацийӗ Право тата экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канаш йӗркелеме йышӑннӑ.
Йыша ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющийӗ компанийӗсен, «Шупашкар хулин ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ» муниципалитет учрежденийӗн ӑслӑ-тӑнлӑ ертӳҫисене, юрисчӗсене, экономисчӗсене кӗртнӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Строительство министерстви.
Эксперт канашне ерсте пыма Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятйиӗсен ассоциацийӗн ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗн право ыйтӑвӗпе ӗҫлекен ҫумне Владимир Храмова ертсе пыма йышӑннӑ. Ӑна Шупашкарти «Волжский-3» управляющи компани пуҫлӑхӗ пулӑшса пырӗ.
Канаш управляющи компанисене кулленхи ӗҫре сиксе тухакан кӑткӑс самантсене татса пама пулӑшса тӑмалла.
Чӑваш Ене «Этносла Чӑваш Ен» турист кластерне туса федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫа-тенке усӑ курассипе кая юлса пынишӗн ят лекнӗ иккен. Ҫавна кура-тӑр иртнӗ эрнере республикӑн Правительство ҫуртне «ТРИ групп» акционерсен уҫӑ обществине йыхравланӑ. Шӑпах ӑна ӗҫе генподрядчик пулса тума шаннӑ.
7,6 миллиард тӑракан проекта пурнӑҫлама федераци хыснинчен 1,7 миллиард тенкӗ ытларах килмелле пулсан, 550 миллионне уйӑрнӑ. Анчах ӗҫӗ вырӑнта кал-кал пыни сисӗнмест иккен. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ростуризм комиссийӗ ӗҫ-пуҫ епле пынине вырӑна ҫитсе тӗрӗслемелле. Генподрядчик хӑй майӗпен ӗҫленине кризиспа тата патшалӑх подрядчикӗсемпе сӑлтавлама пӑхать имӗш. Хайхи проекта тата ҫӗнӗрен пӑхса тухма тивет тесе ӗнентересшӗн иккен.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев кун пек тӳрре тухма пӑхнине, айӑплисене шыраса ларнине ӑнланманнине пӗлтернӗ. Таса чунпа ӗҫлемесен следовательсем патне те ҫул такӑрлатма тивме лекесси пирки асӑрхаттарнӑ.
Ку пӑтӑрмахӗ иртнӗ эрнерех, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пулса иртнӗ иккен. Шупашкарти Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче парти хаҫачӗсене валеҫекен, хӑйсем хӑш партирен пулнине кӑтартакан тум тӑхӑннӑ хӗрсене машина ҫӑвӗпе сапса хӑварнӑ-мӗн.
Иртен-ҫӳрене ҫав хӗрсем Хусанкай урамӗ, «Ромашка» тата «Рябинка» общество чарӑнӑвӗсенче «Справедливая Россия» (Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) хаҫат валеҫнӗ. Кӗтмен-туман ҫӗртен вӗсем патне каччӑсем чупса пынӑ-мӗн те машина ҫӑвӗпе сапса хӑварса тарса ҫухалнӑ пулать. Шар курнӑ хӗрсем ку факт пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ иккен.
Хаҫат валеҫекен хӗрсенчен пӗри, Настя ятли, каланӑ тӑрӑх, вӗсене унччен пӗр кун маларахах виҫӗ каччӑ машинӑпа пырса хӑратнӑ-мӗн, хаҫата туртса илме хӑтланнӑ имӗш. Настьӑран вара тӳлевсӗр тӑракан хаҫата 1 тенкӗпе йӑлт туянасшӑн пулнӑ-мӗн.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Андрей Кулагин каллех митинг йӗркеленӗ. Хальхинче вӑл ҫынсене ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пухнӑ.
Митинга пынисем Владимир Путинпа пӗрле тесе каланӑ иккен. Вӗсем «Сӗтев» хаҫат валеҫнӗ-мӗн. Сергей Злобин ятлӑ сӑвӑҫ Андрей Кулагина мухтакан сӑвӑсем вуланӑ. Десантник беретне тӑхӑннӑскер тата ҫарпа тинӗс ялавне тытнӑскер хӑйӗн пултарулӑхне вӑл митинга уҫичченех кӑтартас тенӗ-мӗн те, анчах ӑна кӑштах тӑхтама ыйтнӑ иккен. Кайран вӑл Раҫҫей шӑпишӗн пӑшӑрханакан йӗркесене, тӑшмансене хурлакан сӑвӑсене вуласа панӑ. Хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, сӑввисене ҫав ҫын Путина та ярса панӑ, ҫӗршыв ертӳҫи ырланӑ имӗш. Злобин пултарулӑхне пӗрисем ҫӑвар карса итленӗ хушӑра «Путин хыҫне пӗркенсе ҫитет, Кулагин» плакат йӑтнӑ пӗр ҫын пырса ҫитнӗ. Кайран ӑна пухуран йӗрке хуралҫисем айккинелле пӑрса янӑ. Пикета хӑй шухӑшне палӑртма тухни пирки ӗнентерекен тепӗр ҫын майдана хирӗҫ иккенне палӑртакан йӗркесем ҫырнӑ транспарантпа пырса тӑнӑ.
Ҫапах та митинга хӑйсен пурнӑҫ условине лайӑхлатма ыйтса ҫитекенсем те пулнӑ.
Сӑнсем (12)
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Леонид Якубовичӑн «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑма хутшӑннӑ. Наталья Петрова Мускава аслӑ ывӑлӗпе Кириллпа кайнӑ.
Вӗсем эфира утӑн 17-мӗшӗнче тухнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ виҫҫӗмӗш турта вылянӑ. Леонид Якубович шупашкарсем мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ. Ара, вӑл хӑй кунта час-часах килсе ҫӳрет вӗт. Кирилл Леонид Якубович пирки ҫырнӑ сӑвва вуланӑ. Унта вӑл икӗ пӗчӗк арчана уҫма ӗмӗтленни пирки каланӑ. Телеертӳҫӗ унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлантарнӑ. Кирилл укҫаллӑ арчана уҫнӑ.
Шел те, Наталья Петрова финала тухайман. Анчах вӗсем Мускавран савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |