Чӑваш театрӗпе киностудине йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫал, ҫурлан 30-мӗшӗнче, 40 ҫул ҫитет. Ҫав кун ЧР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем унӑн вилтӑпри ҫине кайӗҫ. Пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене тата ыттисене пӗрле пыма йыхравлаҫҫӗ.
Иоаким Максимов-Кошкинский Тутарстанри Теччӗ районӗнче 1893 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти ӳнер училищинче вӗреннӗ вӑл. 1918 ҫулта Хусанта Островский пьесипе пӗрремӗш чӑваш спектаклӗ лартнӑ. 1920 ҫултанпа Шупашкарта чӑваш спектаклӗсем лартма пуҫланӑ. 1925 ҫулта вӑл кинопа кӑсӑкланма тытӑннӑ, тулли метражлӑ чӑвашла илемлӗ фильм ӳкерме пуҫланӑ.
«Аслӑ пӑлхарсем», прокатра «Атӑлҫи пӑлхавҫисем», пӗрремӗш фильм премьери 1926 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче пулнӑ. Рольсене чӑваш тата вырӑс актерӗсем калӑпланӑ.
Иоаким Максимов-Кошкинский репрессие лекнӗ. Ҫавна пулах вӑл ӳкернӗ чӑвашла илемлӗ фильмсенчен чылайӑшӗ упранса юлман. Вӑл 1975 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Ӑна Шупашкарти Б.Хмельницкий урамӗнчи масарта пытарнӑ.
Шупашкарта 64 тенкӗлӗх пурлӑха пула тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун чухлӗ тенкӗлӗх вӑрланӑшанах пуҫиле майпа айӑпламаҫҫӗ-ха. Административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха.
Ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнче вӑл Шупашкарти Ҫӗнӗкӑнтӑр раойнӗнчи лавккасенчен пӗринчен икӗ булка тата салат илсе тухас тенӗ. Тӳлемесӗрех. Ҫакна лавкка хуралҫисем сиснӗ. Пурлӑхӗ 64 тенкӗлӗх кӑна пулин те суту-илӳ точкинчи пурлӑхшӑн яваплӑскерсем полицейскисенех пӗлтерме йышӑннӑ. Лешсем 64 тенкӗлӗх тавара вӑрлакана тытса чарма персе ҫитнӗ.
64 тенкӗлӗх тавара пӗчӗк ача е выҫӑ студент куҫ хывнӑ пуль текенсем йӑнӑшаҫҫӗ. Ирпе апатланма шутласа лавккаран вӑрлама тӑни – 24 ҫулти ӳсӗр хӗр.
Вӑрлакана йӗрке хуралҫисем шалти ӗҫсен пайне илсе каяс тесе машинӑна лартма тӑнӑ. Лешӗн каяс килмен те вӑл малтан пӗр полицейские алӑран ҫыртса лартнӑ, кайран теприне.
Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн ӑна административлӑ майпа айӑпласа пӗр пин тенкӗлӗх явап тыттармалла тунӑ. Пуҫиле ӗҫне вара влаҫри ҫынсене хирӗҫ тӑнӑшӑн пуҫарнӑ.
2016 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ каллех Шупашкарта иртесси паллӑ пулнӑ. Аса илтерер: кӑҫал та чемпионат Чӑваш Енӗн тӗп хулинче иртнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Пекинри ӑмӑртӑва каймашкӑн наци командине йӗркеленӗ.
Спорт мероприятийӗсем 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Бразилире иртекен Олимп вӑййисен пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ.
2016 ҫулта Шупушкарта иртекен Раҫҫей чемпионачӗн календарьне хальлӗхе вӗҫне ҫити хатӑрлесе пӗтермен. Вӑл вӗҫленсен утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен Рио-де-Жанейро хулинче иртекен Олимп вӑййисене каймашкӑн заявка тӑратмалла. Ҫавӑнпа ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе пӗрлештернӗ команда йӗркелӗҫ.
Пыл сӑпасӗ иртнӗ эрнерех пулчӗ пулин те муркашсем ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртнине пӗлтересех килчӗ.
«Вӗлле хурчӗн ҫунатти ҫинчи сывлӑх» регионсем хушшинчи уява кӑҫалхипе муркашсем улттӑмӗш хут йӗркеленӗ. Ҫултан ҫул вӑл хитреленсе-анлӑланса та сарӑлса пырать. Пуҫласа ку проекта культурӑпа ӳнер сферинчи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме республика шайӗнче ирттерекен конкурсра ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн тытӑннӑ.
Хальхине пысӑк шайри тӳре-шара, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем тата ыттисем – пырса ҫитнӗ. Вадим Николаев муркашсене пыл хурчӗ пек ӗҫчен тесе ырланӑ. Мухтаканӗсем татах пулнӑ-ха. Республикӑн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗ Станислав Николаев вӗсем пирки «лартнӑ тӗллеве яланах пурнӑҫлаҫҫӗ» тесе хакланӑ. Республикӑн апат-ҫимӗҫ фончӗн ертӳҫи, вӑл муркашсен Шупашкарти ентешлӗхне ертсе пырать, Александр Федотов ентешӗсене пыл сутма Мускаври пасара кӑларма шантарнӑ.
Сӑнсем (58)
Сосновка поселокӗнче вӑрман касакансен хушшинче конкурс иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ.
Конкурса Чӑваш Енри чи маттур ҫынсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех кӳршӗ облаҫсемпе республикӑсенчен килнӗ. Йывӑҫ касма ҫӑмӑлах мар-мӗн. Пӗр сантиметр та пулин йӑнӑшсан «брак» пулать.
Конкурса 11-ӗн хутшӑннӑ. Вӗсем мӗнле ӗҫленине тӳперен те сӑнанӑ. Конкурсҫӑн йывӑҫа касни кӑна ҫителӗксӗр. Унӑн ӑна палӑртнӑ вырӑн ҫывӑхнерех ӳкермелле пулнӑ.
Йывӑҫ касакансен ӗҫӗ хӑрушӑ та. Вӑл пурнӑҫшӑн чи хӑрушӑ профессисен шутне кӗрет. Шахтерсемпе минерсемпе танах. Йывӑҫ касакансем хӑйсен ӗҫӗнче вӑйран ытларах ӑс кирлине палӑртаҫҫӗ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑххи Артем Шашков пулнӑ. Вӑл пирӗн республика чысне Хусанта иртекен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хӳтӗлӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма кандидата тӑнисем хӑйсен тупӑшӗ пирки уҫӑмланнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине вӗсем пӗлтерни тӑрӑх хакласан, чи пуянни Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев пулса тухнӑ, чи чухӑнни тивӗҫлӗ канури Валерий Сапожников.
Михаил Игнатьев тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 3,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унсӑр пуҫне Михаил Васильевичӑн Перекет банкӗн 1,5 миллион тенкӗлӗх сертификат пур. Банкра унӑн 2 миллион тенкӗ ытла пур. Кунсӑр пуҫне Михаил Игнатьевӑн 5 ҫӗр лаптӑкӗ, 5 пӳрт, 1 хваттерте тӳпе пур.
Либерал-демократсем кандидата тӑратнӑ Константин Субботин тӗп вырӑнта 3,9 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Банкри счет ҫинче 566,1 пин тенкӗ пур. Пурлӑха илсен унӑн Екатеринбургра гараж боксӗ пур.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен кандидата тӑратнӑ Олег Николаев тӗп вырӑнта 2,2 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Банкри вклада пула 200 пине яхӑн тупӑш илнӗ. Счет ҫинче унӑн 2,2 миллион тенкӗ пур-мӗн, унӑн «ИНТЕР РАО ЕЭС» акционерсен уҫӑ обществин 15 пин акцийӗ, ҫӗр лаптӑкӗн 1/5-мӗш пайӗ тата Hyundai IX55 урапа (машина) пур.
Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн кандидачӗн Валентина Шурчановӑн тупӑшӗ 4,3 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Ӗнер Шупашкарта пӑхаттирсем вӑй виҫрӗҫ. «Шупашкар вӑйламасӗ» ят панӑ ӑмӑртӑва ҫичӗ пӑхаттир хутшӑнчӗ. Вӗсем хушшинче Шупашкар каччи кӑна мар, Саранскри, Арзамасри, Йошкар-Олари вӑйлӑ арҫынсем те пулчӗҫ.
Вӑйламассен 120 килограмм таякан «Атлас чула» тата 100 килограмлӑ тимӗр пичкене 110 сантимер ҫӳллӗш сӗтел ҫине йӑтса хума тиврӗ. Унсӑр пуҫне вӗсен йывӑр япалана ҫӳле ҫӗклесе илме лекрӗ. Ку ӑмӑртура кам ҫӗнтернине вӑхӑта кура хакларӗҫ. 300 килограмм таякан урапана пилӗк хутчен ҫавӑрса хума та пултарчӗҫ вӗсем, 300 килограмм таякан кӗвенте евӗр тунӑ тимӗр конструкцие 20 метра маларах йӑтса тухассипе те тупӑшрӗҫ. 100 килограмм таякан снаряда 90 ҫеккунтра ытларах хут ҫӗклессипе те тупӑшрӗҫ. Унтан йывӑр грузовика 20 метра хӑвӑртрах куҫарассипе ӑмӑртрӗҫ.
Пӗрремӗш вырӑна Шупашкарти Дмитрий Смирнов ҫӗнсе илчӗ. 27 ҫулти каччӑ ытти ҫулта Шупашкарти кун пек ӑмӑртура мала тухса пынӑ. Сӑмах май каласан, спортсменсем хушшинче чи асли хӗрӗхрен каҫнӑ арҫын тупӑнчӗ. Ҫичӗ вӑйламасран ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе спорт маҫтӑрӗ ята илни те, спортӑн ытти енӗпе палӑрнисем те пулчӗҫ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта «Шӑккалат музейӗ» уҫӑлнӑ. Ӑна шӑпах Хула кунӗ умӗн, ҫурлан 13-мӗшӗнче, уҫнӑ. Ҫавӑн чухнех Николай Попов шоколатьепе тӗлпулу иртнӗ.
Музей ҫитекен кашни хулара йӑлана пӑхӑнса шӑккалат ваклаҫҫӗ те пурне те унпа хӑналаҫҫӗ. Шупашкарта та ҫак йӑлана пӑхӑннӑ. Ҫак йӑлана мӗншӗн ирттереҫҫӗ тетӗр-и? Хӑнасем экспонатсене чӑнах та шӑккалатран тунине ӗненччӗр тесе. Вӗсене лавккара сутӑнакан ахаль шӑккалатранах хатӗрленӗ. Апат-ҫимӗҫ сӑррисем ҫес хушаҫҫӗ унта.
Николай Попов музей историйӗпе паллаштарнӑ, хӑйсен ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫнӑ. Ятарлӑ хатӗрпе усӑ курмаҫҫӗ-мӗн экспонатсене хатӗрленӗ чухне. Ӑсталӑх, холодильник, микрохумлӑ кӑмака ҫеҫ кирлӗ. Ҫапах ӑстасем шӑккалат экспоначӗсене хатӗрлес технологи вӑрттӑнлӑхне пӗлтермен.
Николай Попов тӑван хулинче Симферопольте кондитер фирмине уҫнӑ. Унтах пӗремӗш курав йӗркеленӗ. Вӑл каярахпа Шӑккалат музейӗ пулса кайнӑ.
Шоколатье Шупашкарта шӑккалатран тухья, шӳлкеме, алтӑр, хула гербне, В.Чапаев портретне хатӗрленӗ.
Ҫамрӑк Александр Гониашвили чӑннипех те маттур. Вӑл «повар ӗҫӗ» компетенци енӗпе Раҫҫей чемпионатне хутшӑннӑ. Раҫҫей команди Worldskills Competition-2015 тӗнче чемпионатӗнче «Пысӑк ӑсталӑхшӑн» медале ултӑ хутчен тивӗҫнӗ.
Ӗҫ профессийӗсен чемпионачӗ Сан-Паулӑра ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Унта хӑйне евӗр рекорд пулнӑ: конкурса 70 ҫӗршыври 1,2 пин ҫын тата 3 пин ытла эксперт хутшӑннӑ.
Чемпионатра Раҫҫей чысне 32 ҫын хӳтӗленӗ. Ҫав шутра Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн студенчӗ Александр Гониашвили те пулнӑ. Вӑл «повар ӗҫӗ» енӗпе ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, Раҫҫей командинчи ултӑ ҫын «Пысӑк ӑсталӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Ҫиччӗшӗ вара чемпионат призерӗ пулса тӑнӑ. Вӑл шутра — Александр Гониашвили те.
Палӑртмалла: Раҫҫей кунашкал ӑмӑртӑва иккӗмӗш хут ҫеҫ хутшӑннӑ. Пӗрремӗшӗнче вӑл 2013 ҫулта, Лейпцигре иртнӗскерте, пулнӑ. Тепӗр чемпионат 2019 ҫулта Хусанта иртӗ.
Шупашкарта ҫӗнӗ микрорайонсенчи чарӑнусен ячӗсене панӑ. Ку «Садовый», «Финская долина», «Новый город» микрорайонсене пырса тивет.
Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Садовый» микрорайонта общество транспорчӗ чарӑнакан вырӑна «П.Дементьев урамӗ» ят парӗҫ. «Финская долина» микрорайонти чарӑну ҫавӑн пекех ятлӑ пулӗ.
«Новый город» микрорайонти общество чарӑнакан вырӑнсене «Новый город» микрорайон», «Г.Ефимов поэт урамӗ», «А.Токарев композитор урамӗ», «Стартовӑй урамӗ», «В.Галкин мусӑкҫӑ урамӗ» ят парӗҫ.
Сӑмах май, транспорт чарӑнакан вырӑнсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |