Паян Шупашкарти кинофестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ырласа мухтакансем йышлӑн пулнӑ.
Паян кинофестивале хупнӑ чух ӳнерӗн ҫак мероприятийӗ валли хатӗрленӗ ятарлӑ парнепе — «Анне» статуэткӑпа — чи лайӑх фильмсене тата вӗсене хатӗрлекенсене чысланӑ.
Наци хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнишӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ «Семейные хлопоты» режиссерне тата сценаристне, Хусанти культура институчӗн киноӳнер кафедра заведующине Алексей Барыкина хавхалантарнӑ.
Элтеперӗн ятарлӑ парнипе театрпа кино актрисине, СССР халӑх артисткине Мая-Гозель Аймедована тата Ходжакули Нарлиев режиссера, сценариста, Туркменистан халӑх артистне чысланӑ.
Чи лайӑх фильм тесе Гран-прие «Завещание отца» (Кӑркӑстан, режиссерӗсем — Бакыт Мукул, Дастан Жапар Уулу) тивӗҫнӗ.
Шупашкарта каллех тислӗк шӑрши кӗрет. Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан ҫынсем унашкаллине пӗрре мар тӳсеҫҫӗ. Урамра ырӑ мар шӑршӑ сарӑлни унччен те пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Мир проспектӗнче, «Виҫӗ юман» микрорайонта, пурӑнакансем япӑх шӑршӑ тухнине сиснӗ. Ку ҫил вӑйлансан уйрӑмах лайӑх палӑрма тытӑннӑ.
«Фермӑри пек пурӑнатпӑр. Каллех ҫӑвӗпе нушаланмалла-им?» — ҫапла ӳпкелешнӗ ҫынсем. Аса илтерер: пӗлтӗр те ҫулла ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче япӑх шӑршӑ тӑнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пурӑнакансем те ырӑ мар шӑршӑ пулнине туйнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет ҫурӑра Шупашкарти 1-мӗш Чапаев урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Йывӑҫ ҫурт, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электропралука пула ҫунса кайнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ҫенӗкрен тухнӑ.
Шел те, пушарта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 37 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 16 ҫулти, 4-ри тата 6-ри хӗрӗсем ҫунса вилнӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.
«Ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ психологсем вилнисен тӑванӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енре 9-мӗш класра вӗренекенсен патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ пуҫланнӑ. Пӗрремӗш кунхине шкул ачисем ют тата чӑваш чӗлхисемпе экзаменсем тытнӑ.
Экзамен пулнӑ пӗр пункта сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Вӗсем – ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков, ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев. Хӑнасем Шупашкарти 56-мӗш шкулта пулнӑ. Унта 4-мӗш гимнази, 17-мӗш тата 19-мӗш, 60-мӗш шкулсенче ӑс пухакансем экзамен тытнӑ.
Михаил Игнатьев тимӗршыравҫӑн тӗрӗслевӗпе паллашнӑ, экзамен тытмалли аудиторие пӑхса ҫаврӑннӑ, видеосӑнав мӗнле ӗҫленине пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ачасемпе калаҫнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра ют чӗлхепе 600 яхӑн ҫын экзамен тытать, чӑваш чӗлхипе — 350 ҫын ытла.
Ҫак эрне пуҫламӑшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн транспорт пайӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫрен каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Анчах вӗсем икӗ эрне ӗҫлесе татаҫҫӗ-ха.
Палӑртмалла: унта вӑй хуракансенчен пӗри пӗр уйӑхран сахалрах ӗҫлет. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлнӗ тӑрӑх, кунашкал лару-тӑрӑва нумаях пулмасть 40-мӗш маршрут тӗлӗшпе ирттернӗ тӗрӗслевпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ун чухне транспорт пайӗнче ӗҫлекенсене полици пайне икӗ хутчен илсе килнӗ.
Сӑмах май, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче йӗрке хуралҫисем транспорт пайӗн пуҫлӑхне тата ӑна пӑхӑнакан ҫынна взятка илнӗшӗн тытса чарнӑ.
Шупашкар хула мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ, ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен кӑларнине те хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн следователӗсем вӑл «Чувашия-Мед» страхлав компанийӗн тӗп директорӗ пулнӑ май саккуна пӑсса икӗ сделка тунӑ, кун пирки директорсене пӗлтермен, компани пурлӑхӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. И. Клементьева 370 ытла тӑваткал метрлӑ лаптӑка хӑйӗн упӑшки ертсе пыракан фирмӑна 10 ҫуллӑха йӳнӗ хакпа тара панӑ пулать. Кунсӑр пуҫне вӑл страхлав компанийӗ ячӗпе тӗп бухгалтерӑн амӑшне 1,7 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ сутнӑ имӗш. Темиҫе миллион тенкӗ тӑраканскере 1,5 миллионпа парса страхлав компанине тӑкак кӳнӗ-мӗн.
Следовательсем Ирина Клементьевана тытса чарма хальлӗхе сӑлтав ҫук тесе пӗлтернӗ иккен. Ку хыпара «Новости» РИА паян пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен спортсменӗ Никита Линник чӑннипех те маттур! Вӑл куҫ курманнисен хушшинче дзюдо енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче палӑрнӑ.
Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 36 регионти 100-е яхӑн спортсмен килнӗ. Пирӗн Никита 100 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Орлова та палӑртмалла. Вӑл 90 килограмм тайман арҫынсен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Дмитрий ку йышра чи вӑйлӑ пилӗк спортсмен ушкӑнне кӗнӗ.
Сӑмах май, Никита Линник пӗлтӗр Раҫҫей чемпионатӗнче пӗрремӗш хутчен пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хальхинче те вӑл ҫак медальпе савӑнтарнӑ.
Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑм ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
«Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ» ҫумӗнче медпулӑшу паракан пӗрлехи служба йӗркеленӗ, унти хатӗр-хӗтӗре ҫӗнетнӗ. Анчах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пур-пӗрех тупса палӑртнӑ. Унашкал тӗслӗх пӗтӗмпе — 165.
Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче хыснаран эмел, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянма уйӑрнӑ укҫапа тӗллевлӗн усӑ курман. Куславккари тӗп пульницӑра вара хӑш-пӗр пӳлӗмре ӗҫченсем пурӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне васкавлӑ медпулӑшӑвӑн хӑш-пӗр уйрӑмӗнче диспетчер пункчӗ пулман. Хӑш-пӗр пульницӑра вара пациентсене сӑлтавсӑрах йышӑнма хирӗҫленӗ.
Прокуратура административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 8 ӗҫ тата 1 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр хваттерте 3 уйӑхри ача виллине тупнӑ. Унӑн 29 ҫулти амӑшӗ вара тӑнсӑр выртнӑ. Ҫавна май «Ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Эгер бульварӗнчи пӗр хваттерте пӗчӗк ачан виллине, диван ҫинче хырӑмпа выртнӑскере, тупнӑ. Унпа юнашарах урайӗнче 29 ҫулти хӗрарӑм выртнӑ. Следовательсем амӑшӗпе ачи ҫинче пусмӑрланӑ йӗр тупман.
Судмедэкспертсем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ. Следовательсем хваттере тӗплӗн тӗрӗсленӗ, ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Ку пуҫиле ӗҫе Следстви комитечӗ тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм хальлӗхе комӑра выртать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти аэропорт расписанийӗнче ҫӗнӗ рейс хушӑнӗ. «РусЛайн» авикомпани самолетсене тунтикунпа юнкунсерен ҫӳреттерме тытӑнӗ.
«Шупашкар — Питӗр» 7R-234-мӗш маршрутпа Пулково аэропорта каякан самолет Чӑваш Ен тӗп хулинчен 16 сехет те 50 минутра ҫула тухӗ, 19 сехетре унта ҫитӗ. «Питӗр, Пулково — Шупашкар» маршрутпа 13 сехет те 50 минутра хускалӗ, Шупашкара 16 сехетре ҫитӗ. 50 вырӑнлӑ CRJ-100/200 самолет 2 сехет те 10 минут вӗҫӗ.
Шупашкарти аэропорт пӗлтерни тӑрӑх маларах эпир самолетсене компани эрнере виҫӗ хутчен: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен — вӗҫтерессине хыпарланӑччӗ.
Сӑмах май, «Псковавиа» компани самолечӗсем те Питӗре унчченхиллех ҫӳрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |