Шупашкарта хӑпартса лартнӑ ҫӗнӗ Кадет корпусне уҫма Олимп чемпионки Аделина Сотникова килӗ.
Вӑл Совет Союзӗн Геройӗн, Александр Васильевич Кочетовӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать. Кадет корпусӗ, пӗлетпӗр ӗнтӗ, А.В. Кочетов ячӗпе хисепленет.
Аделина Сотникова – хӗрарӑмсем хушшинче пӗччен ярӑнассипе уйрӑм зачетра 2014 ҫулта Олимп чемпионки ята тивӗҫнӗччӗ. 2013 тата 2014 ҫулсенче вӑл Европа чемпионачӗсене кӗмӗл медале, 2011 ҫулта юниорсем хушшинче тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ.
Шупашкарти Кадет корпусне авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑннипе уҫмалла. Кайран ҫамрӑксем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне: Крыма тата Пермь тӑрӑхне — сбора тухса кайӗҫ.