Шупашкарти пӗр урама И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне парасшӑн. Кун пек сӗнӳпе Ваттисен канашӗ республика ертӳҫисем патне тухнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта пухӑннӑ аслӑ ӑру ҫыннисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитни пирки те сӑмах хускатнӑ, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине сӳтсе явнӑ. Ҫавна май Шупашкарти пӗр урама Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне пама ыйтнӑ ваттисем. Республика Пуҫлӑхӗ аслисем палӑртнӑ шухӑша ырланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Шāматкун, кāрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш ачисен клубӗ (вӑл Шупашкарта ӗҫлет) тӑван чӗлхене вēренес шухашлā шӑпӑрлансене хӑй патӗнче пуҫтарӗ.
«Ҫыннӑн пӗр анне. Тӑван чӗлхе те пӗрре. Ӑна упрасси – пирӗн тивӗҫ. Чӗлхе чечекленесси пӗтӗмпех хамāртан килет.
Атте-анне чӗлхи – пирӗн тӑван чӗлхе. Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ», — тесе ҫырнӑ «Аталану» ассоциаци «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче.
Заняти Шупашкарти Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи 212-мēш пулēмēнче иртӗ. Унта икӗ ӳсӗмри ачасене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкāнēн занятийӗ 12 сехетре, аслā ушкāнāн вара 13 сехетре пуҫланē.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 89051987795 тата 89603030880.
Шупашкарти лифтсене кӑҫал та ҫӗнетӗҫ.
2020 ҫулта нумай хваттерлӗ 16 ҫуртра 90 лифт ылмаштарма палӑртнӑ. Ҫакӑн валли 158 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫана нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси ҫинчен калакан программӑпа килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков ӗнентернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра 12 ҫуртра 62 лифта ылмаштарса пӗтернӗпе пӗрех. Тепӗр 28 лифта пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хута яма палӑртнӑ. Ҫакӑн пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗн пресс-службинче. Кӑҫалах тепӗр 11 ҫуртри лифтсене ҫӗнетмелле.
Шупашкарти ҫуртсенче пассажирсене турттармалли лифтсен шучӗ 3479-па танлашать. Япӑхнисене кашни ҫулах пӗчӗкшерӗн ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.
Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗсене видеокамерӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кӑларни пирки паян пӗлтернӗ.
Видеомониторинг тытӑмӗсемпе Улатӑрти, Шупашкарти тата Йӗпреҫри вӑрман хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерӗҫ. Видеотытӑм хакӗ 1,1 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Видеомониторинг вӑрманта пушар тухнине хӑвӑрт, пушар анлӑ сарӑличчен палӑртма май парӗ.
Вӑрман хуҫӑлӑхӗсене видеомониторингпа тивӗҫтерни «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать.
Вӑрман хуҫалӑхӗсене валеҫме йышӑннӑ видеотытӑм пӗр вырӑнта тӑраканни мар. Ятарлӑ хатӗр пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫӳресе вӑрмана ҫӳлтен ӳкерӗ, ҫав информацие яваплисем патне ҫитерӗ. Апла пулсан, ҫулӑмпа кая юлмасӑр кӗрешме тытӑнма май парӗ.
Паян Шупашкарта «Спортивное долголетие» (чӑв. Спортри вӑрӑм ӗмӗр) спартакиада пуҫланнӑ. Унта аслӑ ҫулхисем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫулланнисен ӑмӑртӑвне Чӑваш Енӗн Спорт министерстви тата Раҫҫей пенсионерсен союзӗн регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Паянхи ӑмӑртура теннисла выляса ӑмӑртнӑ.
Паянхи ӑмӑрту Шупашкарта иртет. Унта районсемпе хуласенчен 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. «Спартак» спорт шкулӗнче вара шашка-шахмат вылякансем, пурӗ 80 ытла ҫын, пухӑннӑ. Вӗсем те — асли ҫулхисемех. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тӳре-шара саламланӑ, хастарлӑхшӑн ырланӑ.
Спартакиадӑн тепӗр тапхӑрӗсенче пульӑран перес, йӗлтӗрпе ӑмӑртас, ишес, дартс, волейбол, мини-футбол, ҫӑмӑл атлетика тата хутӑш эстафета енӗпе тупӑшассисем пулӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче ҫӳрекен 100-мӗш троллейбуса улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Унччен вӑл Шупашкарта Хӗрлӗ тӳреме ҫеҫ ҫитнӗ, малашне ӑна «Университет» микрорайона ҫити ҫӳреттермелле тӑвасшӑн. Ку улшӑну кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулмалла.
Троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта «Сокол» таран ҫитӗ. Ҫавна май расписание кӑштах улӑштарӗҫ. Хальлӗхе 3 троллейбус кӑна ҫӳрӗ.
Троллейбус маршрутне тӑсма халӑх ыйтнӑ-мӗн. Халӗ тӳре-шара маршрутпа проезднойпа ҫӳрес ыйтӑва та пӑхса тухать.
Аса илтерер: маршрутпа пӗтӗмпе 4 троллейбус ҫӳремелле, анчах пӗри хальлӗхе ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, вӑл юсавра.
Нумаях пулмасть И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Филологипе журналистика факультечӗ «Сенкер инҫет» регионсем хушшинчи олимпиадӑн онлайн-турне ирттернӗ. Унта 8-11-мӗш классенче вӗренекенсемпе колледжсенче ӑс пухакансем тупӑшнӑ.
Олимпиадӑн пӗрремӗш турне 300 ытла ача хутшӑннӑ. Ун чухне вӗсем аслӑ шкул хатӗрленӗ тест ӗҫӗсене дистанци мелӗпе пурнӑҫланӑ.
50 ытларах балл пухнисем иккӗмӗш тура лекнӗ. Вӗсн йышӗнче Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкулти Ксения Мурзаева, Марина Герасимова Марина тата Татьяна Ефимова пур.
«Сенкер инҫет» олимпиадӑ куҫӑн тапхӑрӗ кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Вӑл Шупашкарти Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртри 38-мӗш ҫуртри 1-мӗш вӗренӳ корпусӗнчи 434-мӗш аудиторире иртӗ.
Шупашкарта федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи пысӑк шкулсенчен пӗрне уҫма палӑртаҫҫӗ. Ӑна ӑна кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Вӑл хулари «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пулӗ. Унта 1600 ача вӗренмелӗх вырӑн пӑхса хӑварнӑ.
«Унта вӗренекен ачасен йышне тишкеретпӗр халӗ. Унти пӗрремӗш класа кайма 400 ытла заявка панӑ. Ку вӑл 15-16 пӗрремӗш класлӑх», — тесе пӗлтернӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров.
Кӑҫалах «Садовӑй» микрорайонта шкул тума пуҫласшӑн. Ӑна 2022 ҫулта хута яма палӑртаҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта 5-мӗш гимназин филиалне (1100 ача вӗренмелӗх), хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче 61-мӗш шкулӑн филиалне (500 ача вӗренмелӗх) уҫнӑ.
Паян Шупашкар районӗнче тӑватӑ пассажир аманнӑ. Ҫул ҫинчи инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра пулнӑ. Аварие виҫӗ машина лекнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Муркаш-Шупашкар» маршрутка Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗ патӗнче ҫынсене каҫмалли вырӑнта чарӑннӑ. Ун ҫине «Скания» грузовик пырса кӗнӗ. Светофор патӗнче ларакан «Ауди» автомашина водителӗ пысӑк машина пырса кӗнине тӗкӗр ҫинче асӑрхасан ҫул айккине пӑрӑнма хӑтланнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Машинӑсем пурте лапчӑннӑ. Маршруткӑри 12 пассажиртан тӑваттӑшӗ, ҫав шутра 16-ри хӗрача та пулнӑ, аманнӑ.
Инкек вырӑнне ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авари сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта «Христос ҫутти» конкурс иртет. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче концерт залӗнче 13 сехетре уҫланӗ.
Конкурса сусӑрсем хутшӑнӗҫ. Вӗсен йышӗнче тӗлӗнмелле каччӑ пулӗ. Вӑл – Тутарстанран. 19 ҫулти Алексей Романов – 1-мӗш ушкӑн сусӑрӗ, унӑн алӑ тупанӗ, пӳрнисем ҫук. Ҫӳлерех асӑннӑ шкул директорӗ Наталья Ванеркина каланӑ тӑрӑх, ҫапах каччӑ пианино калать.
Палӑртмалла: кунашкал конкурс Шупашкарта пӗрремӗш хут иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |