Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакан кашни 40-мӗш ҫын психиатрсемпе психиатерапевтсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑрать. 2020 ҫул вӗҫленнӗ вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхри 29 пин те 592 ҫын психиатрсемпе психотерапевтсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑнӑ. Ҫак цифрӑна «О состоянии здоровья населения Чувашии в 2020 году» (чӑв. Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем сывлӑхӗн ҫинчен) патшалӑх докладӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин цифрисене тӗпе хурса асӑнса хӑварнӑ. Маларах асӑннӑ 30 пине яхӑн ҫын республикӑра пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн 2,5 проценчӗ пулать. Психиатрсемпе психотерапевтсем патӗнче учетра тӑракансен хисепӗ ҫулталӑкра 861 ҫын чакнӑ. 15 263 ҫынна психиатри пулӑшӑвне амбулаторире кӳнӗ. Тухтӑр патне вӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпе пынӑ. Психика чирӗсемпе аптӑракансен йышӗ ҫулталӑкра 4 процент чакнӑ. Сӑмах май каласан, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пӗрер психиатри бригади дежурствӑра тӑрать. Вӗсем кунне 8-12 хутчен тухса кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |