Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫалхи пилӗк уйӑхри демографине пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӗ 6 433 ача ҫуралнӑ, 7 147 (вӑл шутра ҫулталӑка ҫитмен 31 ача) вилнӗ. Вилнисен шучӗ ҫуралнисенче 11,1% ытларах пулнӑ. Пӗлтӗр ку вӑхӑтри кӑтартусем 19,4%-па танлашнӑ. Ҫуралнисен шучӗ те пӗлтӗрхипе танлаштарсан 69 ытларах (е 1,1%). Вилнисен шучӗ 5,9% чакнӑ (е 452 ҫын сахалтарах).
Чӑваш Енӗн пур муниципалитетӗнче те тенӗ пекех халӑх йышӗ чакнӑ, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тата Шупашкар районӗнче — ӳснӗ. Ҫын йышӗ чи нумай Ҫӗмӗрле (-16%), Улатӑр (-12,5), Пӑрачкав (-12,2), Хӗрлӗ Чутай (-11,7) тата Куславкка (-10,1) районӗсенче чакнӑ.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 51 ҫемье ытларах (пурӗ 2 643 мӑшӑрланнӑ) ҫавӑрнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ чакнӑ — пӗлтӗрхинчен 277 ҫемье сахалрах саланнӑ.
Шупашкарта, К.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн залӗнче, 2010 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче чӑваш литературин умкаҫалӑкӗ умӗнче тӑнӑ Турхан Энтри (1888–1972) ывӑлӗ Турхан Евгений чӑваш ҫыравҫи 60 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Евгений Елчӗкри Турханта ҫуралнӑ, Патӑрьелӗнче пурӑннӑ, Хусан чӑвашӗ пулса тӑни — 15 ҫул.
Турхан Евгений чӑваш литературинче 40 ҫул ӗҫлет. Хайлавӗсем Патӑрьелӗнчи «Авангард», Шупашкарти «Пионер сасси», Хусанти «Сӑвар» тата ытти хаҫатсенче, «Капкӑн» тата ытти журналта пичетленнӗ. Кӗнекисем: «Пӑла таврашӗнче» (поэма, Патӑрьел, 1990), «Тайна обелиска» (Хусан, 1999), «Последний эльтебер» (Хусан, 2001), «Ӑҫта-ши эсӗ, юратӑвӑм?» (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2009). Халӗ вӑл трилогин «Сокровища северских эльтеберов» тата «Сын эльтебера» романӗсене ҫутта кӑларма вӗҫлесе пырать.
17 ҫул Сталин тӗрмисенче асапланнӑ чӑваш сӑвӑҫӗ тиран вилсессӗн ҫеҫ ирӗке тухать. Анчах сывлӑха асапсем ҫисе янӑ… Вӑл икӗ ҫул ытларах ҫеҫ астивет ирӗклӗх сывлӑшне. 1957 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗнче тӑван Аслӑ Арапуҫӗнче акатуйра пулать, халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗсен-маттурӗсен ӗҫне хаклакан ушкӑнра ӗҫлет, кунӗпе хӗвел айӗнче, пӑлхану-хавхалану та хӑй ӗҫне тӑватех ӗнтӗ… Тепӗр кунне… Юлашки сӑмахӗсем ҫапларах пулнӑ теҫҫӗ: «Хӑйӗн тӑван ҫӗрне таврӑнса вилекен телейлӗ».
Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче — асӑну хӑми. Шӑпах ун умне чӗрӗ чечексем хучӗ те ӗнтӗ паян миттаҫӑсен пӗр ушкӑнӗ.
Митинга Митта хунтин (фончӗн) ертӳҫи, пӗтӗм тӗнчери Абдӳлхак Хамид Тархан поэзии премийӗн лауреачӗ Илле Иванов ертсе пычӗ. Унта Митта премийӗн лауреачӗсем Евгений Турхан (Тутарстан), ЧР тава тивӗҫлӗ актриси Надежда Кириллова, филологи ӑслайӗсен докторӗ Василий Пушкин, Лидия Ковалюк сӑвӑҫ, чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Цыпленков, Ангелина Медведева вӗрентекен, филологи ӑслайӗсен кандидачӗ Виталий Станьял сӑмах каларӗҫ.
Вилӗм яланах — кӑтмен инкек, ку тӗслӗхре вара — пушшех кӗтменрен те кӗтменни. Ҫывӑх ҫыннисем, ӗҫтешӗсем, ӑна юратнӑ, хисепленӗ ҫынсем ӗнер, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Николай Гордеева юлашки ҫула асатнӑ. «Хыпар» хаҫат паян ҫак хыпара пӗлтерчӗ.
Мӗн пулнӑ? Уҫӑмсӑрри пайтах. РФ Прокуратури ҫумӗнчи Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗн ертӳҫин пулӗшуҫи Олег Дмитриев «Хыпар» корреспондентне пӗлтернӗ тӑрӑх, артист виллине иртнӗ шӑматкун ирхине Шупашкарти Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи хӑй пурӑнакан ҫурт подъезчӗ умӗнче тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл подъездӑн 7-8-мӗш хутсен хушшинчи чӳречинчен хӑй сикнӗ (эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Гордеевсен ҫемйи тӑваттӑмӗш хутра пурӑнать). Мӗншӗн ҫапла хӑтланнӑ — калама хӗн. Тӑванӗсем вӑл юлашки вӑхӑтра пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ пулни, вилӗм пирки сӑмах пуҫаркалани ҫинчен каланӑ-мӗн.
Чӑннипех — пысӑк ҫухату. Н.Гордеев 1961 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ.
Кӑҫал чӑваш литературин классикӗ Константин Васильевич Иванов ҫуларнӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ. «Нарспи» поэмӑн авторӗ 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Республикӑра ҫак куна нумайӑшӗ паллӑ турӗҫ — Ҫӗнӗ Лапсарти вулавӑшра та мероприяти иртрӗ.
Константин Васильевич Иванов Чӑваш Енрен аякра, инҫетри Пушкӑртстанра ҫуралнӑ. Ҫулӗ кӗске мар, ҫавна май вулавӑш ӗҫченӗсем ачасене Слакпуҫа виртуаллӑ ҫулҫӳрев майӗпе ҫитерме шут тытрӗҫ. 42-мӗш шкулӑн 8«б» клас ачисем Слакпуҫ ялӗпе, ун хӗррипе юхса выртакан Слак шывӗпе, Силпи ҫаранӗсемпе, унӑн илемлӗхӗпе паллашрӗҫ. Вулавӑш ӗҫченӗсем Константин Ивановӑн кун-ҫулӗпе, унӑн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.
2010 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Шупашкар хулин Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицейӗ Чӑваш Республикинчи шкулсенче 4-мӗш класра вӗренекенсемпе математика тата музыка ӑнкарӑвӗ (музыка профилӗ), 7, 8, 9-мӗш классенче вӗренекенсемпе чӑваш чӗлхипе литератури тата вырӑс чӗлхи (чӑваш чӗлхипе пултарулӑх профилӗ), биологипе математика (химипе биологи профилӗ), физикӑпа математика (физикӑпа математика профилӗ) олимпиади ирттерет.
Ҫавӑн пекех 6-7-мӗш классене (музыка профилӗ), 9, 10-мӗш классене (профильне хӑвӑр суйлатӑр) вӗренме илеҫҫӗ. Вӗсем валли те олимпиадӑсем пӗр вӑхӑтра иртеҫҫӗ. Олимпиадӑна хутшӑнакансен лицея 9 сехет тӗлне ҫитмелле. Предметсен олимпиади 10 сехетре пуҫланать. Олимпиадӑра ҫӗнтернисене тата палӑрнисене 14:00 сехетре чыслаҫҫӗ.
Адрес: Шупашкар хули, Граждан урамӗ, 54 ҫурт. Лицея 11, 17-мӗш троллейбуссемпе «Яноушек урамӗ» чарӑнӑва ҫитмелле.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 31-54-61.
Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Шупашкарта «Чӑваш Республики — Мускав. Лаптӑксене аталантармалли инвестиципе строительство программӑсем» архитектура кӗперӗ» ятлӑ конференци иртӗ. Вӑл Республика кунӗ ячӗпе иртекен Шупашкарти III экономика канашлӑвӗнче ирттерекен мероприятсен шутне кӗрӗ.
Конференцие Чӑваш Республикин Министрсен кабинечӗ пулӑшнипе хула строительствипе обществӑллӑ инфраструктура Министерстви ирттерет. Ҫавӑн пекех йӗркелӳҫӗсен шутӗнче: Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин строительствӑпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗ, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗпе суту-илӳ Министерстви.
Конференцин тӗп теми ҫурт-йӗре масштаблӑ хӑпартасси, Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи укҫа хывакансемшӗн унӑн илӗртӳлӗхӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫурт-йӗре масштаблӑ хӑпартнӑ чухне, дазайн хатӗрленӗ чухне пирӗн патшалӑхра тата ют ҫӗршывсенче пухнӑ опытпа та паллашӗҫ. Строительство хуҫалӑхӗн аталанӑвне, укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курассине пӑхса тухӗҫ.
Конференцие хутшӑнас кӑмӑл ҫуралсан сирӗн construc28@cap.ru электронлӑ адреспа ҫыру ямалла, е (8352) 62-52-05 инҫесас номерӗпе ҫыхӑнмалла.
Ыран пӗтӗм патшалӑх Ҫӗнтерӳ Кунне палӑртӗ. 1945 ҫулта фашистла Германие ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ.
Ыран уява чаплӑн ирттерме чылайӑшӗ хатӗрленеҫҫӗ. Мероприятисем те нумай палартса хунӑ. Шупашкарта малтанхи ҫулсенчи пекех парад иртӗ. Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ А.А.Мокрушин полковник пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ юлашки хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хатӗррисен шутӗнче — Ижевскран 40 комплект ППШ автомат, 3 РПД пулемет кӳрсе килнӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫар тумтирне 33 комплект ҫӗлеттернӗ, парада хутшӑнакан пӗтӗм техникӑна — артиллери орудийӗсемпе «зенитка» установкӑсене — юсаса ҫӗнетнӗ, промышленноҫ тракторӗсен заводӗнче тӑшмана питӗ сехӗрлентернӗ, легендӑна кӗрсе юлнӑ «Катюша» БМ-13 ракета установкине «ЗИС-6» автомобиль шасси ҫине вырнаҫтарнӑ, 14-мӗш ракета дивизийӗн командирӗпе «Тополь-М» ракета комплексӗ уйӑрасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Парада ыран www.cap.ru сайтра тата «Атӑлинҫекомӑн» кабель тетелӗнче онлайн мелӗпе курма пулӗ.
Шупашкарти экономикӑпа менеджмент институтӗнче Ҫар чысӗн пӳлӗмне йӗркелеҫҫӗ — вӑл кӗтесе Калуга облаҫӗнче ҫӗр чавма кайнӑ студентсем те хӑйсен тупнӑ япалисемпе пуянлатӗҫ.
Ыран, акан 28-мӗшӗнче, «Салют» культура керменӗнче «Ҫӗнӗ ятсем» конкурсӑн лауриачӗсен тата дипломанчӗсен гала-концерчӗ пулӗ. Концерта чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те хутшӑнӗҫ.
Ӑна Чӑваш наци радиовӗ тата Шупашкар хулин эстрадӑпа цирк ӳнерне аталантаракан продюсер центрӗ йӗркеленӗ. Финала пурӗ 23 юрӑҫ тухнӑ. Конкурса 11 сехетре пӗтӗмлетме пуҫлаҫҫӗ. Каҫхине вара — гала-концерт.
Билет хакӗ — 200 тенкӗ, пуҫламӑшӗ 18 сехет каҫхине.
Ӗнер, акан 25-мӗшӗнче, Шупашкара пӗрремеш пӑрахут ҫитрӗ. Атӑлпа килнӗ пӗрремӗш хӑнасем Чулхуларан пулчӗҫ, пирӗн тӗп хулана вӗсем «Чулхула — Шупашкар — Чулхула» круизран анчӗҫ. Кӑҫалхи чи пирвайхи хӑнасемшӗн тӗлӗнмелли те, интересли те чылай хатӗрлесе хунӑ — бард юррисен конкурсӗ, дискотека, чӗрӗ юрӑ-кӗвӗ. «Карл Маркс» теплоходран аннӑ хӑнасене тумсен тата капӑрлану япалисен куравӗ, фотосесси, коктейль-шоу та кӑсӑклӑ пулчӗ. Чулхуласем Шупашкар тӑрӑх та курса савӑнчӗҫ.
«Карл Маркс» теплоход ҫинче пурӗ 120 ҫын пулчӗ, вӗсен хушшинче Мускаври, Питӗрти, Чулхулари усламҫӑсем, хаҫат-журнал ӗҫченӗсем пулчӗҫ.
Чӑваш Енӗн тӗп хула хӑнасене чӑн та илӗртет — кӳлмекӗ те, тасалӑхӗ те, ҫынсен кӑмӑллӑхӗ те. Кӑна фактсем те ҫирӗплетсе кӑтартаҫҫӗ: 2007 ҫулта Шупашкарти порта 312 , 2008 ҫулта 314 теплоход килче чарӑннӑ пулсан, пӗлтӗр вӗсен шучӗ самай ӳснӗ — 370-е ҫитнӗ. Статистика тӑрӑх 2009 ҫулта Атӑлпа пурӗ 64 пин хӑна килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |