Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Андриан Николаев ҫуралнӑ кунӗ. Ку кун яланхи пекех пирӗн республикӑна космонавтсем хӑнана килеҫҫӗ. Ак кӑҫал та Шупашкара Борис Волынов, Виктор Горбатко тата Владимир Ляхов СССР вӗҫевҫӗ-космонавтсем тата Совет Созӗн Паттӑрӗ ятне икӗ хут тивӗҫнӗскерсем, Николай Бударин Раҫҫей вӗҫевҫӗ-космонавчӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ, Пётр Колодин космонавт-тӗпчевҫӗ килнӗ.
Чаплӑ хӑнасем Шуршӑлти мемориаллӑ комплекса, тӗп хуламри «Байконур» микрорайона, Таса Кӗркури Ҫӗнтерӳҫӗн часовнине ҫитсе курчӗҫ, Шупашкарти 10-мӗш шкулӑн стадионне уҫнӑ ҫӗре хутшӑнчӗҫ, А.Г. Николаева асӑнса иртттерекен дзюдо ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене саламларӗҫ.
Хӑнасем А.Г. Николаева асӑмрах тытнине пысӑк хакларӗҫ. Республикӑра пулса иртекен ҫӗнетӳсем те вӗсене килӗшрӗҫ. Борис Волынова вара Шупашкар кӳлмекӗ питӗ килӗшнӗ. Хӑнасем Чӑваш Енӗн пуласлахӗ пурри пирки шантарса хӑварчӗҫ.
Шӑматкун Шупашкарта Республика Кунӗн уявӗ шутне кӗрекен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль уҫӑлчӗ. Фестивале уҫас умӗн фестивалье хутшӑнакан ушкӑнсем театрализацилесе утса тухрӗҫ. Наци вулавӑшӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ лапам таринех юрласа та ташласа утрӗҫ. Фестивале Германири, Словакинчи, Белоруссинчи ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенчен килнӗ ушкӑнсемпе перле утрӗҫ. Утакан колоннӑн вӗҫӗнче вара Республикӑри пултарулӑх ушкӑнесем утрӗҫ.
Ламапа утса ҫитнӗ хыҫҫӑн фестиваль уҫӑлчӗ. Малтан фестивале Олег Овельев радиоведущийпе Чӑваш халӑх артистки Светлана Бубнова ертсе пычӗҫ. Каярахпа вӗсене паллӑ юрӑҫ Августа Уляндинӑпа Алексей Болдырев телеведущий улӑштарчӗҫ. Фестивале уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ ҫалкуҫ шывӗсене пӗрле пуҫтарчӗҫ, салам сӑмахӗсене каларӗҫ. Н.В. Фёдоров тухса сӑмах каларӗ, фестивале хутшӑнакан ушкӑнсене саламларӗ.
Вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче фестиваль малалла тӑсӑлчӗ. Фестивале хутшӑнакан ушкӑнсем Шупашкар 500 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен культурӑпа кану паркӗнче, Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче, «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗ умӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ умӗнче хӑйсем пултарулахӗпе савӑнтарчӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта Калинин урамӗ тӑрӑх автомашинсене ҫӳреме чараҫҫӗ. Маларах ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хупас шухӑш пулнӑ, анчах та каярах ку вӑхӑта ҫу уйӑхӗн 30-мӗшне куҫарнӑ.
Автомобиль ҫулне ҫӗнетнӗ хушӑра автомашинӑсем урӑх ҫулсем тӑрӑх каймалла пулӗ. Мускав проспекчӗ енчен килекенсен Николаевпа Октябрӗн 50 ҫуллӑх урамӗсемпе Мир проспекчӗ тӑрӑх каймалла пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар енчен килекенсен Машин тӑвакан тӑкӑрлӑкпа Ленин Комсомолӗн урамӗ тарӑх тата Мир проспектне тухакан Кабель тӑкӑрлӑкӗ тӑрӑх каймалла пулӗ. Автомобиль ҫулне Николаев урамӗнчен пуҫласа Хуҫалӑх тӑкӑрлӑкӗ таран юсӗҫ. Юсав ӗҫӗсен авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлӗҫ.
Юсав ӗҫӗсене ирттернӗ вӑхӑтра ҫула 7 метр таран сарлакалатаҫҫӗ, Пенси фончӗ патӗнче ҫӗр айӗнчен иртекен ҫул, Калинин урамӗпе Мир проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта транспорт ҫыхӑнӑвне тӑваҫҫӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче 11 сехетре Чӑваш тумӗн уявӗ уҫӑлчӗ. Программа тӑрӑх Чӑваш тумӗн тӗсӗсемпе чӗрӗ сцена ҫинче тата экрантан паллаштарма палӑртнӑ. Е.И.Ефремова, М.В.Симакова, Е.Н.Жачева ӳнерҫӗсемпе тӗрӗ ӑстисен ӗҫӗсемпе; Т.В.Петровапа Т.В.Шаркова ӳнерҫӗсем илемлетсе хатӗрленӗ тумсен пуххипе; З.И.Вороновапа Л.Г.Смирнова ӑстаҫӑсен ахах-мерчентен илемлетнӗ тухьяпа хушпу пуххисемпе; В.А.Минеева, Г.А.Степанова, М.Ф.Сырова ӑстаҫӑсем тӗрӗлесе тӗртнӗ илемпе паллаштараҫҫӗ. Вӗҫӗнче Н.Болтаев, З.Маштанова, Н.Ильина, А.Андреева ӑстасен чӑваш костюмӗсен пӗтӗмӗшле коллекцийӗсене курма май пур.
Уяв-курава юрӑҫсем-сӑвӑҫсем илемлетӗҫ.
Уява май килнӗ таран чӑваш тумӗпе килме ыйтнӑ. Куракансен хушшинче чӑваш тумлисем пулнӑ-пулнах... Чӑваш тумӗ авалтан паянлӑха аталанса пынине илемлӗ, музыкӑллӑ-ташӑллӑ кӑтартнӑ пирки пӗлтерчӗҫ...
Ака уйӑхӗн 23-пе 29-мӗшӗ хушшинче Чӑваш чӗлхин кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кунне халалласа Чӑваш наци музейӗнче Чӑваш ҫырулӑхӗн эрни иртӗ.
Программа тӑрӑх «Асанне сунтӑхне уҫатпӑр» вӑйӑ, «Чӑваш халӑх тумтирӗ» ятлӑ куҫса ҫӳрекен лекци, тата X - XIII ӗмӗрти чӑваш ҫырулӑхӗ ҫинчен каласа паракан ытти лекцисемпе калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш тӗррипе, пир тӗртмелли мелсемпе паллашма май пулӗ. Рунӑллӑ ҫырулӑх ҫинчен те нумай каласа парӗҫ.
Ҫавӑн пекех 8-11 классенче вӗренекенсем хушшинче ирттернӗ «Пӗр чӗлхе лайӑх, иккӗ вара лайӑхрах» конкурс ҫӗнтерӳҫисене парне парӗҫ. Пӗрремӗш турти ыйтусене прессӑра пичетленӗ, ытти мелсемпе сарнӑ. Конкурса 200 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ: хуравламашкӑн тӗрлӗ сӑнӳкерчӗк усӑ курнӑ, ӗҫӗсене илемлетсе ярса панӑ. Иккӗмӗш турӗ ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн канашлу пӳлӗмӗнче иртӗ. Унта 18 ача хутшӑнӗ. Вӑл кунах финала тухнисене парне тата тӗрлӗ пичет продукцийӗ парса чыслӗҫ. Мероприятине Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле ирттереҫҫӗ.
Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗ Самарӑри «Агни» издательство ҫурчӗпе Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи «Ӑс-хакӑл культурин центрӗ» обществӑллӑ организаци, РФ-ри Ирланди посольстви сире пурне те Шупашкарта Ирланди культурин Кунӗ уҫӑлни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ирланди кунне уҫнине курмашкӑн сире ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Асамат кӗперӗ» ККЦ-на 14 сехете чӗнетпӗр!
Мероприятийӗн тӗп вырӑнӗнче «Ирланди Раҫҫей ҫыннисен куҫӗпе» ятлӑ сӑнӳкерчӗксен куравӗ пулӗ. Унта хӑйсен ӗҫӗсене 82 фотограф кӑтартӗ.
Унта эсир Ирландине мӗншӗн изумрудлӑ утрав тени, Ньюгрэндж чул ӗмӗрӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен, авалхи кармансен вӑртӑнлӑхӗсем ҫинчен, Европӑри чи чаплӑ яппун сачӗсем ҫинчен тата ытти япала ҫинчен пӗлме пултаратӑр! Куравра ирланди кӗвви шӑранӗ.
«Асамат кӗперӗ» ККЦ-ӗн адресӗ: Шупашкар хули, Элмен урамӗ, 4а ҫурт
2007 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 17.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен Шупашкар хулинчи Ҫеҫпӗл палӑке кутӗнче чӑваш чӗлхин кунне паллӑ тума митинг пуҫтарӑнмалла. Унта паянхи кун чӑваш чӗлхи тата чӗлхепе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки уҫҫӑн та ним суясӑр шухӑшлама тата калаҫма пултаракан та хӑякан ҫынсем пухӑнма палӑртнӑ. Митинга йӗркелекенсем вӑл темле альтернативӑллӑ та влаҫа хирӗҫле япала пулмассине пӗлтерчӗҫӗ. Чӑнах та, уҫҫӑнлӑхпа суясӑрлӑх ӑҫтан влаҫа хирӗҫ пулччӗр вара. Апла пулсан, ҫавӑнта хутшӑнас текеннисем ним хӑрамасӑрах унта пыма та, хӑйсем калас тенине, кӳтсе ҫитнине тухса калама та пултарӗҫӗ. Йеркелекенсем уншӑн никама та ним те пулмасса шантарсах каларӗҫӗ :)
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пукане театрӗсен «Юмахсен каруҫелӗ» ятлӑ гастрольсем пуҫланаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче тӗрлӗ пукане театрӗсем (Мари Элтен, Мордовинчен, Чӗмпӗр облӑҫӗнчен тата Тутарстанран) 4 куна яхӑн хӑйсен спектаклӗсене кӑтартма хатӗрленеҫҫӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче В.Катаев ҫырнӑ «Ӑнсӑртран авлансан» (Квадратура круга) спектакль премьери пулӗ. Режиссёрӗ — Александра Федина (вӑл паллӑ вырӑс режисёрӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Леонид Хейфецӑн веренекенӗ).
Спектакльти рольсене театрӑн ҫӑмрӑк артисчӗсем выляҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Геннадий Большакова, Владимир Семёнова, Светлана Андреевӑна курма пулать.
ПУШ | 22 |
Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗсен министерстви 2007 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-24-мӗшӗнсенче «Кӗмел сасӑ» ятлӑ тӗнчери чӑваш эстрада юррисен VIII фестивалне ирттерет!
Тутар, Пушкӑрт, Чӑваш республикисенчи, Чӗмпӗр, Саратов, Самар, Тюмень облаҫӗсенчи тата ытти регионсенчи чӑвашсен чи пултаруллӑ эстрада юрӑҫисем хутшӑнаҫҫӗ.
Хӑнасем - иртнӗ фестиваль ҫӗнтерӳҫисем: Вячеслав Христофоров, Лариса Васильева, Михаил Федоров, Ирина Сафандеева, Полина Борисова, Алена Акӑшпи тата чӑвашсен ытти паллӑ эстрада ҫӑлтӑрӗсем.
Фестиваль концерчӗсем Чӑваш Республикин культура училищин вӗрентӳ театрӗнче (Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт) иртеҫҫӗ. 18 сехетре пуҫланать. Билет хакӗ 80 тенкӗ.
Пурне те пырса курма чӗнетпӗр!!!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.02.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ялавин Сергей Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, литература хаклавҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Калинин, Совет тата Октябрьски районсене туса хунӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |