Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш наци конгресӗн алӑкӗ хупӑнма пӗлмен

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 20.08.2014 17:01 | 1577 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Концерт саманчӗ
Концерт саманчӗ

Республикӑри районсенчен тата ытти регионсенчен килнӗ чӑвашсем кашни ҫулах хула кунӗнче Чӑваш наци конгресне кӗрсе тухаҫҫӗ тесе пӗлтерет конгресӑн информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева.

Кӑҫал та ЧНК алӑкӗ вӗҫӗм уҫӑ тӑнӑ темелле.

Тӗп хуламӑр уявӗнчи каҫ вара ҫынсем тӑван юрра-ташша курса савӑнма Чӑваш наци конгресӗн ҫурчӗ умне васканӑ. Кунта Лариса Долина концертӗнчен те кая мар халӑх пуҫтарӑннине пӗлтерет ЧНК сайчӗ. ЧНК культура комитетне ертсе пыракан Елена Османова юрӑҫ чи малтанах конгрес президентне Николай Угаслова сӑмах панӑ. Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ хула ҫыннисене тата хӑнасене Шупашкар ҫапла капӑр пулнишӗн хӗпӗртенине пӗлтернӗ, уяв ячӗпе саламланӑ.

Ун хыҫҫӑн икӗ сехет ытла чӑваш эстрада юрӑҫисем урам тулли пуҫтарӑннӑ халӑха тыткӑнланӑ. Кунта тинтерех ҫеҫ Путин Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров хӑйӗн «Янра, юрӑ» ушкӑнӗпе, Сарӑту хулинче пурӑнакан Эльвира Никитина, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Павлов, Евгений Николаев, Андрей Кузнецов, Людмила Кинер, Любовь Гордеева тата ытти юрӑҫсем пулнӑ.

Кӑҫал концерта пуҫласа ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем чӗрӗ сасӑпа юрласа куракансене савӑнтарнӑ.

ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев концерта вӗҫленӗ май пурне те тепӗр хут уяв ячӗпе саламларӗ. Чӑваш юррисӗр пурӑнма пултарайман Америкӑра тӗпленнӗ олимп чемпионки Валентина Егорова вара чӑтаймасӑр Валерий Клементьевпа пӗрле юрласа кӑмӑлне уҫрӗ.Чунтан каннӑ чӑваш халӑхӗ васкамасӑр, хӑпартланнӑ туйӑмсемпе килӗсене саланчӗ.

#концертсем, #Шупашкар хула кунӗ, #Шупашкар, #ЧНК, #Сарӑту

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/161.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем