Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шалу

Республикӑра

Чӑваш Енре иртнӗ ҫул патшалӑх служащийӗсен ӗҫ укҫийӗ 6 процент хӑпарнӑ. Кашни пуса шутлакан ҫын ку хыпара тарӑхса йышӑнать пулӗ. Анчах вӗсен ӗҫ укҫийӗ ӳсни портфельлисен йышне чакарнипе ҫыхӑннӑ.

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсен шучӗ 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи 5,4 пинтен 5,2 пин юлнӑ. Ӗс укҫин фондне малтанхиллех хӑварнине кура вӑтам шалӑва ӳстерме май килнине республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев пӗлтернӗ.

Патшалӑх служащийӗсене юлашки хутчен шалӑва 2013 ҫулта ӳстерсе панӑ. Унтанпа вӗсен оклачӗ улшӑнман. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, федерацин Атӑлҫи округӗсемпе танлаштарсан пирӗн патри тӳре-шаран шалӑвӗ пысӑк мар.

 

Экономика
«Химпром» гендиректорӗ Сергей Науман
«Химпром» гендиректорӗ Сергей Науман

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире ӗҫ укҫи ӳссе пырать. Ҫакна акционерсен обществин генеральнай директорӗ Сергей Науман Чӑваш Ен Элтеперне пӗлтернӗ.

Савута ертсе пыракан каланӑ тӑрӑх, предприятири вӑтам шалу 21,5 пин тенкӗрен 23,75 тенке ҫитнӗ. Процентпа пӑхсан ӳсӗм — 10-а ҫывӑх. Тепӗр ырӑ хыпар — хӑш-пӗр савут-хапрӑкра штата чакараҫҫӗ пулсан, «Химпромра» пачах урӑхла: 200-е яхӑн ҫын унта ҫӗнӗрен ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.

Предприяти хулари тата республикӑри хыснана налук хывасси 1,6 хут ӳснӗ. Продукцин 20 проценчӗ экспорта ӑсанать. Савут хӑйӗн продукцийӗнчен пӗринпе, кальци гипохлоричӗ кӑларассипе, ҫӗршывӑн ылтӑн промышленноҫӗн тата санитари учрежденийӗсемшӗн тӗп поставщик пулса тӑрасшӑн.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Пулнӑ-пулнӑ-пулнӑ пуль, бройлерсем те пулнӑ пуль...
Пулнӑ-пулнӑ-пулнӑ пуль, бройлерсем те пулнӑ пуль...

Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен уҫӑ обществинче ҫуллахи укҫана халӗ те илсе пӗтереймеҫҫӗ. Ку хыпара унта ӗҫленисем кӑна мар, прокуратура тӗрӗслевӗ те ҫирӗплетнӗ.

Прокуратура сайтӗнче хальтерех вырнаҫтарнӑ хыпарта юпа уйӑхӗнчи тӗрӗслев пирки сӑмах пырать. Ҫав уйӑхӑн 14-мӗшӗ тӗлне унта ҫурла уйӑхӗшӗн те шалу тӳлесе татман пулнӑ: 296 ҫын умӗнче парӑм 4,6 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Шалӑва тӳлеме васкаман предприяти тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Сӑмах май каласан, хапрӑкра штата чакарнине пула ӗҫсӗр юлнисем каланӑ тӑрӑх, ҫулла ӗҫленӗ укҫана паян та илсе пӗтереймеҫҫӗ, хӑҫан ӑна тытасси те паллӑ мар, бройлерсем те унта юлман.

 

Ӗнер, утӑн 8-мӗшӗнче, министӑрсен кабинетӗчен членӗсен канашлӑвӗнче — вӑл эрнесерен пулать — ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли «Ылтӑн пучах» уйлӑх таврашӗнче пулса иртнӗ тискер ӗҫ-пуҫсем ҫинчен калаҫнӑ. Пухура 2013 ҫулти лагерьсен пӗрремӗш сменӑн пӗтӗмлетӗвӗсене те тунӑ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталану министрӗ Надежда Осипова палӑртнӑ тӑрӑх лагерьсене вожатӑйсене ӗҫе илнӗ чухне йынӑшсем нумай тунӑ, шап та лӑп вӗсем вӑхӑт иртсен палӑра пуҫланӑ те имӗш. Сӑмахран, «Ылтӑн пучах» лагерӗнче диджей пулса ӗҫлекен каччӑ саккун йӗркине малтан та пӑснӑ, уншӑн ӑна явап та тытарнӑ пулнӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин пуҫлӑхӗн Владимир Иванов шухӑшӗпе вара асӑннӑ лагерьте пулса иртнӗ пулӑмсемшӗн ӗҫе вырнаҫтаракансене явап тыттармалла.

Республика Элтепӗре Михаил Игнатьев вара синкер пулӑмсене уйлахсенче вӑй хуракансен шалу укҫи (8–10 пин тенкӗ) пӗчӗк пулнипе ҫыхӑнтарать. Пуҫлӑх ҫак ыйтӑва ҫитес кунсенче татса памалли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ.

Паянхи куна лагерьсенче ӗҫ-пуҫ тивӗҫлипех пурнӑҫлантӑр тесе йӗрлев комитечӗ тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерет.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63751.html
 

Экономика
«Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн
«Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн

«Трактор савучӗсем» концерн ӗҫ укҫи парӑмне ҫулталӑк пуҫланиччен татма шантараҫҫӗ. Ырӑ хыпара предприятин пресс-служби пӗлтерет.

Сӑмах май, Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑри тӗрлӗ организацире темиҫе уйӑх пуҫтарӑнса пынӑ ӗҫ укҫи парӑмне темиҫе кунта тӳлесе таттарасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Трактор савучӗсен пресс-релизӗнче ӑнлантарнине ӗненсен, концерн шалӑва тӳлеме ӑнтӑлни пысӑкрах шайрисем ҫине тӑнипе ҫыхӑннӑ. Унта: «Ку вӑл Раҫҫей Федерацийӗн, Внешэкономбанкӑн тата «Трактор савучӗсем» концернӑн ертӳҫисем пӗрле тӑрӑшнин кӑтартӑвӗ», — тесе ҫырнӑ. Вӗсем холдинга финанс енчен сыватассипе программа хатӗрленӗ-мӗн.

«Ҫулталӑк вӗҫӗччен эпир ӗҫ укҫин парӑмне пӗтӗмпех татӑпӑр. Компани счечӗ ҫине 675 миллион тенкӗ килчӗ», – ӑнлантарнӑ пулӑма концерн президенчӗ Михаил Болотин.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн писсемистла кӑмӑл. Халӗ таврари ҫынсем сире хирӗҫ, ҫавӑнпа чӑкӑлтӑш ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Агрессирен пӑрӑнӑр, хальлӗхе телевизорпа хыпарсем ан пӑхӑр, интерантра ан вулӑр.

Ҫурла, 21

1934
92
Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2005
21
Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын