«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи Раҫҫейӗн Юстици министерствин Чӑваш Енти управленийӗ тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа Шупашкарти Ленин район сучӗ тивӗҫтермен. Асӑннӑ пӗрлешӳ Минюст хӑйсене регистрацилеме килӗшменнипе ҫырлахмасӑр суда ҫитнӗ. Анчах усси пулман.
Ку ӗҫпе пӗрремӗш лару ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ. «Ҫӗнӗ лару-тӑру сиксе тухнине пула» ӑна пӑхса тухассине ҫӗртмен 2-мӗшне куҫарнӑ. Суд «Ирӗклӗх» тавӑҫне тивӗҫтерменнине каларӑмӑр ӗнтӗ. Сӑлтавне суд ҫитес эрнере кӑна пӗлтермелле-мӗн.
Правӑна сыхлакан хӑш-пӗр ҫын шучӗпе «Ирӗклӗхпе» ҫыхӑннӑ лару-тӑру Раҫҫейӗн Конституцийӗнче, Этем правине сыхлакан Европа конвенцийӗнче пӑхса хӑварнӑ правасемпе килӗшсе тӑмасть тесе хаклаҫҫӗ-мӗн.
«Ирӗклӗх» общество хӑй пирки пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче сас панӑ. Пӗрлешӳ чӑваш чӗлхине тата культурине сыхласа хӑварас тата аталантарас тӗллев лартать-мӗн. Унӑн пӗлтерӗшлӗ акцийӗсенчен пӗрин шутӗнче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем валеҫсе ҫӳрени. Ҫавсене вӗсем йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен предприятисенче вырнаҫтарасшӑн.
Чӑвашсен «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӳ обществи хӑйне регистрацилеменнишӗн суда ҫитнӗ. Ун пирки «Хулканпа хӗҫ» правӑна сыхлакан организаци «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫата пӗлтернӗ.
Юстици министрестви асӑннӑ организацие регистрацилессӗн марри пуш уйӑхӗнче паллӑ пулнӑ. Ҫакна ведомство уставри йӑнӑшпа ҫыхӑнтарнӑ. «Ирӗклӗх» канаш ертӳҫи Дмитрий Степанов ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче суда тавӑҫпа ҫитнӗ, Юстици министерстви хирӗҫленине саккунлӑ мар тесе йышӑнма ыйтнӑ.
Тавӑҫра министерство сӑлтавланипе юристсем килӗшмеҫҫӗ имӗш, ун пек шухӑшлакансен шучӗпе саккунра ун пек виҫе ҫук-мӗн. Сӑмахран, министерство тӳри-шари утсавра пӗрлешӗвӗн организаципе право формине кӑтартман тенӗ иккен. Анчах апла калани обществӑн тулли ятӗнче пур-мӗн. Кунсӑр пуҫне уставра «регионти общество организацийӗ» тесе ҫырни пур теҫҫӗ.
Правӑна сыхлакансен шучӗпе Юстици министерстви уставра «филиалсен тата представительствӑсен пурлӑхне тытса тӑрассин прависем» ҫинчен уставра палӑртма ыйтнине те тӗрӗс мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. «Общество пӗрлешӗвӗсем ҫинчен» калакан саккунӑн 29-мӗш статйине пӗтӗмпех кӗртме ыйтнине те вӗсем ӑнланмаҫҫӗ иккен.
«Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, Чӑваш патшалӑх символӗсен кунне уявланӑ май «Ирӗклӗх» пӗрлӗх республикӑн тӗп хулин урамӗсенче чӑваш ялавӗсене салатса ҫӳренӗ.
Ҫынсем ку акцине кӑмӑллӑнах хутшӑннӑ. Ҫав-ҫавах ялава алла илме килӗшмен пӗр хӗрарӑм та тупӑннӑ. Вӑл хирӗҫленӗ: «Украинӑри лару-тӑру 1980-мӗш ҫулсенче ҫакӑн пек пӗчӗк акцисенчен пуҫланнӑ та», — тенӗ.
«Ирӗклӗх» йӗркелӳҫисем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартаҫҫӗ. Юстици министерстви вӗсен пӗрлӗхне официаллӑ майпа регистрацилеме килӗшмен.
«Ирӗклӗх» хальхи вӑхӑтра тата тепӗр акци ирттерет — лавккасемпе организацисенче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» ҫыпӑҫкӑч валеҫет. Ӑна акан 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче пуҫланӑ.
Виҫӗмкун Ӗпхӳре Пушкӑртстанри чӑвашсен III Канашӗ иртнӗ. Унта республикӑри район-хуласенчи 150 яхӑн делегат хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Пушкӑртстанри культура министрӗ Валентина Латыпова, ПР Вӗренӳ министерствин наци вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Гульчачак Мухамедьянова, республикӑри Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем…
Канаша хутшӑннӑ делегатсем Чӑваш Ен делегачӗсене ӑшшӑн йышӑннӑ. Пирӗннисем унта ЧНК президенчӗ Николай Угаслов ертсе пынипе кайнӑ.
— Пушкӑртстанри виҫҫӗмӗш Канаша 8 ҫул кӗтрӗмӗр, — тенӗ Испоком съезчӗн председателӗ Валерий Сидоров.
Канаш пӗрремӗш хут — 1999 ҫулта, иккӗмӗш хут 2006 ҫулта иртнӗ. Ҫак тапхӑрта Пушкӑртстанри чӑвашсен пурнӑҫӗнче улшӑну сахал мар пулнӑ. Валери Сидоров палӑртнӑ тӑрӑх, чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри — Чӑваш Енпе Пушкӑртсан правительствисем туслӑ ҫыхӑну йӗркелени. Пушкӑртстанра Чӑваш Ен культурин кунӗсем ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Чӑваш Енре вара Пушкӑртстан культурин кунӗсене чаплӑ йӗркеленӗ. Икӗ республика хутшӑну йӗркелени Пушкӑртстанра чӑваш наци культурине аталанма вӑй панӑ.
Канаш делегачӗсем Пушкӑртстан чӑвашӗсене пырса тивекен ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Чӗмпӗрти «Наци ялне» 2016 ҫулта туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн нацисем хушшинчи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр каланӑ.
Хальхи вӑхӑтра «Наци ялӗн» проектпа смета документацине хатӗрлесси вӗҫленсе пырать иккен. 2016 ҫул тӗлне культурӑпа наци комплексӗ уҫӑлмалла.
«Наци ялӗн» никӗсне пӗлтӗр янӑ. Вӑл Чӗмпӗрти Ҫамрӑксен урамӗнче пулмалла. Унта чӑваш картишӗ те пулмалла. Чӑвашсемсӗр пуҫне вырӑс, азербайджан, осетин, тутар, еврей, ингуш, эрмен тата тухӑҫри халӑхсен картишӗсем вырӑн тупмалла. Вӗсене уҫӑ пӗлӗт айӗнче вырнаҫтарӗҫ. Чӑваш картишӗнче 8 вырӑнлӑх хӑна ҫурчӗ, кафе, ампартан тата лаша витинчен тӑракан музей ҫурчӗ, мунча, ҫуллахи уявсене ирттермелли вырӑн пулмалла.
Тӗменри ачасен пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» 14-мӗш фестивалӗ иртнӗ.
Тупӑшӑва облаҫри ҫирӗм ытла наци культура пӗрлӗхӗ хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ номинацире: халӑх тата эстрада вокалӗ, хореографи, илемлӗ сӑмах, наци декораципе хушма искусство, живопиҫ, кӳлепе енӗпе — хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Конкурса Ишим, Тӗмен, Ялуторовск, Тобольск, Заводоуковск хулисен, облаҫӑн кӑнтӑр пайӗнчи 18 район, Петропавловск хулин (Казахстан) юрӑҫисемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Фестиваль гала-концертпа хупӑннӑ. Наци ӗҫӗсен комитечӗн, Тӗмен облаҫӗн тата Хула думин представителӗсем, наци общество пӗрлӗхӗсен тата ыр кӑмӑллӑх фончӗсен ертӳҫисем ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ «Хӗлхем» ушкӑнӗсем (кӗҫӗн тата аслӑ ӳсӗмрисем, ертӳҫи Ю. Лактионова) «Халӑх хореографийӗ» номинацире диплома тивӗҫнӗ. Ытти чӑваш ачи те вӗсенчен юлман. «Халӑх вокалӗ» номинацире Дмитрий Бендорф, Ксения Кучкильдинова, инструментпа калакансен хушшинче Мария Мироненко, ал ӗҫ ӑстисен хушшинче Исетск районӗнчи Солобоево ялӗнчи ачасен ушкӑнӗ (ертӳҫи Н.
Музей урамран пуҫланать тесе шухӑшлаҫҫӗ канашсем. Ҫавӑн пиркиех унти аваллӑх управҫисем музей тавралли территорие усӑ курма тӗллев лартнӑ. Ҫапла вара экспонатсем этнографи залӗнче кӑна упраннӑ пулсан урамра «Чӑваш картишӗ» кӗтес йӗркелесшӗн.
Ку шухӑш патне пӗлтӗр уҫнӑ «Юрату, шанчӑклӑх тата ҫураҫу сакӗ» йывӑҫ скульптура композицийӗн авторӗ Геннадий Захаров ҫитсе тухнӑ. «Чӑваш картишӗнче» хресчен пурнӑҫӗн йӑлари пурнӑҫне кӑтартасшӑн. Унта вырӑнти халӑх авал мӗн ӗҫлесе пурӑннине, унӑн культурине, ӳнерне кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне халӑхӑн хальхи вӑхӑтри пурнӑҫне те ҫутатӗ вӑл.
Хальлӗхе вара Канашри таврапӗлӳ музейӗ «Музее экспонат парнеле» акци ирттерессине пӗлтернӗ. Этнографи кӗтесӗ валли ҫӑл пури, ӗҫ-хӗл хатӗрӗ, килти хатӗр-хӗтӗр пухаҫҫӗ.
Маларах пӗлтертӗмер ӗнтӗ, ӗнер ЧНК Президиумӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта тӗрлӗ ыйтусем пӑхса тухрӗҫ. Чи малтанах районсенчи ЧНК вырӑнти уйрӑмӗсен ҫырнӑ Йӗрке-шывне (Положенине) сӳтсе яврӗҫ. Унти хӑш-пӗр кӑлтӑксене палӑртса ӑна пӗтӗмӗшле йышӑнас терӗҫ.
Ҫавӑн пекех тӗрлӗ комитетсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗҫ — кунта эрех-сӑра ӗҫекенсемпе ӗҫленине те, ял уявӗсене ирттерессине те, тӗрлӗ юридици хучӗсене хатӗрлессине те (сӑмах май, ҫӗнӗ Устав хатӗр, ӑна бета-тӗрӗслев тунӑ хыҫҫӑн Президиума ҫитерӗҫ), тата ыттине те.
Ларура кӳршӗллӗ республикӑсенчи наци конгресӗсем епле ӗҫленине пӑхса тухрӗҫ — вӗсем пурте тенӗ пекх хӑйсен республикисен хыснинчен укҫа-тенкӗ илсе тӑраҫҫӗ имӗш. Тухса калаҫакансем — Валерий Клементьев ҫармӑссен опычӗспе паллаштарчӗ, Константин Яковлев пушкӑртсемпе тутарсен опычӗпе — ҫав мелпе кайсан аван пулнине палӑртрӗҫ.
Унсӑр пуҫне «Акатуй» уявне йӗркелесси епле пынине сӳтсе яврӗҫ. Кунта Президиум пайташӗ, вӑлах ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшакан Сергей Казаков сӑмах илчӗ.
Конгресс ларӑвӗнче ҫавӑн пекех тӗрлӗ тӑрӑхсенчи чӑвашсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлейменни пирки сӑмах сахал мар пуҫарчӗҫ.
Паян, пушӑн 26-мӗшӗнче, ЧНК Президиумӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ. Президиум пайташӗсене ытларах Ювенальевсем ӑсталанӑ эскиз кӑмӑла кайрӗ.
Асаилтеретпӗр, ЧНК ку конкурса кӑрлач уйӑхӗнчех пуҫласаччӗ. Ӗҫсене нарӑсӑн 24-мӗшӗччен ярса памаллаччӗ. Пушӑн 1-мӗшӗнчен каярах мар ӑмӑртӑва пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫе палӑртмаллаччӗ. Ку — конкурсӑн йӗрке-шывне тӗпе хурсан. Анчах та хутшӑнакансем ҫуккине пула халь тин ҫеҫ пӗтӗмлетме май пулчӗ пулас.
Тепӗр вариант шутӗнче Николай Плотников хатӗрленӗ эскиз пулчӗ.
Мурманскри чӑвашсен «Чӑваш Ен» общество пӗрлешӗвӗ вырӑнта ирттеркен йӑлана кӗнӗ «Нумай нациллӗ Мурман» курава хастар хутшӑннӑ.
Куравра хулапа облаҫри нацисен культура пӗрлешӗвӗсем хӑйсен экспоначӗсене кӑтартнӑ. Наци пуянлӑхне ҫын ҫине кӑларассишӗн наци тумтирӗсене те, йӑлара усӑ куракан япаласене те илсе пынӑ. Наци уявӗсем иртнӗ чух ӳкернӗ фотосене те курава кӑларнӑ хастарсем. Мурманскри чӑвашсем те ыттисенчен кая юлман. Кая кӑна та мар, ҫынтан юличчен муртан юл тенешкелех тӑрӑшнӑ. Курава пынисем валли вӗсем «чӑваш сӗтелӗ» патне йыхравланӑ. Унта «АККонд» фабрикӑн, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн апат-ҫимӗҫӗ тата «Букет Чувашии» савутӑн квасӗ пулнӑ.
Мероприятие пухӑннисене «Чӑваш Ен» культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн Николай Угасловӑн саламне вуласа панӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |