Америкӑри Оклахома штачӗн ӑсчахӗсем пуля витермен ҫитти шухӑшласа кӑларнӑ. Ку хатӗр ҫемҫе те кӑпӑшка иккен, анчах хӳтлӗх енӗпе полицейскисем тата ҫар ҫыннисем усӑ куракан бронежилетсенчен кая мар-мӗн. Пуля витермен ҫиттие торнадо вӑхӑтӗнче е хӗҫ-пӑшалтан пеме тытӑнсан шкулта усӑ курма шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Вилӗмрен хӑтарма пултаракан ҫиттие виҫӗ тӗрлӗ виҫепе кӑлараҫҫӗ-мӗн. Ӑна ҫурӑм ҫине е кӑкӑр тӗлне ҫирӗплетсе хума пулать. Вӑл — тилӗ тӗслӗ.
Ҫиттие шухӑшласа кӑларнисем ӗнентернӗ тӑрӑх хайхи япала мӗнпур йышши хӗҫ-пӑшалтан 90 процент хӳтӗлет имӗш. Торнадӑна пула ҫурт-йӗр ишӗлсе пуҫласан та ачасене вӑл чӗрӗ-сывӑ упраса хӑварӗ.
Чаплӑ ҫитти хакӗ пин доллар таран тӑрать. Шкулсемпе общество организацийӗсем ӑна пысӑк партипе туянсан кӑларакансем йӳнӗрехпе сутма хирӗҫ мар-мӗн.
Пӗчӗк кимӗ-карапсен патшалӑх инспекцийӗ шыва кӗме васкамалла маррине аса илтерет.
Атӑлӑн Шупашкар ҫывӑхӗнчи акваторийӗ патӗнче асӑннӑ тытӑм ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ те ҫынсем шыва кӗме пуҫланине асӑрханӑ. Вӗсене тӗрӗслевҫӗсем шыв кӗмелли тапхӑр ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен кӑна уҫӑлассине асӑрхаттарнӑ. Вӑл вӑхӑта ҫӑлавҫӑсем те ӗҫе кӳлӗнӗҫ.
Кӑҫал республикӑра официаллӑ майпа 15 пляж ӗҫлемелле. Хальлӗхе юханшывсенчи тата кӳлӗсенчи шыв температури 13 градуса яхӑн иккен. Сивве пула мышца хутлатса лартас хӑрушлӑх пысӑк. Ун пек чухне ҫыннӑн алли-ури хускалайманнипе путас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шывра 8 пӑтӑрмах пулнӑ та ӗнтӗ. Пилӗк ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пӗве ял ҫыннисемшӗн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чи малтанах вӑл — выльӑх-чӗрлӗхе шӑвармалли вырӑн. Хур-кӑвакал валли те пӗве кирлӗ. Пахча шӑварма та аван. Тата таса пулсан, шыва кӗме те лайӑх унта. Тепӗр тесен, халӗ йӗркисем ҫирӗпленчӗҫ те, унчченхи пек пур пӗвере те шыва кӗме юрамасть-ха. Пӗве-кӳлӗ хӗрринче «Шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапнине пиртен кашниех асӑрханӑ-тӑр. Ҫыннисем ҫапах чӑмпӑлтатаҫҫӗ-ха. «Шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вара ял тӑрӑхӗсем хӑйсене страхланине пӗлтерет ӗнтӗ. Ишмелли саккунлӑ вырӑн тӑвас тесен пӗве-юханшыва вӗсен шыв пахалӑхӗ, тарӑнӑшӗ тата ытти енпе тӗрӗслемелле, ҫыран хӗрне хӑйӑр пырса тӑкмалла. Ҫак ӗҫ пӗтӗмпех укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ-ҫке. Сахал мар «кӗмӗлпе». Ун пек аппаланиччен яваплисем чару палли ҫакса хураҫҫӗ те инкек-синкек пулсан ӗҫлесе ҫитереймен тесе вӗсене никам та айӑплаймӗ.
…Юрӗ, ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр. Пӗве-кӳлле тытса тӑрассине ҫапах та хӑй еккипе ямалла мар ӗнтӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ял тӑрӑхӗнче нумаях пулмасть вӗсен тӑрӑмне тӗрӗсленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И.
«Чарӑн!» акци йӗркелӳҫисем автоавӑрлав станцийӗсене ахальтен суйламан. Ара, кашни водитель станцие эрнере 1–2 хут та пулин кӗрет-ҫке-ха. Кунта вӗсем водительсене ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта чарӑнмаллине тепӗр хут аса илтересшӗн.
Заправкӑсенче канихвет автомачӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем тормоз педалӗ евӗр пулӗҫ. Водитель ун ҫине пусӗ ҫеҫ — канихвет тухӗ. Унӑн хуппи ҫине акци йӗркелӳҫисем чарӑнмалли правилӑсене ҫырса хунӑ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Санкт-Петербургри тата Ленинград облаҫӗнчи тӗп управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Кампани паллиллӗ тум тӑхӑннӑ волонтерсем водительсене чарӑнмалли физикӑпа паллаштарӗҫ. Автозаправкӑсенчи ҫакнашкал мероприяти Питӗрте, Чӑваш Енре, Пермь енӗнче, Владимир, Калуга, Мускав, Чулхула, Новгород, Омск, Ярославль облаҫӗсенче иртнӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Раҫҫйӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Атӑлҫи регионти центрӗн пуҫлӑхӗ Игорь Паншин генерал-лейтенант тӗл пулнӑ. Унта вӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, гражданла оборона, халӑха ҫутҫанталӑк тата техногенлӑ инкекрен сыхлас лару-тӑрӑва регионсенче тӗрӗсленин пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ. Хаклав пуш уйӑхӗн 17–26-мӗшӗсенче иртнӗ.
Паньшин генерал-лейтненат Чӑваш Ене тӗрӗслевҫӗсем лайӑхпа палӑртнине пӗлтернӗ. Татса памалли ыйтусем сиксе тухсан вӗсене ҫийӗнчех сӳтсе явнӑ, тытса памалли ҫул-йӗре планласа хунӑ-мӗн.
Пӗтӗм тӗнчери граждан оборонин кунне уявланӑ май ИӖМ ӗҫченӗсем Ҫӗмӗрлери пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗсене пушар хӑрушлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ачасем умӗнче Ҫӗмӗрлери тата Ҫӗмӗрле районӗнчи тӗрӗслев ӗҫӗ пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Сабанцев, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн иструкторӗ Светлаа Николаева тухса калаҫнӑ.
ИӖМ ӗҫченӗсем ачасене Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахсем пирки каласа кӑтартнӑ, ҫулӑм тухасран мӗнле асӑрханмалли пирки пӗлтернӗ. Пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗсем пушар тухас пулсан хӑйсене мӗнле тытмаллине вӗреннӗ. Мероприятире пушар вӑхӑтӗнчи хӑрушсӑрлӑх тематикипе конкурссем, тупӑшусем, вӑйӑсем ирттернӗ. Юлашкинчен ИӖМ ӗҫченӗсем ачасене ҫак темӑпах мультфильм кӑтартнӑ.
Вӗренӳ управленийӗ 2014–2016 ҫулсем валли «Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программа хатӗрлет. Тӗллевӗ — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ.
Программӑпа килӗшӳллӗн Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче террортан хӳтӗленес тӗллевпе хушма мерӑсем йышӑнӗҫ. Картасене улӑштарма, мониторинг, инкеклӗ лару-тӑру ҫинчен пӗлтерекен тытӑмсене лартма, хӑрнӑ йывӑҫсене касма палӑртнӑ. Хӑш-пӗр ача пахчисенче автоматика шлакбаумӗ лартма палӑртнӑ.
Хула влаҫӗ вара вӗренӳ учрежденийӗсене видеотытӑмсемпе малалла тивӗҫтереҫҫӗ. Планпа килӗшӳллӗн 2014 ҫул вӗҫне Шупашкарти учрежденисен 50 проценчӗ видеотытӑмлӑ пулмалла.
«Пирӗн хӑрушлӑхсӑр ача пахчи» программӑна пурнӑҫламашкӑн хула хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ. Проекта йышӑнсан вырӑнти тӳре-шаран хурал предприятийӗ шырамалла. Вӑл вырӑнсенчи йӗркешӗн яваплӑ пулӗ.
Кунта сӑмах Шупашкарти шкулсем пирки пырать. «Хӑрушсӑр шкул» программӑна пурнӑҫласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан мӗнпур шкула видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ иккен. Чӗлхесӗр «хуралҫӑсем» вӗренӳ учрежденине кӑна мар, ун тавралли территорие те пӑхса тӑраҫҫӗ. Камерӑсем халь пулса иртекен самантсене ӳкернисӗр пуҫне маларах сӑнарланине те упраҫҫӗ иккен.
Ҫитес ҫул вара Шупашкарти шкулсем тавралли картасене ылмаштарма тытӑнасшӑн. Территорие пырса кӗнӗ ҫӗре шлагбаумсемпе турникетсем вырнаҫтарасшӑн иккен. Ҫавсем ачасене шкулта сыхлама-асӑрхама питех те кирлӗ-мӗн.
Тӗрӗссипе ку хисеп — тӗп хуламӑрӑн Калинин районӗ пирки кӑна-ха. Шупашкарта «Хӑрушлӑхсӑр ҫурт таврашӗ» (выр. «Безопасный двор») ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май тӗлпулусем иртнӗ иккен — вӗсенче тӳре-шара ҫурт-йӗр тытӑмӗн компани ертӳҫисене видеокамерӑсене лартни хӑрушсӑрлӑха ӳстерни пирки каласа панӑ. Калаҫусене хутшӑннӑ хыҫҫӑн чылай ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе тытӑм компанисем ҫак программӑна хутшӑнма килӗшнӗ пулать.
Калинин районӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх видеокамерӑсем лартма 27 нумай хваттерлӗ ҫуртрисем килӗшнӗ — вӗсенче пурӗ 6 520 ҫын пурӑнать имӗш. Пурӗ ҫак ҫуртсенче 97 видеокамера лартнӑ. Тата темиҫе ҫуртра видеокамерӑсене епле лартмаллине сӳтсе яваҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енӗн Минтрансӗ пӗлтернӗ тӑрӑх утӑн 1-мӗшӗнчен пӗтӗм Раҫҫейӗпе пӗрлех республикӑра та «уйрӑм ҫын билечӗсем» пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Ку ҫӗнӗлӗх регионсем хушшинче ҫӳрекен маршрутсене ҫеҫ пырса тивет. Тунтикунтан, тӗслӗхрен, Йошкар-Олана, Ӗпхӳне е Хусана кайма шут тытсан ҫынна ӗнентерекен хута — паспорта, ҫар билетне е пенсионерӑн ӗнентерӳ хутне — кӑтартсан ҫеҫ билет туянма пулӗ. Вӑл хутсене малтан та хӑш чухне ыйтатчӗҫ ӗнтӗ, малалла вара — яланах. Ҫул ҫинче ларсан та ҫынна ҫирӗплетекен хут кӑатртма тивӗ.
Министерствӑра шантарнӑ тӑрӑх пухӑннӑ информаци ют ҫын аллине ан лекчӗр тесе ҫӗршыври кашни автовокзалпа автостанцинче ятарлӑ компьютер программине лартма палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ вара харпӑр ҫын даннӑйӗсене ҫирӗп сыхлама пулӑшӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗлӗхӗн тӗп тӗллевӗ — ҫынсене транспортра хӑрушлӑх сиксе тухассинчен упрасси. Пӗлӗм пухмачӗсене йӗркелеме вара укҫана Транспортри хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли пӗрлехи программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ — ҫак ӗҫ унпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |