Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Тӑванкассисем пӗвесен тӑрӑмне тӗрӗсленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.04.2014 00:52 | 1356 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Тӑванкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И. Васильев пӗвене хаклать
Тӑванкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И. Васильев пӗвене хаклать

Пӗве ял ҫыннисемшӗн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чи малтанах вӑл — выльӑх-чӗрлӗхе шӑвармалли вырӑн. Хур-кӑвакал валли те пӗве кирлӗ. Пахча шӑварма та аван. Тата таса пулсан, шыва кӗме те лайӑх унта. Тепӗр тесен, халӗ йӗркисем ҫирӗпленчӗҫ те, унчченхи пек пур пӗвере те шыва кӗме юрамасть-ха. Пӗве-кӳлӗ хӗрринче «Шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапнине пиртен кашниех асӑрханӑ-тӑр. Ҫыннисем ҫапах чӑмпӑлтатаҫҫӗ-ха. «Шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вара ял тӑрӑхӗсем хӑйсене страхланине пӗлтерет ӗнтӗ. Ишмелли саккунлӑ вырӑн тӑвас тесен пӗве-юханшыва вӗсен шыв пахалӑхӗ, тарӑнӑшӗ тата ытти енпе тӗрӗслемелле, ҫыран хӗрне хӑйӑр пырса тӑкмалла. Ҫак ӗҫ пӗтӗмпех укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ-ҫке. Сахал мар «кӗмӗлпе». Ун пек аппаланиччен яваплисем чару палли ҫакса хураҫҫӗ те инкек-синкек пулсан ӗҫлесе ҫитереймен тесе вӗсене никам та айӑплаймӗ.

…Юрӗ, ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр. Пӗве-кӳлле тытса тӑрассине ҫапах та хӑй еккипе ямалла мар ӗнтӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ял тӑрӑхӗнче нумаях пулмасть вӗсен тӑрӑмне тӗрӗсленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И. Васильев, вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗсем Р.П. Арюхина тата А.П. Ташманова пӗве патне пыракан ҫулсене, пӗве хӗррисене пӑхса ҫаврӑннӑ, ӑҫта епле ӗҫ туса ирттермеллине палӑртнӑ.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #пӗвесем, #Тӑванкасси, #хӑрушсӑрлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем